Чулкас ялĕнче пурăнакан Нинель Петровна Дмитриева, Чăваш АССРĕн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 1980-1990 çулсенче Вăрмар районĕнче пурăнакансен пурнăçне, экономикине, культурине аталантарассишĕн нумай вăй хунă. Хăйĕн ĕçĕн кашни тапхăрĕнче сахал мар ыйту татса панă, çитĕнÿсем тунă. Ĕçе çиелтен тума хăнăхман вăл, ял хуçалăхне аталантарассишĕн ĕçленĕ, профессие юратнă. Ырă ĕçĕсене кура чыса, ят-сума, халăх хисепне тивĕçнĕ.
Нинель Петровна Свердловск облаçĕнче çуралнă. Вăл çур çулта чухне ашшĕ çĕре кĕнĕ. Тăватă ачапа тăрса юлнă мăшăрĕ тепĕр çулталăкран тăван тăрăхне, Красноармейски районне, куçса килнĕ.
«Чатукасси шкулĕнче вĕрентĕм. Анне Шупашкарта сĕтел-пукан фабрикинче ĕçлетчĕ, ирех тухса кайса каçхине çеç таврăнатчĕ. Кил хуçалăхĕнчи ĕçсене пиччесем пурнăçланă. Аннен аппăшĕ пулăшатчĕ, пире кунĕпе пăхнă вăл. Мĕн ачаранах колхозра ĕçлесе ÿсрĕмĕр. Тен, çавăнпах агроном профессине килĕштертĕм», — каласа кăтартать Нинель Дмитриева. Амăшĕ пĕртен-пĕр хĕрне агронома ярасшăн пулман, повара вĕрентессишĕн çуннă, çемье те, ачасем те тутă пулаççĕ тесе вĕрентнĕ. Хăй йывăр пурнăçпа нушаланнăран çапла шухăшланă ĕнтĕ. Анчах Нинель Петровна чун туртнă специальноçа алла илме ĕмĕтленнĕ. Шкул саккипе сыв пуллашсан Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ.
Студент чухнех ăна ÿсен-тăран ĕçĕн кафедрине аслă лаборанта ĕçлеме илнĕ. Унтан наукăн кĕçĕн сотрудникне куçарнă, хыççăн наукăн аслă сотрудникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыма шаннă. «Институтăн хăмла лаптăкĕ пурччĕ, «симĕс ылтăн» ÿстереттĕмĕр. Кафедра çумĕнче наукăпа тĕпчев секторĕнче сăнавсем ирттереттĕмĕр. Производство опытне пухма Вăрмар районне каймалла пулчĕ. Унта вун тăватă хуçалăхран кашниех хăмла ÿстеретчĕ. Мана «Россия» совхоза ячĕç. Специальноç питĕ килĕшетчĕ, çавăнпа вĕренме те çăмăлччĕ», — аса илет Нинель Петровна.
«Россия» совхозра практикăра чухне вăл пулас мăшăрĕпе Николай Александровичпа паллашнă. Салтака кайса килнĕ каччă комсомол организацийĕн секретарĕнче ĕçленĕ. Çамрăксем пĕр-пĕрне куç хывнă. Икĕ çул туслă çÿренĕ хыççăн çемье çавăрнă, комсомолла туй кĕрлеттернĕ. Николай Александровича Шупашкара парти шкулне вĕренме янă. Çамрăксене ялта хăварассишĕн тăрăшса совхоз ертÿлĕхĕ ăна ял канашĕн председательне, Нинель Петровнăна совхозăн иккĕмĕш уйрăмĕн агрономне лартнă.
Çапла Нинель Дмитриева Çĕнĕ Мăнтăр тата Кивĕ Мăнтăр ялĕсенче агрономра ĕçлеме пуçланă. «Совхоз пысăкчĕ, хуçалăх вăйлăччĕ, миллионер пулнă. Икĕ çултан совхозăн тĕп агрономне лартрĕç. Чĕкетупа Çитмĕш ялĕсене хĕлле лашапа çÿреттĕм, йĕлтĕр сырса кайни те пулнă. Унта вăрлăх аллатчĕç. Хуçалăх сортлă вăрлăх нумай сутатчĕ. Хăмла лаптăкне 100 гектартан ирттертĕмĕр, пĕр гектартан 17-шер центнер типĕ хăмла илеттĕмĕр. Совхозра 4-5 пин сысна, 1500-1600 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытнă. Вĕсене хамăр туса илнĕ тырăпа, утă-улăмпа çитĕнтернĕ», — ĕçленĕ тапхăра куç умне кăларать вăл.
