1

Ылтăн кĕр хура кĕрпе ыл-Ылтăн кĕр хура кĕрпе ыл-машăнать пулин те спор-та кăмăллакансем çăмăл атлетика тапхăрне хупма васкамаççĕха. Акă, Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта кулленех çуран чупса сывлăхне çирĕплетекенсене — çамрăксене те,ватăсене те — курма пулать, уроксем хыççăн шкул ачисем те кунтах хĕвĕшеççĕ, ăмăртмалла чупаççĕ, футболла та выляççĕ. Иртнĕ эрнекун вара тĕп стадион кăнтăрлачченех хаваслă шăв-шавпа тулчĕ. Шкул ачисем, вĕсен тренерĕсем, студентсем, аслăрах ÿсĕмрисем, хамăр район спортсменĕсем те, Шупашкартан, Куславкка, Патăрьел тăрăхĕсенчен килнисем те — кам кăна пулмарĕ кунта. Ахальтен пухăнман вĕсем — çав кун СССР спорт мастерне, Универсиада чемпионне, XX Олимп вăййисене хутшăннă Н.И. Пуклакова халалласа çăмăл атлетика енĕпе республика шайĕнчи XIII ăмăрту иртрĕ.Спорт уявĕн торжествăлла пайĕнче саламлă сăмахсемпе райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ — ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев, райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ А.Краснов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕн заместителĕ С.Уливано-ва, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ А.Егоров, Шупашкарти коопераци институчĕн представителĕсем Е.Антонова, Н.Шашкин, В.Кильнесов тухса калаçрĕç. Вĕсем Николай Пуклаковăн кун-çулĕ çинче чарăнса тăчĕç, вăл республикăри физкультурăпа спорта аталантарма сахал мар вăй-хал хунине палăртрĕç, ăмăртăва хутшăнакансене лайăх результатсем кăтартма ăнăçу сунчĕç. Вăхăт нумаях та иртмерĕ —ăмăрту пуçланчĕ. Палăртнă йĕркепе спортсменсем çул ÿсĕмне кура ушкăнăн-ушкăнăн черетпе чупрĕç. Кĕçĕнреххисем те, аслăрххисем те — пурте питĕ пултаруллă, финишалла туххăмрах çитсе тăраççĕ. Чупса вĕриленнĕскерсемшĕн сулхăн çанталăк та ним те мар. Спортсменсен пурин те кăмăл-туйăмĕ çĕкленÿллĕ пулни палăрчĕ, уйрăмах малтан тухнисем хаваслă, медальсемпе грамотăсене, асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç вĕсем. Хыçаларах юлнисем те пуçĕсене усмарĕç, çакăн евĕр пысăк мероприятине, спорт уявне хутшăннишĕн савăннине пĕлтерчĕç. Çапла ăмăрту пурне те хавхалану парнелерĕ.

                                                                                                                                                                                                         И.ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика