2025 çула РФ Президенчĕн В.Путинăн Хушăвĕпе Раççейре «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ», ЧР Пуçлăхĕн О.Николаевăн Хушăвĕпе Чăваш Енре «Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ» тесе палăртнă пулнă. Çакна тĕпе хурса, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин пулăшнипе «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ хаçата вулакансем хушшинче 2025 çулта «Аслă Çĕнтерĕве — 80 çул. СВО: Эпир çĕнтеретпĕрех» литературăпа публицистика конкурсĕ ирттерчĕ.

Палăртма кăмăллă, конкурса хутшăнакансем йышлăн пулчĕç. Тĕрлĕ жанр­па хайланă материалсене хаçатăн кашни номерĕнче тенĕ пекех пичетлесе тăтăмăр. Авторсем хăйсен пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе, материалсене хатĕрленĕ чухне пысăк тĕпчев ĕçĕсем туса ирттернипе тĕлĕнтерчĕç. 2025 çулăн юлашки кунĕсенче вара йĕркелÿ комитечĕ конкурса пĕтĕмлетрĕ.

1-мĕш вырăна «Чупай хĕрĕсем Аслă Çĕнтерÿшĕн» тарăн тĕпчев ĕçĕпе Василий Егорович Цыфаркин çĕнсе илчĕ.

2-мĕш вырăна Надежда Василь­евна Николаева-Таяваç йышăнчĕ. Унăн статйисем тата сăввисем çулталăк тăршшĕпе хаçатра темиçе хутчен те пичетленсе тухрĕç.

3-мĕш вырăна Регина Захаровна Егорова тивĕçрĕ. Вулакансем унăн хайлавĕсене «Хĕрлĕ ялав» хаçатра çулталăкĕпех вуласа тăма пултарчĕç.

Саламлатпăр! Василий Егоровича, Надежда Васильевнăна, Регина Захаровнăна тата конкурса хутшăннă ытти авторсене те пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Малашне те «Хĕрлĕ ялав» хаçатпа тачă çыхăну тытса тăрасса, вулакансене интереслĕ материалсемпе паллаштарасса шанатпăр.

Йĕркелÿ комитечĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика