Тĕлĕнмелле çынсем пурăнаççĕ пирĕн Вăрмар округĕнче. Паянхи сăмахăм Шăплат ялĕнче пурăнакан 90 çулхи Анатолий Александрович Савруков пирки. Ялти сумлă та хисеплĕ çынпа унăн килĕнче тĕл пулса калаçрăмăр.
Анатолий Савруков 1936 çулхи августăн 18-мĕшĕнче Шăплат ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă, виçĕ ывăлтан кĕçĕнни пулнă. Ашшĕ — Александр Семенович тăван ялти колхозра хурт-хăмăр ăсти пулнă. Ун пирки Анатолий сахал астăвать, фронта тухса кайнă чухне 5 çултискер хăйне кăмака умĕнче ларнине, ашшĕ унпа сывпуллашса ачашласа илсе чуп туса хăварнине кăна астуса юлнă. Пурнăçри пĕрремĕш йывăрлăх ача çине 1941 çултах тиенет. Унăн ашшĕ, ялтан вăрçа пĕрремĕш тухса кайнисен йышĕнче пулнăскер, 1941 çултах Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçне хурать. Виçĕ ачине пĕччен ÿстерекен амăшне — Аннăна — çав çулсенче йывăр пулнă. Колхозра ĕçленĕшĕн укçа тÿлемен, çынсем çăкăршăн ĕçленĕ. Çĕршывшăн çав çулсенчи йывăр вăхăтсенче кашни каç виçĕ выçă ывăлĕ амăшне ĕçрен килессе, куçран пăхса ĕçлесе илнĕ çăкăр таткине тыттарасса кĕтнĕ. Çăкăра пурне те пĕр тан валеçсе панă амăшĕ.
Вăрçă хыççăн Анна килте повар пулса ĕçленĕ, унпа пĕрле тата тепĕр икĕ пулăшакан хĕрарăм. Виççĕшĕ вĕсем уйра ĕçлекен колхоз ĕçченĕсем валли вĕри апат хатĕрленĕ. Çав çулсенче колхозăн апат пĕçермелли столовăй пулман, çавăнпа та апат-çимĕçе килте хатĕрленĕ. Çак ĕçре амăшне çитĕнсе пыракан ывăлĕсем те пулăшнă. Виçĕ ывăла, хăйне тумланмалли çи-пуçа та хăйех çĕленĕ, çыхнă хĕрарăм. Çăм арланă, пир станокĕпе пусма та хатĕрленĕ. Амăшĕ çĕленĕ пальтопа Анатолий шкула çÿренĕ. Килти хуçалăхра вĕсем ĕне, сурăхсем, чăхсем усранине, анчах та кашни çулах укçан та, апат-çимĕç продукчĕсемпе те налук тÿлемеллине аса илет Анатолий Александрович. Вăтамран çулталăкне пĕр хуçалăхран 200-300 литр сĕт, çу, 7-10 теçетке çăмарта, пĕр сурăх пуçне 350-400 грамм çăм парса тăмалла пулнă.
Мĕн ачаранах ялти йывăр ĕç тути-масине туйса ÿснĕ Анатолий: вĕреннипех пĕрле амăшне килти хуçалăхра пулăшнă, тăван колхозра вăй хунă. Каникулсенче, каçхи вăхăтра тĕрлĕ ĕç тунă, çăнăхпа е тырăпа хакланă унăн ĕçне. Ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ хыççăн Урнарти 7 класслă шкултан вĕренсе тухнă. Малаллах вĕренес килнĕ çамрăкăн. Чи çывăхри вăтам шкул тăван килтен 5,5 километрта вырнаçнă Çĕрпÿ районĕнчи Йăкăрварти шкул пулнă. Кашни кун хуть те мĕнле çанталăкра та çак çула парăнтарнă Анатолий, çапла 1955 çулта 10 класс пĕтерсе вăтам пĕлÿллĕ аттестат илнĕ. Çак çулах Анатолие салтака илсе каяççĕ. Служба Вăтам Азири хаяр климат условийĕсенче иртет, пахалăхсăр шыв, тĕрлĕ чир-чĕр сарăлни салтака чирлеттерсе ярать. Чылай вăхăт хушши сипленет вăл Туркменире. Сывлăхне кура 1957 çулта ăна заппаса яраççĕ, иккĕмĕш ушкăн инвалидноçне параççĕ. Апла пулин те çăмăллатнă графикпе тăван колхозра ĕçлеме пуçлать, амăшне те пулăшать вăл. Сывлăхĕ лайăхланса пынине кура ăна малтан виççĕмĕш ушкăн инвалидне куçараççĕ, каярах вара инвалидран вуçех те кăлараççĕ. 1958 çулта Шăплатри вулав çурчĕн заведующийĕ пулса тăрать вăл. Мĕн ачаранах пысăк тавра курăмлă пулса çитĕннĕ çамрăк яланах пĕлÿ патне туртăннă. Кĕнекесен тĕнчине лексен Анатолий Савруков тĕп ĕçне вĕрентÿпе, хăйĕн аталанăвне ÿстерессипе çыхăнтарать. 1961 çулта вăл Шăплатри библиотека заведующийĕ пулса тăрать, Çĕрпÿри культпросвет училищинче заочно вĕренсе библиотекарь квалификацине илет. Библиотека халăха кĕнекесем панисĕр пуçне тăван ялăн, Вăрмар районĕн политикăпа культура центрĕ пулса тăрать. Анатолий Александрович киносеанссем, художествăлла пултарулăх кружокĕн ĕçне те йĕркеленĕ, районти колхозсемпе совхозсене спектакльсемпе тухса çÿренĕ. Ентешĕсем ăна пултарулăхне, тăрăшулăхне, ĕçе йĕркелеме пĕлнине кура ял, район совечĕн депутатне суйлаççĕ.
