Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура тĕп ыйту — вырма, уй-хирти ĕçсем. Çанталăк çумăрлă тăнă май мухтанмалли çукрах... Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 66,1 пин гектар çинчен пухса кĕртнине пĕлтернĕ. Ку асăннă культурăсем йышăнакан лаптăксен 26,5 проценчĕ кăна. Çакă кăçал вырмана ытти чухнехинчен каярах тухнипе те, юлашки кунсенче çанталăк çумăрлă тăнипе те çыхăннă.
Хальлĕхе 242 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ. Кашни гектарăн вăтам тухăçĕ 36,6 центнерпа танлашать. Кĕрхисене йăлтах пуçтарса кĕртнĕ теме юрать. Округсене илес тĕк - «пушатнă» анасен калăпăшĕпе Çĕрпÿсем малта: тырра пĕтĕм лаптăкăн 41,6 проценчĕпе танлашакан пайĕнчен пухса кĕртнĕ. Патăрьелсем, Вăрнарсем аван ĕçлеççĕ. Комсомольскисем, Йĕпреçсем, Вăрмарсем, Шупашкар округĕ те юларах пыраççĕ.
Министр уйрăм предприятисем ăнăçлă ĕçленине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. «Таябинка» хуçалăхра кĕрхи туллăн кашни гектартан çапса илнĕ тухăçĕ 50,8 центнерпа танлашнă. «ВДС» пĕрлĕхре пăрçа кашни гектартан 28,2 центнер тухнă. Агротехнологие çирĕп пăхăнни, удобренисемпе пĕлсе усă курни çакăн пек ăнăçу тума пулăшать. Пăрçа тенĕрен, вăл пулса çитнине кура, тăкăнасран асăрханса, техникăна унăн анисем çине куçарма тивни чылай хуçалăхра ытти культурăна вырассине каярах хăварнă. Тырăра нÿрĕк нумаййи те — хушма ĕç: ăна типĕтме тивет. Телее, хуçалăхсенчен нумайăшĕн тырă типĕтмелли комплекссем пур — йывăрлăхсем тухса тăмалла мар.
«Сывлăх патне — утăм» проект мĕнле пурнăçланнине те сÿтсе явнă. «Сывлăх патне — утăм» проекта пĕтĕмлетнĕ чухне ыттипе пĕрлех вăл е ку муниципалитетра çынсем чирленин, вилнин кăтартăвĕсене те шута илмелле. Çак цифрăсенче асăннă проектпа çыхăннă профилактика ĕçĕн усси палăрать», - палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. Республикăра çак проект еплерех пурнăçланнипе сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова паллаштарнă. Кăçал çак проектпа килĕшÿллĕн врачсем тĕрлĕ округ-хулана 500 хут каяссине палăртнă. Пĕтĕмпе тĕрĕслевсенче 44 пин ытла çын пулнă. Министр Патăрьел, Вăрнар, Шупашкар, Елчĕк округĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта халăх медиксене хапăл пулнине палăртнă — сывлăха тĕрĕслеттерме йышлăн пыраççĕ. Çав вăхăтрах Красноармейск, Çĕмĕрле тăрăхĕсенче кунашкал хастарлăх палăрмасть. Çавăнпа Лариса Владимировна муниципалитетсен пуçлăхĕсене ку енĕпе тимлĕ ĕçлеме чĕнсе каланă.
ЧР ПА пресс-служби
