Чăваш Ене килекенсем йышланнă
Чăваш Ен ют çĕршыв турисчĕсем йышлă килекен 10 регион шутне кĕнĕ. Кăçалхи çур çулта пирĕн республикăна ют çĕршывсенчен пурĕ 860 пин çын килнĕ. Чăваш Ен ертÿçисем ку хыпара хавхаланса пĕлтернĕ май туристсем валли инфраструктура туса панипе сăлтавланă.
Чăваш Республикин стратеги аталанăвĕ
«Паян Регионăн 3.0 экспорт стандартне пурнăçа кĕртессин шайĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнчи субъекчĕсен хушшинче виççĕмĕш вырăнта, пĕтĕм Раççей рейтингĕнче вара — вун иккĕмĕш. Эпир стандартăн çичĕ инструментне ăнăçлă ĕçлеттерсе ятăмăр, ыттисене пĕрлештерессипе те тăрăшса ĕçлетпĕр», - палăртнă ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Лариса Рафикова.
Хĕл кĕтмен çĕртен ан çиттĕр
ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх, ăшă, шыв, электричество сечĕсен, ытти объект хатĕрлĕхĕн вăтам кăтартăвĕ 34 процент шайĕнче. Ăшă сечĕсен 12 процентне улăштарнă. Ку кăтарту пĕчĕк хуласенче — Сĕнтĕрвăрринче, Улатăрта, Етĕрнере — кирлĕ шайра мар-ха. Республикăри нумай хваттерлĕ 4,1 пин ытла çуртăн, централизациленĕ майпа хутса ăшăтаканскерсен, 71 проценчĕ ăшă сечĕсене опрессовка тунă, çуса тасатнă. Хатĕрлĕх паспортне илнисен шучĕ вара питĕ пĕчĕк: 220 çурт — 4 процент кăна. Министр Хĕрлĕ Чутайра, Çĕрпÿре ку ĕçе пуçăнманнине палăртрĕ, ăна васкатмалли çинчен асăрхаттарчĕ.
Шупашкара Абхазири артистсем килĕç
Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Абхази артисчĕсен пултарулăхне хаклама май килĕ. Унти сцена ăстисем пирĕн республикăна пуçласа килĕç.
Абхазинчи С.Чанба ячĕллĕ патшалăх драма театрĕ пирĕн патăмăра «Женитьба» камитпе килсе çитĕ. Спектакле сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче кăтартĕç.
Асăннă ĕçе Николай Гоголĕн вилĕмсĕр пьеси тăрăх лартнă. Анчах режиссер унти ĕç-пуçа Сухум хулинчи /вăл — Абхазин тĕп хули\ евĕр кăтартма шут тытнă. Сцена çинчи ĕç иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пулса иртĕ.
Режиссерсен кун пек чăрсăрла пултарулăхне хаклакансем театра çитсе камите хăйсен куçĕпе курма пултарĕç. Сăмах май каласан, режиссерсем классика хайлавĕсене çĕнетме тăрăшни сисĕнет. Ун пеккине Шупашкарти Вырăс драма театрĕнче те асăрхама пулать.
Çынсен ыйтăвĕсене мала хураççĕ
ЧР Министрсен Кабинечĕн пайташĕсем 2026 çул валли тата 2027, 2028 çулсенчи план тапхăрне пурнăçлама палăртнă Республикăн адреслă инвестици программине улшăнусем кĕртнине ырланă. Программăн çĕнĕ редакцийĕнче резерв фончĕн укçи-тенки, патшалăх контракчĕсемпе перекетленинчен килекен тÿрлетÿсем тата çĕнĕ приоритетлă объектсене кĕртни курăннă. «Инвестици программи – вăл Чăваш Ене аталантарса пыракан тĕп мелсенчен пĕри. Кашни объект хыçĕнче пурăнакансен чăн-чăн ыйтăвĕсем тăраççĕ, çавăнпа та эпир ресурссене чи пысăк социаллă витĕм кÿрекен вырăнсенче ăнăçлăн пуçтаратпăр. Пирĕн тĕллев – республикăн кашни çынни ырă улшăнусене туйса илччĕр тесен программăна пурнăçламалли мĕнпур тапхăрта çак принципа сыхласа хăварасси», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çак программăна пурнăçласси ЧР социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программи шайĕнче пурнăçланать.
