vol

Вăрмар районĕнче «Вĕрентÿ» наци проекчĕн регион шайĕнчи 6 проекчĕ пурнăçланать. Вĕсенчен пĕри — «Социаллă активлăх» регионти проект. Унăн тĕллевĕ — наставничество ĕçне аталантарма условисемпе тивĕçтересси, обществăлла пуçарулăха, проектсене, çав шут­ра ыркăмăллăх /волонтер ĕçĕ/ енĕпе те, тĕрев парасси, талантлă, пултаруллă ачасемпе çамрăксене палăртса вĕсене пулăшасси тата ытти те.

Районта хăйсен ĕçĕ-хĕлне 400 ыт­ла доброволец пурнăçлать. 13 вĕрентÿ учрежденийĕнче волонтерсен отрячĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. 2019 çултанпа 6 вĕрентÿ учрежденийĕ шайĕнче «Волонтерсем-медиксем» шкул отрячĕсем ĕçлеме пуçланă. Унсăр пуçне 2020 çулта «Çĕнтерÿ волонтерĕсем» отряд йĕркеленĕ. Волонтерсем экологи ыйтăвĕсене татса пама хутшăнаççĕ, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлаççĕ, çамрăксем хушшинче пирус туртни, алкоголь, наркомани сарăлассине хирĕç кĕрешеççĕ, ватăсене, пурнăçра йывăрлăха лекнĕ граждансене пулăшаççĕ, культурăпа спорт мероприятийĕсем ирттернĕ çĕрте активлă.

Районти волонтерсем – Пĕтĕм Раç­çейри обществăлла юхăмсен вырăнти уйрăмĕсен членĕсем, тĕрлĕ акцисене, конкурссене, «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонне, социаллă активлăх урокĕсене, Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисене хутшăнаççĕ.

Районти мероприятисем волонтерсемсĕр иртмеççĕ. 2019 çулта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем волонтерсемпе пĕрле халăха цифрăллă телерадиовещани çине куçма пулăшнă.

2020 çултанпа ял тăрăхĕсенче «Адреслă пулăшу» акци иртет. Доброволецсем пĕччен пурăнакан ватăсене, сусăрсене, вăрçă ветеранĕсене, вăрçă участникĕсен тăлăх мăшăрĕсене пулăшу кÿреççĕ: вĕсен кил-çурт­не тирпейлеççĕ, лавккана кайса килеççĕ, шывпа тивĕçтереççĕ, вутă çурса параççĕ тата ытти те. Унсăр пуçне мобильлĕ телефонпа усă курма, коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме вĕрентеççĕ.

Кăçал районти 21 волонтер Пĕтĕм Раççейри #ЭпирПĕрле акцине хутшăнать. Ăна коронавирус сарăлнă вăхăтра 60 çултан аслăрах ватăсене, килтен тухса çÿрейменнисене пулăшас тĕллевпе ирттереççĕ. Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕ çумĕнче Волонтерсен муниципалитетри штабне йĕркеленĕ, доброволецсем пурте ятарласа вĕреннĕ. Кашни ял тăрăхĕн­чех 18 çултан аслăрах волонтерсем ĕçлеççĕ, вĕсем ватă çынсене йывăр лару-тăрура пулăшу кÿреççĕ, 60 çултан аслăраххисене, килтен тухса çÿрейменнисене апат-çимĕç продукцийĕ, эмелсем, кирлĕ таварсем илсе килсе параççĕ. Çĕнĕ çул умĕн доброволецсем «Çĕнĕ çул кашни киле» акцине хутшăннă. Хĕл Мучипе Юр Пике сăнарĕсене выляса ачасене уяв ячĕпе саламланă. Пĕтĕм Раççейри «Пулăшу кÿрекен мобильлĕ бригадăсем» проект шайĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене лимитсăр калаçма ирĕк паракан сертификатсемпе телефонсем парса тухнă.

Районти волонтерсен отрячĕсен руководителĕсем вĕрентÿ мероприятийĕсене, семинарсене, конференцисене, форумсене, вебинарсене, тĕрлĕ курссене хутшăнаççĕ. 2020 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх #ЭпирПĕрле штабăн 7 волонтерне ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Тав хучĕсемпе чысланă.

Н.ИВАНОВА, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика