Вăрмар округĕнчи предприяти — «Аквапром» тулли мар яваплă общество — ĕç тухăçлăхне ÿстерессипе çыхăннă пилотлă проекта пурнăçлама тытăннă.
«Предприятинче çитес вăхăтра пилотлă продукт юхăмне суйлĕç, ĕçлĕ ушкăн йĕркелĕç, сотрудниксене производство процесĕсене лайăхлатма вĕрентме тытăнĕç», — тенĕ ЧР промышленноç аталанăвĕн Фончĕ çумĕнчи компетенцисен центрĕнче.
«Аквапром» 2015 çултанпа ĕçлет, гидроаккумуляторсем тата сарăлакан пичкесем туса кăларать. Производство пÿлĕмĕсен лаптăкĕ 3000 тăваткал метртан та ытларах. Предприяти компонентсен базине аталантарса, импортран хăтăлса пырать. Паянхи кун тĕлне кунта тĕрлĕ-тĕрлĕ пайсем туса кăлараççĕ, çитес вăхăтра гидроаккумуляторсем валли мембранăсем туса кăларма пуçласшăн.
Компани çак çулсем хушшинче Раççейри тата СНГ çĕршывĕсенчи курттăм ĕçлекен пысăк операторсемпе çирĕп çыхăну йĕркеленĕ, туса кăларакан продукци калăпăшне ÿстернĕ — çулталăкне 300 пин пичке таран.
«Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕн «Ĕç тухăçлăхĕ» федераллă проектне хутшăнни «Аквапром» предприятине регионти компетенцисен центрĕн пулăшăвĕпе тата сĕнĕвĕсемпе усă курса ĕç тухăçлăхне ÿстерсе пыма май парĕ.