«Ниме» пурнăçа илемлетет
2026 çулта Чăваш Республикинче «Ниме» программăпа усă курса ял-хулара 5 миллиард тенкĕлĕх ĕç тума палăртнă. Пĕтĕмпе 833 проект. Андрей Макушев министр палăртнă тăрăх, ялсенчи 326 объектра ĕç вĕçленнĕ. Хастаррисен йышĕнче Етĕрне, Тăвай, Вăрнар, Пăрачкав округĕсем. Хуласенче 237 проект пурнăçлама килĕшÿ тунă. 17 объектра палăртнине туса пĕтернĕ. Халĕ Чăваш Енре 2027 çулхи конкурс суйлавне хатĕрленеççĕ. Вырăнти комисси пайташĕсем заявкăсене сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен пăхса тухĕç. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса ĕлĕкхи ниме йăлине пурнăçа кĕртни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
Кредитсем илмен, анчах парăма ун çине тиенĕ
Шупашкар хулинче пурăнакан арçыннăн судра «Эпĕ мар» тесе ĕнентерме тивнĕ.
Унăн счечĕсем çинчен укçа сăптăрма пуçланă, вăл банк карттипе те ирĕклĕн усă курайман – ăна чикĕленĕ. Сăлтавне вăл часах уçăмлатнă – микрозайм парăмĕсем пухăннă иккен.
Анчах кредитсене вăл мар, ун пек ятлă тепĕр арçын илнĕ иккен. Вĕсен ят-шывĕ кăна мар, çуралнă кунĕ те пĕр килнĕ. Паспорт даннăйĕсем кăна расна пулнă. Анчах банксемпе микрофинанс организацийĕсем çакна асăрхаман та. Çак арпашăнчăка пула арçын хăйĕн укçипе усă курайман.
Арçыннăн тĕрĕслĕхе судра шырама тивнĕ. Юрать-ха, вĕçĕ-хĕрри тупăннă. Халĕ арçынна ют çын парăмĕ усал тĕлĕкре те курăнмасть пулĕ.
Компенсаци илеççĕ
Чăваш Ен Правительстви май уйăхĕн 5-мĕшĕнче террорла тапăнуран шар курнисене пулăшма резерв фондĕнчен 24,2 миллион тенкĕ уйăрнă. Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, республикăра пурăнакансем валли 18,2 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Пĕр хутчен паракан пулăшу — 15675 тенкĕ. Пурăнма кирлĕ пурлăха пĕтĕмпех çухатнисене — 156750 тенкĕ, пурлăхăн пĕр пайĕсĕр юлнисене 78375 тенкĕ параççĕ. Кунсăр пуçне транспорт сиенленнине кура 400 пин тенкĕ таран саплаштараççĕ. Резерв фондĕнчи 6 миллион тенке бизнеса пулăшма янă.
Нумай ачаллă çемьесем — тимлĕхре
Ачаллă çемьесене пулăшу кÿмелли Пĕтĕм Раççейри пуçарулăх шайĕнче Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта «Триколор» спутниклă телевидени комплекчĕсене парнеленĕ. Акци тĕллевĕ — оборудовани парасси кăна мар, çемьесен ăнăçлăхне ÿстересси, вĕсен канăвне тĕрлĕ енлĕн йĕркелесси. Унсăр пуçне проект çĕршывăн информаци уçлăхĕнче çемье хаклăхĕсене сарассипе те пĕлтерĕшлĕ. Нумай ачаллă, пурнăçри йывăр лару-тăрури çемьесем хутшăнаççĕ ку проекта. Вăрмар муниципаллă округĕнче Карповсен, Ефимовсен, Саламаха çемйисем «Триколор» комплектăн пĕрремĕш хуçисем пулса тăчĕç акци шайĕнче.
Шкул ачисемпе — пулас професси çинчен
ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн «Урмарский» уйрăмĕн карьера консультанчĕ Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул вĕренекенĕсемпе тĕл пулнă. Калаçу пĕлÿ илесси тата пулас профессине суйлассин пĕлтерĕшли пирки пынă. Центр сотрудникĕ хăйĕн опычĕпе паллаштарнă, ĕçри ăнăçулăхшăн пурнăçра мĕнле утăмсем туни çинчен каласа ăнлантарнă. — Эпир çамрăксене профессие суйласси çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантарассишĕн тăрăшатпăр. Ачалăхра, çамрăклăхра пулас карьерăн никĕсĕ йĕркеленет, - палăртнă карьера консультанчĕ. Калаçу вăхăтĕнче шкул ачисем тĕрлĕ специальноçсем, ÿсĕм майĕсем çинчен, пĕрремĕш укçа ĕçлесе илмелли мелсем пирки ыйтса пĕлчĕç.
