Чăваш Енĕн хисеплĕ çыннисем!
Сире Раççей кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Çак уяв пире хамăрăн аслă кун-çулăмăр çинчен, пирĕн пĕрлехи Тăван çĕршывăмăра чылай ĕмĕрсем хушшинче йĕркеленĕ тата шанчăклăн хÿтĕленĕ халăхсен чун хавалĕпе тачă пĕрлĕхĕ çинчен аса илтерет. Эпир Чăваш Ен Раççейĕн пысăк та туслă çемйи йышĕнче пулнипе, çĕршыв аталанăвĕпе чечекленĕвне хăйĕн тÿпине хывнипе мăнаçланатпăр.
Раççей патшалăхĕ йывăр, синкерлĕ тапхăрсене сахал мар тÿссе ирттернĕ. Анчах та туслă халăх пĕтĕм йывăрлăха яланах çирĕппĕн çĕнтерсе пынă. Мĕншĕн тесен эпир пĕрле пулнă, инкексенче пĕр-пĕрне пулăшнă, тăшмана хирĕç пурте пĕр çын пек кар! тăнă, пĕрлех Тăван çĕршывăмăр чапне ÿстернĕ. Пуласлăха паян эпир мăн асаттемĕрсен паха ăсĕ çине таянса, йăла-йĕркене, культурăна тата халăхсем хушшинчи килĕшÿлĕхе çирĕплетсе тăватпăр. Пĕрле кăна Эпир Раççее тата та вăйлăрах, Чăваш Ене вара – хăтлăрах та ырлăхлăрах тума пултаратпăр. Сире çирĕп сывлăх, пĕтĕм пуçарура ăнăçу тата çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп. Пирĕн Тăван çĕршывăмăр яланах çирĕп пĕрлĕхлĕ, тăнăçлă та ырлăхлă пултăр. Пирĕнтен кашниех хамăрăн пĕрлехи аваллăхăмăрпа мăнаçланма тата ыранхи куна шанчăклăн кĕтме пултартăр!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ
Уважаемые жители Чувашии! Поздравляю вас с Днём России!
Этот праздник напоминает нам о нашей великой истории, о силе духа и единстве народов, которые веками создавали и защищали нашу общую Родину. Мы гордимся тем, что Чувашия – неотъемлемая часть большой и дружной Российской семьи, вносит свой вклад в развитие и процветание страны.
Российская государственность пережила немало сложных, трагических периодов. Но наш народ всегда стойко преодолевал все трудности. Потому что мы были вместе, стояли плечом к плечу перед невзгодами и врагами, приумножали величие Отечества.
Сегодня мы строим будущее, опираясь на опыт предков, укрепляя традиции, культуру и взаимное уважение между народами. Только вместе мы можем сделать Россию еще сильнее, а Чувашию – комфортнее и благополучнее.
Желаю вам крепкого здоровья, удачи во всех начинаниях и новых свершений. Пусть наша Родина всегда будет единой, мирной, процветающей. Пусть каждый из нас чувствует гордость за наше общее прошлое и уверенность в завтрашнем дне!
Глава Чувашской Республики Олег Николаев