photo 2023 07 07 15 03 12Арапуçĕнчи территори пайĕ икĕ яла — Арапуçне тата Çĕнĕ Кавала — пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенче пурĕ 819 хуçалăх шутланать, 1712 çын пурăнать. Арапуçĕнчи территори пайĕн начальникĕ пулса кăçалтанпа Евгений Михайлович Спиридонов вăй хурать, унччен вăл 15 çула яхăн Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕнче ĕçленĕ.

asphoto 2023 07 07 15 02 38dПаянхи кун тĕлне Арапуçĕнчи территори пайĕнче 10 хресчен-фермер хуçалăхĕ хăйĕн ĕçне тытса пырать. Ытларах ÿсен-тăран çитĕнтерессипе, выльăх-чĕр­лĕх усрассипе ĕçлеççĕ. Вĕсенчен чи пысăкраххисем: «Иванов В.А.», «Петров Е.Н.», хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Зеленая долина» ял хуçалăх кооперативĕ тата ыттисем те. Сăмахран, «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче 3200 гектар çĕр çинче ĕçлеççĕ, пĕрчĕллĕ культурăсем, апатлăх тата нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтереççĕ, 611 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ.

Арапуçĕнчи территори пайĕнче çынсен пурнăç пахалăхĕн шайне ÿстерессипе тĕллевлĕн ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕл­левлĕ программăн «Çул çитмен 5 е ытларах ачаллă çемьесем» çумпрограмми шайĕнче Çĕнĕ Кавал ялĕнче пурăнакан Степановсен çемйине 3 749 411, 70 тенкĕлĕх çурт хăпартса панă. Малалла та çак программăпа килĕшÿллĕн нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересшĕн.

Арапуçĕнчи территори пайĕнче врач амбулаторийĕ ĕçлет. Хальхи вăхăтра медицина ĕçченĕсем халăха тара илнĕ пÿлĕмсенче йышăнаççĕ. Анчах та ку лару-тăру кĕçех улшăнĕ, мĕншĕн тесен «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкĕн модернизацийĕн программи шайĕнче Арапуçĕнче çĕнĕ врач амбулаторийĕн строительстви пырать. Çĕнĕ врач амбулаторийