Влаçпа халăх хушшинчи хутшăнăва çирĕплетесси, тĕп задачăсене пурнăçлама муниципалитетпа министерствăсен тата общественноçăн вăйĕсене пĕрлештересси — шăпах çак тĕллевсем тăраççĕ халăхпа тÿрĕ диалог йĕркелемелли «Уçă калаçу» проект умĕнче. Асăннă проект шайĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн команди ытларикун Вăрмар муниципаллă округĕнче пулчĕ.
Мероприятие республикăри ведомствăсен представителĕсем, депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, предприятисемпе учрежденисен руководителĕсем, аграрисем, предпринимательсем, социаллă сфера ĕçченĕсем, çамрăксем, ветерансем, общественниксем, ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисем хутшăнчĕç. «Уçă калаçу» проектăн ĕçне пилĕк площадкăра йĕркеленĕ.
Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн Кĕлкешри структурăллă уйрăм подразделенийĕнче округри агропромышленноç, предпринимательлĕх, бизнес аталанăвĕнче, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче вăй хуракансемпе уçă калаçу иртрĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев, ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Лариса Рафикова, ЧР промышленность тата энергетика министрĕ Марат Якушев, ЧР экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов тата ытти яваплă пуçлăхсем хутшăнчĕç. Вĕсем округăн экономика аталанăвне сÿтсе яврĕç, предпринимательлĕх, хресчен-фермер хуçалăхĕсен аталанăвне тĕрев памалли мерăсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç.
ЧР ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев палăртнă тăрăх, пирĕн республикăри ял хуçалăх отраслĕсенче вырма ĕçĕсем хальхи вăхăтра кал-кал пулса пыраççĕ. Тыр-пула кĕске вăхăтра тата пĕр тăкаксăр пухса кĕртме çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, республика Правительстви вырма ĕçĕсем валли çунтармалли-сĕрмелли материалсем йÿнĕрех хакпа туянма аграрисене майлă условисем туса панă. «Чăваш Енре ял хуçалăх отрасльне аталантармашкăн, ял хуçалăх производстви валли утмăла яхăн пулăшу мери йĕркеленĕ. Вĕсемпе паян аграрисем тĕллевлĕн усă кураççĕ», — терĕ Андрей Евгеньевич.
ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Лариса Рафикова район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсенче пурăнакансене кирлĕ таварсемпе тивĕçтермешкĕн суту-илÿпе ĕçлекен предприятисене автолавккасем туянма çăмăллăхлă мелсемпе те усă курма май пурри çинчен пĕлтерчĕ. Вăл çавăн пекех пирĕн округăн социаллă тата экономика аталанăвĕн комплекслă программине «Аруна» этнокомплекс тăвассине пăхса хăварнине каларĕ. Çакă округра туризма аталантарма, çавна май инвесторсене те явăçтарма май панине палăртрĕ. Çавăн пекех ытти яваплă пуçлăхсем те тухса калаçрĕç.
«СВО участникĕсем, волонтерсем» площадка Мăнçырмари В.Д. Николаев ячĕллĕ вăтам шкулта ĕçлерĕ. Кунта ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова, Отечествăн Чăваш Енри çар çыннисен çемйисен комитечĕн руководителĕ Ольга Владимирова, ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ятарлă çар операцийĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пулăшуçи Артемий Репкин, ЧР Пуçлăхĕн «Мирлĕ пурнăçа — утăм» проектăн координаторĕ Дмитрий Осипов, РФ сенаторĕ Николай Владимиров, Вăрмар округĕнчи СВО ветеранĕсем, СВО участникĕсен ашшĕ-амăшĕсем, çемйисем, маскировка сеткисем çыхакан волонтерсем пуçтарăнчĕç. Шкулта та харăсах темиçе секци ĕçлерĕ. ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Мирлĕ пурнăçа — утăм» проекчĕ шайĕнче кунта сывлăх сыхлавĕпе социаллă служба, çар комиссариачĕпе çар çыннисен çемйисемпе ĕçлекен комитет эксперчĕсем çынсене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăнчĕç. Çавăн пекех ытти сферăри представительсемпе çыхăнмашкăн онлайн йышăну та ĕçлерĕ. Пĕтĕмĕшле каласан СВО темипе çыхăннă кирек епле ыйтăва та пама пултарчĕç çак кун. Хуравне çак кунах илейменнисен пăшăрханмалла мар, вĕсен ыйтăвĕсем çине официаллă çыру урлă кăшт каярах хуравлама шантарчĕç специалистсем.