Сывлăхĕпе çыхăннă йывăрлăхсене пула, госпитальсемпе больницăсенче, поликлиникăсенче сипленме тивнине кура, çав вăхăтрах çынсене пулăшас, хĕрхенес туйăм Анатолий Саврукова пурнăçне вуçех те тепĕр майлă çавăрса хума хистеççĕ. Малашлăх вĕреннĕ çынсен аллинче пулнине, çапла кăна ентешсене пулăшма пултарнине лайăх ăнланса илет Анатолий Савруков. Çапла 1963 çулта Канашри медицина училищине вĕренме кĕрет мал ĕмĕтлĕ арçын. Чун туртнипе суйланă професси ăна вĕренÿре малта пыма хистет, хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухса медицина фельдшерĕ пулса тăрать. Анатолий Александровича аслă вĕрентÿ заведенине вĕренме кĕмелли выпускниксен 5 проценчĕн йышне кĕртеççĕ. Медицина институтне экзаменсăр вĕренме кĕмелли çул уçă пулать унăн умĕнче. Анчах та амăшĕ ÿкĕтленипе, ăна хуçалăхра пулăшса пымаллине кура, малалла вĕренес шухăшран хăтăлать Анатолий. Ывăлĕ амăшĕн сăмахĕнчен иртмест. Хăй суйласа илнĕ утăмшăн нихăçан та кулянман вăл. Медицина училищинчен вĕренсе тухсан икĕ кунтанах Шăплатри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующине çирĕплетеççĕ ăна. Çапла Анатолий Александрович пирĕн районти медицина ĕçченĕсен çĕнĕ ĕç династине пуçарса яраканĕ пулса тăрать. Çамрăк фельдшер çын ыратăвне хăйĕнни пекех туйса чунри ăшăлăхпа ĕçлесе часах ял çыннисен хисепне, юратăвне çĕнсе илет. Ун чухне хальхи пек васкавлă пулăшу машинисем пулман. Чирлĕ çынна амансан е чирлесен пĕрремĕш пулăшу парса çывăхри Пысăк Енккасси больницине çитерме транспортне те хăйĕнех тупмалла пулнă. Колхозра çав çулсенче машинăсем сахал пулнă, ытларах урапапа тивнĕ. Чирлĕ çынсене валли хĕлле утиялпа тăлăп, кĕркунне çумăртан хупланмаллине илмелли çинчен те манман Анатолий Александрович çав çулсенче.
1966 çулта Анатолий Ыхраçырми хĕрĕпе Людмила Алексеевнăпа çемье çавăраççĕ. Шăплатра клубра пĕрремĕш Комсомолла туй кĕрлеттерекенсем шăпах Савруковсем пулаççĕ. Колхозран вĕсене кавир, Пысăк Енккассинчи больницăран пĕркенчĕк парнелеççĕ. Савруковсен çемйи ÿссе пырать, çурт лартма участок туянаççĕ, анчах та çĕннине тума укçа кирлĕ. «Фельдшер укçи пĕчĕкчĕ, пĕр уйăхри ĕç укçипе пĕр михĕ сахăр та туянайман ун чухне», - аса илет 90 çулхи Анатолий Савруков. Çывăхри Пăртасри туберкулеза хирĕç кĕрешекен больницăра вара ĕç укçи чылай пысăкрах пулнине кура Анатолий Александрович хăй ыйтнипе унта ĕçлеме куçать. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ туберкулез — хăрушă чир. Анатолий Александровичăн тивĕçĕ чирлисене пулăшасси кăна мар, инструментсене, чашăк-тирĕке, аялтан тăхăнмалли тумтире, вырăн таврашне, пÿлĕмсене дезинфекцилесси те кĕрет. Дезинфекци тумалли вăйлă реагентсене пула Анатолийăн аллерги пуçланать, салтакра пуçланнă чирĕ çĕнĕрен чĕрĕлсе каять, çавăнпа та кунтан кайма тивет. Стационарта сипленнĕ хыççăн, сывалсан ăна Пысăк Енккассинчи больницăна дежурнăй фельдшер пулса ĕçлеме куçараççĕ. 1977 çултан пуçласа 1989 çулччен ĕçлет вăл кунта. 1989 çулта Шăплтари ФАПра ваканси пулсан тăван яла куçать ĕçлеме, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, 1997 çулчченех, кунта тăрăшать. Медицинăри нумай çулхи ĕç-хĕлре миçе пин çынна пулăшман-ши, вилĕмрен çăлса хăварман-ши вăл, час-часах тухтăр вырăнĕнче пулса та! Анатолий Александровичăн килĕнчи алăкĕсем пулăшу ыйтма килекенсемшĕн кăнтăрла та, каçхине те яланах уçă пулнă. Пархатарлă ĕçĕпе ентешĕсем хушшинче пысăк хисепе çĕнсе илнĕ вăл. Вăрмар районĕн чи лайăх гражданĕсен йышĕнче пулнă май район, республика шайĕнче тăтăшах мухтава тивĕçнĕ. ЦК КПСС, Чăваш АССР Сывлăх сыхлавĕн министерствин тата ытти наградăсем чылай! Унăн портречĕ районти Хисеп хăми çинче пĕр улшăнмасăр тăнă. Нумай çулхи ĕçшĕн тата халăха медицина пулăшăвĕ кÿрессипе çитĕнÿсем тунăшăн «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Медицина ĕçченĕсен ветеранĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ вăл. Медицинăсăр пуçне пыл хурчĕсене юратать Анатолий Савруков, ФАПра ĕçленĕ вăхăтрах тăван колохозра хурт-хăмăр ăсти пулса та ĕçленĕ, вăл тăрăшнипе çав вăхăтра утарта 150 вĕллене çитернĕ. Ăна ку ĕçре ачисем, мăшăрĕ те пулăшса пынă. 25 çул ĕçленĕ хурт-хăмăрçăра Анатолий Александрович.
Людмила Алексеевнăпа Анатолий Александрович 5 ачана кун çути парнеленĕ: Ираида, Александр, Наталья, Татьяна, Ольга. Пурнăç тăршшĕпех пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса пурăннă Савруковсем. 2017 çулта çемье институтне çирĕплетес тĕлĕшпе тунă çитĕнÿсемшĕн вĕсене «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа наградăланă. Шел пулин те, Людмила Алексеевна 77 çул тултараймасăр 5 çул каялла çĕре кĕнĕ. Пысăк çухату тÿсрĕç мăшăрĕпе ачисем...
Анатолий Александрович 90 çулхи юбилейне пысăк йышпа уявлама хатĕрленет, паянхи куна 17 мăнук, 13 кĕçĕн мăнук унăн.
Çак сумлă çула çитнĕ пулин те паянхи кун та вăр-вар вăл. «Çамрăкранах пурнăçпа савăнса пурăнатăп, савăнма пĕлетĕп. Ачасем пăхаççĕ, ял-йыш хисеплет, паянхи кун та çынна укол тума пултаратăп, система лартма та. Нумай пурăннăшăн та савăнатăп. Ачасемпе, мăнуксемпе, килти качакапа та, хам пăхакан пыл хурчĕсемпе те, çутçанталăкпа та савăнатăп», - çапла хуравлать хисеплĕ ватă мĕнре-ха сирĕн вăрăм кун-çул, вăй-хал вăрттăнлăхĕ тесе ыйтсассăн. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет вăл, качака та сăвать, пыл хурчĕсем те пăхать, бройлерсем те усрать. Чăх-чĕпне апатне те пĕçерсе çитерет. Пыл хурчĕсем те сăхсах тăраççĕ иккен ăна вĕсене пăхнă чухне, çакă ăна аптратмасть те иккен. Шăплатра 90 çула çитнĕ пĕртен-пĕр арçын вăл! Хăйĕн сотовăй телфонĕн икĕ номерне те ăсран пĕлет!
Анатолий Александровичăн ачисем те ашшĕ çулĕпе кайнă, виççĕшĕ медицинăна суйласа илнĕ. Аслă хĕрĕ Ираида фельдшер пулса нумай çул ĕçленĕ, халĕ - Красноармейскинчи больницăра медсестра, Татьяна та фельдшер, Шупашкарта чукун çул вокзалĕнче вăй хурать. Ольга — Мускавра çар госпиталĕнче кардиолог-тухтăр. Мăнукĕсем хушшинче те — медиксем. Сăмах май, кĕçĕн хĕрĕн Ольгăн мăшăрĕ невролог. Вăл хăйĕн хуняшшĕпе хунямăшне хисеплесе вĕсен кун-çулĕпе, çитĕнĕвĕсемпе çыхăнтарса икĕ томлă пахалăхлă кĕнеке кăларса ватăсене пысăк парне туса панă. Вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх сунатпăр Анатолий Александровича малашне те пурнăçпа киленсе, савăнса пурăнма!
Эвелина МИХАЙЛОВА
