Çĕр çинче темĕн тĕрлĕ професси те пур. Пурте вĕсем кирлисем, кашниех пĕлтерĕшлĕ. Чылай хĕрарăма килĕшекенни, кăмăла каяканни ку вăл çĕвĕç ĕçĕ. /Паллах хăш-пĕр арçынсем те ĕçлеççĕ ку енĕпе/\. Çĕвĕ машини умне ларнă ăста аллисенче пир татăкĕсемпе тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен илемлĕ япала пулать. Ĕлĕкренпех çĕлеме пĕлекен хĕрарăм кил вучахне упракан лайăх мăшăр шутланать. Паянхи кун пирĕн районти чылай хĕрарăм та çак профессие суйласа илсе çемье бюджетне самай пулăшу кÿрет. Вăрмарти «ОВАС» çĕвĕ фабрикинче халĕ 83 çын вăй хурать, вĕсенчен 70-шĕ тумтир çĕлекенсем. Фабрикăри çĕвĕçсен ĕç-хĕлне 9-мĕш çул Луиза Григорьевна Семенова мастер ăнăçлă ертсе пырать.
Иккĕмĕш хутра вырнаçнă çутă та ăшă, ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисемпе тивĕçтернĕ пысăк та хăтлă цехра çĕвĕ машинисен шавĕ тăрать. Ăмăртмалла тенĕ пек ĕçлеççĕ бригадăпа бригада, çĕвĕçпе çĕвĕç. Вăр-вар аллисем çĕвĕ машинин йĕппи айĕнчи пусма татăкĕсене ним те мар сыпăнтарса пулас тумтирĕн пайне хатĕрлеççĕ. 5 бригадăна пайланнăскерсен кашнийĕн хăйĕн тивĕçĕ. Виççĕмĕш бригада уйрăмах хастар ĕçлет. Çĕнĕ Кавалти Ирина Зайцева, Аслă Чакри Алена Николаева, Карăкçырмари Любовь Герасимова, Çĕнĕ Шулханти Тамара Саминова, Вăрмар поселокĕнчи Татьяна Семеновăпа Дина Тихонова /ÿкерчĕк çинче/ тата ыттисем те пĕр чĕлхе тупса бригадăна мала яраççĕ. Хальхи вăхăтра ачасем валли çуркуннехи илемлĕ курткăсем çĕлеççĕ вĕсем. Тамара Саминова 39 çул ĕçлет çĕвĕçре, тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те коллективпа пулма хăнăхнăскер ĕçлеме ÿркенмест. Любовь Герасимова, акă, 2003 çултанпа ĕçлет кунта. «Хамăр çĕленĕ курткăсене е ытти тумтире ачасем çинче курсассăн чун хавхаланать. Ăçта пăхатăн — пирĕн çĕвĕçсем çĕленĕ тум тăхăннă ачасем утаççĕ районта. Апла пулсан пирĕн ĕçе хаклаççĕ, çакă пире малалла ĕçлеме хавхалану кÿрет», - палăртаççĕ хĕрарăмсем хăйсен шухăшне. Хатĕр продукци районта кăна мар, республикăра, Раççейĕпех саланать. Тумтир хăйĕн пахалăхĕпе, илемлĕхĕпе, хăйневĕрлĕхĕпе палăрнăран ăна туянса ачисене тумлантарас текенсем чылай.
Вăрмарти «ОВАС» фабрикăра ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Çамрăк çĕвĕçсене опытлăрах ĕçтешĕсем вĕрентсе пыраççĕ.
Çавăн пекех «ОВАС» фабрикăра пĕрремĕш хутра лавкка вырнаçнă.Хальхи вăхăтра ачасене тумлантармалли иртнĕ çулхи коллекцине йÿнĕрех хакпа сутаççĕ.
Э.МИХАЙЛОВА.