1980 çулсенче Нинель Петровнăна райком партине ĕçлеме чĕннĕ, Вăрмар райкомĕн виççĕмĕш секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. «Вунă совхоз, тăватă колхозчĕ, промышленноç предприятийĕ чылайччĕ. 11-мĕш суйлаври депутата суйланнă май хăш-пĕр ыйтупа Мускава та кайса çÿренĕ. 1984 çулта райĕçтăвком председательне лартрĕç, хам 33 çулта çеçчĕ. Унта чылай çул ĕçлеме тÿр килчĕ. Йывăрлăхран хăрама та пĕлмен. Пилĕк çулта ялсене асфальт çул çитерес енĕпе нумай ĕçленĕ. Çул тăвакан организацисем хамăрăн пулнă. Района аталантарас ыйтупа Ленинграда вĕренме те янăччĕ. Партин аслă шкулĕнче куçăн мар майпа вĕрентĕм», — опытне çулсерен пуянлатнă Нинель Петровна.
Ĕçри пултарулăхне кура ăна «Урмарытопсбыт» руководительне лартнă. Унти базăна çĕнĕрен тутарнă вăл, асфальт сартарнă тата ыттине çĕнетнĕ. Ялан сумлă вырăнта вăй хунă пулсан та нихăçан та сăмса каçăртман вăл, çынлăха пысăк вырăна хунă.
«Ĕçлени хамăршăн, çавăнпа нихăçан та мăн кăмăлланма шухăшламан. Халăхпа ĕçленĕрен çынна ялан юратнă эпĕ. Районти хуçалăхсен, предприятисен лайăх руководителĕсемпе ĕçленĕ. Социализм Ĕçĕн Геройĕ те пурччĕ, ăслă, тăрăшуллă çынсемччĕ. Çыхăнса ĕçлеме çăмăлччĕ. «Эсир сасă хăпартмастăр, хушса та каламастăр, анчах сире итлемесен май çук», — тетчĕç вĕсем. Хам çамрăкчĕ, кашниех мана ăнланни хăех пысăк тĕрев пулнă», — кăмăллăн калаçать Нинель Петровна.
Ял хуçалăхĕнчи паянхи ĕç-хĕле мĕнле йышăнать-ши хисеплĕ ентеш? «Аван ĕçлеççĕ, тыр-пул туса илеççĕ, анчах выльăх-чĕрлĕх усракан сахалтарах. Ĕлĕк ытларах алăпа ĕçленĕ пулсан халĕ пĕтĕм ĕçе механизацилеме пулать. Ку тухăçлăха ÿстерет. Патшалăх ĕçлеме лайăх условисем туса парать: кредитсем, грантсем пур халĕ. Çамрăксене яла илĕртме ĕç кирлĕ. Вăл пулсан вĕсем аякри хулана каймĕç. Хăмла туса илессине çĕнĕрен аталантарма тытăннине ырласа йышăнатăп. Вăл пысăк тупăш парасси куçкĕрет».
Вăхăт пурнăçа улăштарса сиккипе шăвать. Нинель Петровна та Вăрмар районĕн администрацийĕн руководителĕ пулнă. Анчах вăл хĕрарăма руководительте ĕçлесе çитет тесе хăйĕн ирĕкĕпе кайнă.
Нинель Петровнăпа Николай Александрович ачисене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Андрейпе Алена иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ, çемье çавăрса хулара тĕпленнĕ. Шел, темиçе çул каялла Нинель Петровна мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Пĕчченлĕхе пусарма тивĕçлĕ канура та обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Администрацин обществăлла палатин, Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмарти уйрăмĕн членĕ вăл, райпо, АПК ветеранĕсен канашĕсенче тăрать. Килте лармасть, мероприятисене час-часах тухса çÿрет, çамрăксене хăйĕн пуян опычĕпе паллаштарать.
Елена ЛУКИНА