СВО участникĕсен ветеранĕсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе вĕсене канăçсăрлантаракан ыйтусемпе «çавра сĕтел» йĕркелерĕç, уçă калаçу ирттерчĕç. Çавăн пекех уйрăм пÿлĕмре СВО участникĕсен амăшĕсемпе, мăшăрĕсемпе психологи тĕлĕшĕнчен пулăшу кÿрессипе тренинг та пулчĕ.
«Кĕмĕл волонтерсем» секцийĕн ĕçне Шупашкарти социаллă хÿтлĕх кÿрекен комплекслă центрăн ĕçченĕсем йĕркелерĕç. Вĕсем кашни муниципаллă округа тухса çÿресе волонтерсемпе тĕл пулаççĕ, республикипех кĕмĕл волонтерсем СВО валли хатĕрлекен япаласенчен хатĕрленĕ куравпа паллаштараççĕ. Куравпа паллашни пĕр-пĕрин опычĕпе ылмашăнма май парать. Маскировка сеткисĕр пуçне уйри условисенче салтаксене кирлĕ темĕн тĕрлĕ япала та тума вĕренсе çитнĕ ытти округсенчи волонтерсем. Кашни япалана салтаксем отпуска килсен хăйсем ыйтнипе хатĕрлеме тытăннă. Акă, Канаш округĕнчи волонтерсем дронсенчен хÿтĕлекен капюшонлă плащ çĕлеççĕ, Комсомольскисем — дронсенчен хÿтĕлекен утиял-тент, Тăвайсем арçынсем валли амансан аялтан тăхăнмалли кĕпе-йĕм çĕлеççĕ. Термосумка, спальник, тактика наçилккисем, пыл хурчĕн ăвăсĕпе тĕрлĕ курăксенчен сурансене сиплемелли кремсем, типĕ душ тата ыттине те хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ типĕтнĕ апат-çимĕç те: аш-какай, пахча-çимĕç, хăвăрт пиçекен яшка, килти консервăсем тата ытти те. Шупашкарти социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем пирĕн округри волонтерсене кураври кашни япалапа паллаштарчĕç, унпа мĕнле усă курмалли çинчен каласа пачĕç. Юлашкинчен вĕсем пирĕн волонтерсене пĕр çĕре пухса салтаксем валли чылай вăхăт хушши çунакан шăрпăксем /спички длительного горения\ хатĕрлеме вĕрентессипе мастер-класс ирттерчĕç. Çакăн пек шăрпăкпа усă курса салтаксем передовойĕнче апат ăшăтма, шыв вĕретме, каçхи вăхăтра умри çула çутатма пултараççĕ. Ку шăрпăк 20 минута яхăн çунать.
Округра пурăнакан хастар та пуçаруллă çамрăксем вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн çуртĕнче пуçтарăнчĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Сергей Артамонов вĕсене пурнăçра ура çине çирĕп тăма пулăшакан майсем, харпăр хăй ĕçне пуçăнма патшалăх кÿрекен пулăшу мерисем, грантсем, программăсем çинчен каласа пачĕ, обществăлла пурнăçа тата çĕнĕ проектсене хутшăнма, хăюллă пулма чĕнсе каларĕ. Ялта производство е урăх ĕç йĕркелес кăмăллă çамрăксене республика Правительстви яланах пулăшма хатĕррине палăртрĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен Управленийĕн начальникĕ Илья Царевский республикăра пурăнакан ăнăçуллă çамрăксем çинчен каласа парса пухăннисене хавалантарчĕ. Хальхи саманара ялта пурăнсах тухăçлă ĕç йĕркелеме пулать. Кун пек çамрăксем Вăрмар округĕнче те пур. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тĕслĕхшĕн ял хуçалăх сферинче тăрăшакан Яна Михайловăна, Кĕлкешре пурăнакан, çырла плантацийĕ тытакан Васильевсен çемйине тата ыттисене те илсе кăтартрĕ.
