Çÿлти Кинчер ялĕнчен — лайăх хыпар! Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарса янă «НИМЕ — халăх бюджечĕ» программăпа ялта Ленин урамĕпе Овражная урама сыпăнтаракан çул участокне юсанă. Йĕпе-сапаллă çанталăк та хăрушă мар халь ял çыннисемшĕн, çĕнĕ асфальтлă сий пылчăк çăрмасăр утма май парать. Ачасене хăрушсăрлăхлă çулпа шкула турттарма пулать, автомашинăсен подвескине ватасран шикленмесĕр ĕç вырăнне çитме май пур. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ — 1 450 729,20 тенкĕ. Халăхран пуçтарнă укçа-тенкĕ сумми — 209 145,80 тенкĕ. Ял çыннисем хăйсен пайне хушни çак проекта пурнăçлама май пачĕ. Çĕнĕ çулпа чылай вăхăт хушши усă курмалла пултăр!
Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ
