Республикăри çул-йĕре тата нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене хĕллехи тапхăрта пăхса, тасатса тăрассине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çирĕп контроле илнĕ.
Олег Алексеевич управляющи организацисене хамăр çĕршывра туса кăларакан коммуналлă техникăпа тивĕçтерессипе виçĕ çуллăх программа хатĕрлеме хушнă, çавăн пекех коммуналлă службăсем хăйсен ĕçне мĕнле пурнăçланине тимлесе тăмаллине асăрхаттарнă.
«Управляющи компани саккунпа палăртнă тивĕçĕсене пурнăçлама пултараймасассăн — ун валли çак социаллă яваплă бизнесра вырăн çук. Граждансем укçа тÿлесе тăраççĕ, çавăнпа саккун нормисене çирĕп пăхăнмалла. Çынсен пурнăç условийĕсене кирлĕ пек шайра тытса тăмалла», — тенĕ вăл.
ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров пĕлтернĕ тăрăх, çулсене хĕллехи тапхăрта пăхса тăрас тĕллевпе муниципалитетсене тĕрĕслевсемпе тухса çÿреме план тунă. Ĕçлĕ çулçÿрев вăхăтĕнче пăра ирĕлтерекен материалсем нормăпа килĕшсе тăнине хак парĕç, техника çителĕклĕхне тĕрĕслĕç.
Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче пахалăхсăр материалсем туяннине тупса палăртсан айăплисене явап тыттармаллине каланă Олег Николаев. Кăçал çул-йĕре пăхса тăма регионта 725 млн тенкĕ уйăрнине, çак укçапа эффективлă усă курмаллине аса илтернĕ.
Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕнче эрне пуçламăшĕнче иртнĕ анлă канашлура пĕлтернĕ даннăйсем тăрăх, округри çул-йĕре пăхса, тасатса тăрассипе «Ликта» тулли мар яваплă общество ĕçлет. Умри задачăсене пурнăçлама предприяти 8 единица техникăпа усă курать. Çулсем пăрланасран 3 пин тонна хăйăрлă-тăварлă хутăш хатĕрленĕ. Çак кунсем тĕлне хутăшăн 300 тоннине расхутланă. Ял тăрăхĕсенчи çулсене тасатассипе 12 уйрăм çын предприниматель ĕçлет. Вĕсемпе пуринпе те контракт пуснă.
Вăрмар поселокĕнче нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тасатса тăрассине Вăрмар муниципаллă округĕн «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти контрольлет. Предприяти руководителĕ Виктор Павлов пĕлтернĕ тăрăх, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене хĕллехи тапхăрта юртан тасатса тăма вĕсем Вăрмар районĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх службипе килĕшÿ тунă. Шанса панă тивĕçсене пурнăçлама «Урмарытеплосеть» предприяти 2 единица техникăпа — тракторсемпе — усă курать. Çав шутра пĕри — Чăваш Ен руководстви пулăшнипе 2025 çулхи октябрь уйăхĕнче Вăрмар округне уйăрса панă нумай функциллĕ коммуналлă техника. Асăннă тракторсемпе ĕçлекенсен штатне йĕркеленĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсемсĕр пуçне «Урмарытеплосеть» Вăрмар пасарĕн территорине те тасатса тăрать. Хоккейла вылямалли вырăна та — хоккей коробкине — юртан тасатса якатнă.
Ирина ЧЕРНОВА