«Уçă калаçу» проектăн пĕтĕмлетĕвĕ Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта иртрĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев 2026 çулхи пĕрремĕш çурçуллăхăн ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсен шутне кĕмен организацисен çаврăнăшĕ 2026 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче 6,3% ÿссе 483 млн тенкĕпе танлашнă. Промышленноç производствинче 403 млн тенкĕлĕх тавар туса кăларса ăсатнă тата ĕçсем пурнăçланă /2025 çулхи пĕрремĕш çурçуллăхри тапхăртипе танлаштарсан 105,3%\. «Аквапром» тулли мар яваплă общество производство калăпăшне 10% ÿстернĕ. Юлашки çулсенче предприяти тĕп капитала 300 млн тенкĕ хывнă, работниксен шутне 5 хут ÿстернĕ, ÿсĕмсем туса республикăри предприятисем хушшинче палăрнă.
Вăрмар округĕнче регистрациленнĕ пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсен шучĕ — 729. Вĕсем 608,3 млн тенкĕлĕх тавар туса кăларса ăсатнă тата ĕçсем пурнăçланă /2025 çулхи пĕрремĕш çурçуллăхри тапхăртипе танлаштарсан 9,9% нумайрах\.
Вырăнти АПК тата апат-çимĕç продукцийĕн производителĕсен ĕçне анлăлатма пулăшассипе Вăрмар округĕ республикăра 1-мĕш вырăна тухса ЧР Пуçлăхĕн 12 млн тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ.
Аграри аталанăвĕн потенциалĕ çÿллĕ шайра сыхланса юлнă, хресчен-фермер хуçалăхĕсен, хушма хуçалăхсен руководителĕсем, харпăр хăй çине ĕçлекенсем аш-какай тата сĕт-çу производствин кăтартăвĕсене çирĕплетессипе тăрăшаççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 17 846,41 гектар, çĕр улмине 400 гектар, хăмлана 40 гектар çинче çитĕнтереççĕ.
Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул Раççей ăслăлăхсен академийĕн шкулĕ пулни мăнаçлăх туйăмне çуратать. 2026 çулхи сентябрь уйăхĕнче кунта Чăваш аграри техникумĕпе тата электромеханика колледжĕпе пĕрле вĕрентÿпе производство комплексĕсем хута яма планланă. Çамрăксем пĕрремĕш специальноçе шкулта вĕреннĕ чухнех илме пултарĕç.
Округ территорийĕнче креативлă кластер йĕркеленет. Ун йышне районти Культура çурчĕ, кофейня çурчĕ тата çыхăну уйрăмĕ пулнă çурт кĕрĕç. «Вăрмар чĕри» — хальхи йышши нумай функциллĕ вырăн — тĕп объект пулса тăрĕ. Кунта коворкинг, мини-кинотеатр, кинозал, кафетерий, тĕлпулусемпе мероприятисем валли площадка пулĕç.
2026 çулхи пĕрремĕш çурçуллăхра округра 2592 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Кăçал строительство секторне — çул-йĕр хуçалăхне, пуçарулăх проекчĕсене, хăтлăх валли, çурт-йĕр строительствине, коммуналлă хуçалăха — 427 млн тенкĕ уйăрĕç. ЧР Пуçлăхĕн «НИМЕ — халăх бюджечĕ» проекчĕ шайĕнче 70 млн тенкĕлĕх 51 проект пурнăçланать. 2026 çул вĕçне 10 ытла инвестиципе инфратытăм проектне вĕçлесшĕн. Çав шутра: Вăрмар район больницин сывату корпусĕн строительстви /1-мĕш тапхăр/, Кĕлкеш ялĕнчи 72 вырăнлăх клуб строительстви, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулăн тĕп юсавĕ, Вăрмар поселокĕнче модельлĕ библиотека уçас ĕçсем, Кĕтеснерти вăтам шкулăн тĕп юсавне хатĕрленмелли ĕçсем.
Пухăннисен умĕнче хăйсен доклачĕсемпе ЧР Министерсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕсем Олег Николин, Андрей Макушев, Владимир Степанов, Олег Марков тухса калаçрĕç, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Николай Владимиров сăмах илчĕ.
Мероприяти чыславпа вĕçленчĕ. Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн преподавательне Ольга Александровна Трифоновăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса наградăларĕç. Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн специалистне Алина Евгеньевна Ивановăна, А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн тренер-преподавательне Юрий Порфирьевич Архипова, Вăрмар район больницин врач-стоматологне Ахмад-Шабир Мохаммад Сабер Садекяра Чăваш Республикин Министерсен Кабинечĕн Председателĕн Тав сăмахĕпе хисеплерĕç.
Зинаида ПАВЛОВА, Эвелина МИХАЙЛОВА, Ирина ДАНИЛОВА
