Ĕçсем халăх вăйĕпе пулса пыраççĕ

gorbunovЧăваш Республикин Пуçлăхĕн 2017 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ обществăлла инфраструктура аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçласси» 7 номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пыракан программа, урăхла каласан пуçарулăх бюджечĕ. Çакăнпа килĕшÿллĕн вырăнта пурăнакан халăх харпăр хăйне кашни кун кăсăклантаракан ыйтусене, куçа курăнакан, тахçантанпах канăçсăрлантаракан хăш-пĕр ĕçсене пурнăçлама май тупрĕ.

Пуçарулăх бюджечĕпе Шăхаль ял тăрăхĕнче еплерех ĕçлесе пынипе кăсăкланса ял тăрăхĕн тĕп специалисчĕпе Галина Юрьевна Волостновăпа тĕл пулса калаçрăм. «Пуçарулăх бюджечĕ пурнăçа кĕрсе пыни ял тăрăхĕнче чылай ĕçсем тума май пачĕ. Çак ĕçсем пурте хамăршăн, пирĕн ачасемшĕн пулса пыракан япала. Анчах та ялти хăш-пĕр çынсем темшĕн пуçарулăх бюджетне хутшăнса хăйсен тÿпине хывасшăнах мар. Пуçарулăх бюджечĕ ялта пурăнакансемшĕн уйрăмах курăмлă тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен ял çыннисемпе канашласа пĕр шухăшлă пулса мĕн ĕç тумаллине палăртса проект хатĕрлемелле тата ытти хут ĕçĕсене пурнăçламалла. Тĕрĕссипе каласан хут ĕçĕсене палăрт­нă вăхăтра туса пĕтерсе кирлĕ çĕре çитермелле, вара тин ĕç малалла каять. Пуçарулăх бюджечĕпе ĕçлес пулсан пурнăçламалли ĕçĕн 20 процентне малтан халăхран пуçтармалла. Малтанах вырăнти халăх çакна ăнланасшăнах пулмарĕ, хирĕçле калакансем те тупăнчĕç. Юлашки вăхăтра тунă ĕçĕсем курăмлине кура ялта пурăнакансем хăйсен пуçарулăхне палăртма тытăнчĕç. Эпир пуçарулăх бюджечĕпе 2020 çулта Шăхальти культу­ра çурчĕ çу­мĕн­че, ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çурчĕпе хирĕç ача-пăча площадки туса лартрăмăр. Унта пĕтĕмпе 212121,00 тенкĕ укçа тăкакларăмăр, вĕсенчен 127272,00 тенки республика бюджетĕнчен, вырăнти бюджетран 42425,00 тенкĕ, халăхран 42424,00 тенкĕ пуçтартăмăр. Ача-пăча площадки лайăх вырăнта вырнаçнă. Çуллахи кунсенче кунтан ача-пăча татăлмасть.

IMG 3808Ял халăхĕ ку тĕнчерен ĕмĕрлĕхех куçнисене мĕн авалтанах хисеп, чыс тунă. Çавна кура ял масарĕнче иртнĕ çул тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Вăл 388 пин тенкĕне кайса ларчĕ. Çав шут­ран 232 пин те 800 тенки республика бюджетĕнчен, вырăнти бюджетран 77 пин те 600 тенкĕ, халăхран 77 пин те 600 тенкĕ пухнă. Кунта тирпей-илем кĕртес ĕçре ял халăхĕ пурте тенĕ пекех ырă тĕслĕх кăтартнă, çав тери тăрăшса ĕçлерĕç. Ку ĕçре подрядчикпе килĕшÿ туса кашни кун ĕçленĕ Геннадий Николаевичпа Дмитрий Геннадьевич Разу­мовсене, Алексей Николаевич Чернова, Игорь Николаевич Яндутова палăртса хăвармалла.

Ял тăрăхĕнче ĕç нихăçан та пĕтмест темелле, пĕрин хыççăн тепри тупăнсах пырать. Пуçарулăх бюджечĕпе 2021 çулта та ĕç-пуç малалла пычĕ. Ял халăхĕпе канашласа Ленин урамĕпе Житница урама пĕрлештерекен çуран çынсем çÿремелли кивĕ кĕпере ватса тимĕртен шăратса çыпăçтарса çĕнĕ кĕпер тунă /ÿкерчĕк çинче\. Кунта пĕтĕм­пе 299990,40 тенкĕ укçа тăкакланă, çав шутран республика бюджетĕнчен 179994, 24 тенкĕ, вырăнти бюджетран 59998,16 тенкĕ, халăхран 59998,00 тенкĕ пухнă.

IMG 20210903 130227Çăлкуç тапса тăрсан ял пурăнать, тенĕ мĕн авалтан. Çак каларăш вăл паянхи кун та вăйрах тăрать. Пирĕн ял çыннисем çăлкуçсене яланах тирпейлĕ тытма тăрăшаççĕ. Акă Мостовая урамĕнчи çăлкуçа тирпейлессипе те пуçарулăх бюджечĕ мелĕпе ĕçе тытăнтăмăр. Унта пĕтĕмпе 199998,00 тенкĕ кирлĕ пулчĕ, çав шутран респуб­лика бюджетĕнчен 120005,00 тенкĕ уйă­рчĕç, вырăнти бюджетран 39997,00 тенкĕ, халăхран 39996,00 тенкĕ пуçтарнă. Çăлкуçне майланă çĕрте подрядчикпе килĕшÿ туса ытларах Валерий Яковлевич Анатов, Александр Николаевич Моисеев /ÿкерчĕк çинче/, Николай Владимирович Иляхунов ĕçлеççĕ. Палăртнă ĕçсене вăхăтра вĕçлес тесе эпир подрядчиксене те явăçтартăмăр. Вĕсем хăйсен ĕçне яваплă пурнăçлаççĕ. «Гудвил» тулли мар явап­лă обществăпа «Михайлов Александр Николаевич» уйрăм çын предприниматель пирĕнпе ĕçлеме кăмăл турĕç. Вĕсен ĕçĕпе ял халăхĕ те кăмăллă. Пирĕн тĕллевсем пысăк, пуçарулăх бюджечĕпе ĕçлесси малалла пырать. Çак ĕçсене пурнăçлама ялти халăх хутшăнни хавхалантарать. Ку ĕçе пĕтĕм­пех ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Михайлович Горбунов /ÿкерчĕк çинче/ йĕркелесе ертсе пырать. Республикăна, хамăр района ертсе пыракансем тата кунти яваплă специалистсем те пире ĕçре нумай пулăшса пыраççĕ. Тавах вĕсене пурне те», - терĕ Галина Юрьевна калаçăва вĕçленĕ май.

Шăхальсен тăрăшулăхĕ куç умĕн­че: вак чул сарса çирĕплетнĕ çулсем, чаплă кĕпер, тапса тăракан çăлкуç, ача-пăча площадки... тата ыттисем те. Ахальтен мар ĕнтĕ Шăхальте илемлĕ те хăтлă çуртсем çĕклене-çĕк­лене лараççĕ. Ялăн малашлăхĕ пу­рах.

«Халăхран та нумай килет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.

Проект авторĕ Э.МихайловА. Кăларăма А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика