Çемьесене — пулăшу мерисем
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнă тăрăх, çемьесене пулăшу памалли мелсен пĕтĕм комплексне тишкерсе тухнă, çĕнĕ пулăшу мерисене ĕçе кĕртме, хальхи вăхăтра пурнăçланакан мерăсене вăйлатма йышăнусем тунă. Виççĕмĕш ачашăн паракан регионти амăшĕн капиталне ÿстернĕ, пилĕк е ытларах ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕр уйăрса памалли черет чакса пырать. Чăваш Енри çемьесем çĕршыв паракан амăшĕн капиталĕпе тухăçлă усă кураççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 2886 çемье амăшĕн капиталĕ пулăшнипе пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.
Инновацисен секторне аталантараççĕ
Чăваш Енре ăслăлăхпа технологи аталанăвĕн Стратегине сÿтсе явнă. Чăваш Республикин влаçĕ инновацисен секторне пулăшассине вăйлатма палăртнă. Регионта йĕркеленĕ ăслăлăхпа технологи аталанăвĕн Стратегийĕн тăватă приоритет: электротехника, хими, биотехнологисем тата машинăсен строительстви. Республика пысăк результатсем кăтартать, инновацисен федераллă рейтингĕнчи вырăнне чылай лайăхлатнă. Инноваци енĕпе активлă предприятисен пайĕ тĕп отрасльсенче 34,7 процента çитнĕ.
Улшăнусем кĕртнĕ
ЧР Министерсен Кабинечĕ республикăн 2026 çулхи тата планпа палăртнă 2027-2028 çулсенчи тапхăрти инвестицисен адреслă программине улшăнусем кĕртессине ырланă. Республикăн инвестицисен адреслă программине укçа-тенкĕпе тивĕçтересси 565,4 млн тенкĕ ÿснĕ, халĕ 15 млрд тенкĕпе танлашать. Çав вăхăтрах федераллă бюджет укçа-тенкин шайĕ сыхланса юлнă — 3,5 млрд тенкĕ. Республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕ вара 11,5 млрд тенкĕ таран ÿснĕ. Ку вăл регион инфратытăмĕн кăшкарне çирĕплетмелли черетлĕ утăм пулса тăнă.
Ĕçлев сыхлавĕ
Чăваш Республикинче 2026 çулхи пĕрремĕш ултă уйăхĕнче ĕçлев сыхлавĕ енĕпе иртнĕ вĕрентÿ мониторингĕн кăтартăвĕсене палăртнă. Январь-июнь уйăхĕсенче республикăн ятарлă вĕрентÿ центрĕсенче 24 290 çын пĕлĕвне ÿстернĕ. Вĕсенчен 28 проценчĕ — пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсен сотрудникĕсем. Ĕçлев сыхлавĕ енĕпе вĕренни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл штрафсенчен, компенсацисенчен, ĕç вăхăтне çухатассинчен сыхланма пулăшать.
Субсиди панă
Инвалидсене ĕçпе тивĕçтерес ĕç «Кадрсем» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланать. Инвалидсене ĕçе илекенсене патшалăх тĕрлĕ енлĕн пулăшать. Тĕслĕхрен, Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Чăваш Енри организацине I тата II ушкăнсенчи инвалидсене валли ĕç вырăнĕ йĕркелеме, оборудовани, компьютерсем, сĕтел-пукан туянма субсиди панă.
Ачаллă çемьесене пулăшаççĕ
Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе патшалăх ачаллă çемьесене пулăшсах тăрать. Тĕслĕхрен, Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта 1-3 çулсенчи ачасене кĕске вăхăт хушши пăхмалли ушкăн ĕçлет. Ăна мĕнпур условипе тивĕçтернĕ. Специалистсем, психологсем хăйсен ĕçне яваплăн пурнăçлаççĕ, кашни ачан уйрăмлăхне шута илеççĕ. Амăшĕсем хăйсен ачисемшĕн лăпкă пулма пултараççĕ. Специалистсем ачасемпе 4 сехет таран юлса вĕсен аталанăвне тимлĕх уйăраççĕ, уçăлса çÿреççĕ, выляççĕ. Пĕтĕмпех тÿлевсĕр.
Кĕнеке — шанчăклă тус
«Книжные ступени лета» программа шайĕнче Вăрмарти тĕп библиотекăн ĕçченĕсем ачасене валли «Листая книжные строки» темăпа литература квизĕ ирттернĕ. Библиотекарь библиотека фондĕнчи кĕнекесем çинчен каласа панă. Мĕн тĕрлĕ кĕнеке çук пулĕ кунта: Тăван çĕршыв тата эпир пурăнакан тĕнче çинчен, шкул программипе килĕшсе тăракан кĕнекесем, справочниксемпе энциклопедисем, юмахсем, повеçсем, сăвă пуххисем... Мероприяти вăхăтĕнче ачасене вĕсем мĕнле литература произведенийĕсене, сăнарсене, çыравçăсене пĕлнине тĕрĕслесе тĕрлĕ заданисем панă. «Вулама юратакан тата пĕлекен çын — телейлĕ, кĕнеке — шанчăклă та ырă тус», — тесе палăртнă ачасем.
Экскурси иртнĕ
Çуллахи тапхăрта Вăрмар округĕнче республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче, ытти регионсенче пурăнакан çынсем пулса кураççĕ. Иртнĕ кунсенче, акă, Вăрмарти историпе халăх таврапĕлÿ музейĕнче Шупашкар хулинчен килнĕ экскурсантсем пулнă. Вĕсем Вăрмар округĕн историйĕпе, иртнĕ пурнăçĕпе паллашнă. Галина Корытникова экскурсовод хăнасене музей залĕсенчи артефактсем çинчен каласа панă. Çакăн пек тĕлпулусем республикăри тĕрлĕ ял-хуласенче пурăнакансен хушшинчи культура çыхăнăвне çирĕплетеççĕ, туризм сферине аталантараççĕ.
Финанс пĕлÿлĕхĕ
Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта финанс пĕлÿлĕхĕн программи шайĕнче мероприятисем иртеççĕ. Çак кунсенче, акă, центр специалисчĕ Антонина Николаева ачасемпе кăсăклă заняти ирттернĕ. «Кашни професси пĕлтерĕшлĕ, кашни професси кирлĕ» калаçу вăхăтĕнче ĕç çын пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине сÿтсе явнă. Унтан интерактивлă вăйă ирттерсе юмахри сăнарсемпе пĕрле харпăр хăйĕн бюджетне планлама вĕреннĕ, ĕç хакне пĕлнĕ, финанс пĕлÿлĕхĕн никĕсĕсемпе паллашнă. Çакăн пек мероприятисем ачасене ĕç тата укçа-тенкĕ пĕлтерĕшне мĕн пĕчĕкрен ăнланма пулăшаççĕ.
Йăпанма хĕр чĕнес тенĕ те... 300 пинсĕр тăрса юлнă
Вăрмар округĕнчи 22 çулти каччă хĕрпе пулас тесе 300 пин тенкĕсĕр тăрса юлнă.
Хайхи каччă Шупашкар хулинче темиçе сехетлĕхе хваттер тара илнĕ те «каçхи лĕпĕше» чĕнме шухăшланă. Вăл сайта кĕрсе хĕр суйланă, ун патне шăнкăравланă. Лешĕ телефон çыхăнăвĕшĕн тÿлеме 2900 тенкĕ ыйтнă. Унтан килнĕшĕн страховка тума 29500 тенкĕ куçарма хушнă. Хайхи «хĕр» юлашки тÿлев ун патне çитмен тесе ĕнентернĕ, каччăна икĕ хут ытларах куçарма ÿкĕте кĕртнĕ. Кайран каллех тĕрĕс мар куçарнă-мĕн, 59 пин тенкĕ ыйтнă. «Хĕр» каччăна хăрата-хăрата татах та татах укçа куçарттарнă. Çапла каччă 300 пин тенкĕ ытла куçарнă, анчах нимĕнле «хĕре» те кĕтсе илеймен. Улталаннине ăнлансан вăл полицие кайнă.
Интернетра улталаннă
Шупашкар хулинче пурăнакан 63 çулти арçын чикĕ леш енчен «Тойота» маркăллă автомашина туянма ĕмĕтленнĕ. Интернетра хăйне кирлĕ машинăна сутни пирки пĕлтерÿ те тупнă. Сутуçă ăна машинăн сăнÿкерчĕкĕсене тата докуменчĕсене кăтартнă. Кун хыççăн Шупашкар арçыннин иккĕленÿ юлман – вăл килĕшÿ тума тата машинăна Чăваш Ене илсе çитерме тесе лешĕ каланă счет çине 2 миллион ытла тенкĕ куçарнă. Кун хыççăнах сутуçă çыхăнăва тухма пăрахнă. Паллах, Чăваш Ене нимĕнле машина та килмен. Ултав серепине лекнине ăнлансан арçын полицие пулăшу ыйтма кайнă.