Чăваш Енре радикаллă тĕн майлă çынна тытса чарнă
Раççейĕн Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕ 32 çулти арçын тĕлĕшпе Уголовлă ĕç пуçарнă, çакна РФ УК 280-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе /интернетра экстремизмла ĕç тума чĕнсе калани\ сăлтавланă.
Çав арçын неофит тата радикаллă тĕне пăхăнакан пулнă май, социаллă сетьре видео вырнаçтарнă, унта вăл Раççейре чарнă экстремизмла организаципе çыхăннă сăмахсем каланă. Çакна халăх умĕнче экстремизма явăçтарнă пек пăхса тухнă. Ку вара социаллă тата политика хирĕçтăрăвĕсем çуратма пултарать.
Хальхи вăхăтра преступление уçăмлатма следстви ĕçĕсем тата оперативлă шырав мероприятийĕсем иртеççĕ. Уголовлă ĕçе малалла тĕпчеççĕ.
Демографи политики
Раççейре демографи политики 2025 çултан пурнăçланакан «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленсе пырать. Ку нацпроект 5 тĕрлĕ направленипе ĕçлет: «Çемьене пулăшасси», «Нумай ачаллă çемье», «Амăшлăхпа ачалăха сыхласси», «Аслă ăру», «Çемье хаклăхĕсем тата культура инфраструктури».
Хăйне майлă парне
Пĕлтĕрхи пекех Чăваш Енре «Сывлăх патне — утăм» проект шăпах Республика кунĕнче çĕнĕрен ĕçлеме пуçларĕ. Уяв лапамĕсенче шурă халатлисем çынсен сывлăхне тĕрĕсленĕ. Чăваш Енре пурăнакансемшĕн çакă хăйне майлă парне темелле. Проект малаллах ĕçлет-ха.
Çĕнĕ юрă - çынсене пĕрлештерекенĕ
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов чăваш юрăçисене ăрусене пĕрлештерекен юрă çырма сĕннĕ. Сергей Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, çамрăксемшĕн те, аслисемшĕн те илĕртÿллĕ, çемьепе, туссемпе пĕрле килте е уявра шăрантарма май пур юрă хатĕрлеме çынсем ыйтнă. Çĕнĕ юррăн тĕп шăнăрĕ Петĕр Хусканкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăвви. «Çак сăмахсенче аслă ăру çыннисене хисеплени те, пĕрлĕх те, çутă малашлăха шанни те çырăннă. Республика Правительстви аталану çулĕпе утать, пурнăçа лайăхлатассишĕн тăрăшать. Паллах, ку ĕçре культура та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Эпир кирек епле йышăнăва та халăхпа пĕрле çирĕплетме хăнăхнă. Юрăпа та çаплах», - тенĕ Сергей Артамонов.
Проекта хутшăнакансем республика ял-хулинче пурăнакансемпе канашласа юрă сăмахĕсене çырнă, кĕвве хывнă. «Чăваш Енре 128 наци çынни тĕпленнĕ. Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕнче ку проект çынсене пĕрлештерекен пулăм», - тенĕ Сергей Артамонов.
Укçапа усă курма та пĕлмелле
Укçана ĕçлесе илме пултарни кăна мар, унпа тухăçлă усă курма пĕлни те паха. Çавăнпа ĕнтĕ юлашки вăхăтра ачасене садик ÿсĕмĕнчен тытăнсах финанс вăрттăнлăхĕсене вĕрентес юхăм вăй илчĕ. Шупашкарта иртнĕ кунсенче «АтăлФин — 2026» форум уçăлчĕ. ЧР Правительстви тата Раççей Банкĕ пулăшнипе йĕркеленĕ анлă мероприятире экспертсем, федераци министерствисен, регионăн влаç органĕсен представителĕсем çĕршывăн финанс культурин пуласлăхĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.
