Республикăн паянхи суйлав системи — кал-кал ĕçлекен тытăм, унăн ĕçне 8 пине яхăн çын пурнăçласа пырать. Вĕсем кашни суйлав кампанийĕнчех кирек мĕнле кăткăс ыйтăва та татса пама пултаракан пысăк ăсталăхлă ĕçченсен команди пулнине шанчăклăн çирĕплетсе параканĕсем. Çак çирĕп командăра пирĕн ентешсен тÿпи те çав тери пысăк. Акă, Мария Геннадьевна Дмитрие­ва суйлав тытăмĕнче — 1984 çултанпах. MaЧăваш Енри суйлав тытăмĕн чи пысăк опытлă ĕçченĕсенчен пĕри вăл. Чи малтанах Çĕнĕ Кавалти суйлав комиссийĕн членĕ пулса ĕçлеме тытăннă, 1995 çултанпа — председатель. 2015 çултанпа — Вăрмарти территорири суйлав комиссийĕн председателĕн заместителĕ. Мария Геннадьевна Чупай ялĕн­че çуралса ÿснĕ, 1982 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 50 çул унăн, вĕсенчен 29-не вăл районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн­че информаципе методика цент­рĕнче аслă методист пулса тăрăшнă. Хăй суйласа илнĕ профессишĕн нихăçан та иккĕленмен вăл, йывăрлăхсем умĕнче нихăçан та парăнман. Ăсталăхне яланах туптаса тăнă, кашни çулах тĕрлĕ енĕпе квалификацине ÿстермелли курссене вĕреннĕ. Мария Геннадьевнăн характер уйрăмлăхĕ — яланах çĕннине пĕлсе ăша хывасси. Çак çул çинче уншăн чăрмав та, чикĕ те çук. 1994 çулта вăл Турцири Стамбул хулинче турккă чĕлхине вĕренмелли курс пĕтернĕ, виçĕ çул,1997 çулччен, турк­кă чĕлхинчен чăваш чĕлхине куçармалли словарь йĕркелекен ушкăн йышĕнче ĕçленĕ. Мария Геннадьевна, чăваш чĕл­хипе литературине вĕрентекен пулма пĕлÿ илнĕскер, РОНОра 13 предмет /информатика, чăваш чĕлхи, литератури, ОБЖ, технологи, географи, физкультура тата ыттисем те\, библиотека ĕçне ертсе пынă, информатизаци енĕпе лайăх ăнланнă. Хăй вăхăтĕнче вăл методистсем хушшинче компьютерпа ĕçлеме пуçланă пĕрремĕш специалист пулнă. 14 çул хушши районти вĕрентÿ системинчи информатизаци процессне ăнăçлă ертсе пынă Мария Геннадьевна. 2019 çулта обществăлла пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсне хутшăнса Мария Дмитриева Çĕнĕ Кавалта çĕнĕ астăвăм палăкĕ туса лартма 200 пин тенкĕлĕх грант выляса илнĕ.

Мария Геннадьевнăн ĕçне çÿллĕ шайра хаклаканĕсем — йышлă наградисем, çак шут­ра — Чăваш Ен Тĕп суйлав комиссийĕн Хисеп палли те. «Суйлав системинчи ĕç-хĕл килĕшет, чи малтанах эпĕ хама пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçланине туйса тăратăп. Суйлав кунĕсем — маншăн яланах йывăр ĕç кунĕсем. Территорири суйлав комиссийĕн председателĕн заместителĕ пулнă май яланхинчен маларах ура çине тăратăп. Чи пĕлтерĕшли çак ĕçре — суйлав законодательствинче çухалса каясран асăрханасси, пур улшăнусене те йĕрлесе пымалла, çавăнпа та яланах суйлав правипе, суйлав процесĕпе çыхăннă çĕнĕлĕхсене тĕпчемелле. Ку ĕçе эпир территорири комисси коллективĕпе — чăн-чăн профессионалсемпе пĕрле пурнăçлатпăр. Вăрмар округĕнчи çамрăк суйлавçăсемпе тĕл пулни уйрăмах савăнăç кÿрет мана. Суйлав комиссийĕсен ĕçĕнчи тĕп направленисенчен пĕри - çамрăксемпе ĕçлесси. Суйлавçăсен çак категорийĕпе ĕçе ăнăçлă йĕркелессипе Вăрмарти территорири суйлав комиссийĕ çумĕнче Çамрăксен суйлав комиссийĕ, çавăн пекех округри шкулсенче Çамрăк суйлавçăсен 5 клубне йĕркеленĕ. Çамрăксемпе ĕçлекен комисси вĕрентÿ пайĕпе, культура, вĕрентÿ учрежденийĕсемпе çыхăнса ĕçлет. Йăлана кĕнĕ мероприяти - Çамрăк суйлавçă кунĕ. Çак кун правăпа çыхăннă вăйăсем, класс сехечĕсем, калаçусем ирттеретпĕр. Округ çамрăкĕсем «Суйлав диктанчĕ», «Софиум» олимпиада, «Çамрăксем тата суйлав» республика шайĕн­чи мероприятисене активлă хутшăнаççĕ. Мана «Мĕнле-ха эсир пĕтĕмпех ĕлкĕретĕр?», - тесе ыйту параççĕ час-часах. Эпĕ урăхла пултараймастăп, çынсемшĕн усăллă пулас килет», - пĕлтерет хăйĕн шухăшне Мария Дмитриева

IMG 8056Людмила Анатольевна Боредская суйлав тытăмĕн­че 1982 çултанпах. Çап-çамрăкскер Пинерти «Чувашия» совхозра Комсомол огранизацийĕн секретарĕн­че вăй хунă вăхăтра асăрхаççĕ ăна. ВЛКСМ комитетĕн­чен Пинерти суйлав комисси­йĕн членĕ пулма сĕнеççĕ. Çап-çамрăк, хă­йĕн пурнăçĕнче суйлава пĕр­ре те хутшăнса курманскер, явап­лă утăм тăвать — тăван ялти суйлав комиссийĕн членĕ пулса тăрать. Паянхи кун вăл суйлав ĕçне пысăк яваплăха туйса тĕплĕ, вăхăтра, тĕрĕс пурнăçлакан пысăк опытлă çын. Малтанах комисси членĕ пулса ĕçленĕ хыççăн секретарь тивĕçĕсене пурнăçлама пуçлать Людмила Анатольевна. Тăрăшулăхне, яваплăхне кура 1998 çулта суйлав комиссийĕн председателĕ пулма çирĕплетеççĕ ăна. «Тин кăна ĕçлеме пуçласанах йăлтах интереслĕччĕ, маншăн пĕтĕмпе çĕнĕччĕ. Ун чухне суйлава килекенсем нумайччĕ. 99 е 100 проценчĕпе хутшăннă. Виçĕ куна тăсăлакан турĕç суйлава. Яваплăха туйса çынсем ытларахăшĕ пĕр­ремĕш куннех килеççĕ учас­тока сасăлама. Пирĕн комисси членĕсем пурте маттур, ĕçлес килсе тăрать вĕсемпе. Суйлав ирттерсе ярасси йывăрлăх мар ку командăпа. Ĕçе тĕрĕс, тĕп­лĕ, вăхăтра тусан пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать. Çавăнпа та дисциплина — малти вырăнта. Суйлав кунĕсенче çынсене участока часрах килтерес килет, часрах сасăлаттарас килет. Кашни сасă шутра вĕт. Хальхи вăхăтра обходчик пулса килсем тăрăх çÿретпĕр, суйлав иртесси пирки çынсемпе калаçатпăр. Пĕрремĕш хут суйлава хутшăнакансене асăнмалăх парнесем паратпăр», - палăртать Людмила Анатольевна. Людмила Боредская И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чă­ваш патшалăх университетĕнчен педагог-психолога вĕренсе тухнă. Нумай çул ĕнтĕ Пинерти территори пайĕнче ерт­се пыракан специалист пулса тăрăшать. Суйлав комиссийĕнче 9 çын. Пинер, Вăтакас ялĕсенче пурăнакансене сасăлаттармалла вĕсен. Пĕтĕм­пе 657 сасăлавçă пулĕ çитес суйлавра. Вăтакасра участок çук, çавăнпа та унта комисси членĕсен халăха сасăлава хутшăнтарас тесе хăйсен тухса çÿреме тивĕ.

Людмила Анатольевна ĕçрен пушă вăхăтра килти хуçалăхра тăрăшать, пахча-çимĕç ÿстерет, ĕне, пыл хурчĕсем тытаççĕ мăшăрĕпе пĕрле, мăнукĕсемпе вăхăт ирттереççĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика