Çамрăк спортсменсем çитĕнÿсемпе палăрни вĕсен тренерĕсемшĕн чи пахи, малалла тата тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалану кÿрет.
Акă, иртсе кайнă çулталăка çав тери ырă хыпарпа вĕçлерĕмĕр. А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн самбо уйрăмĕн воспитанникĕ Анна Ерукова самбо енĕпе Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă! Анна 14 çулта кăна, Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пĕлÿ илет. Çак пысăк çитĕнÿ хĕрача тĕлĕнмелле пултаруллă пулнине, умри тĕллевĕсене пурнăçлама пĕлнине çирĕплетет. Анна малашне те пире хăйĕн çĕнтерĕвĕсемпе савăнтарасса шанатпăр.
Иван НИКИТИН, самбо уйрăмĕн тренерĕ
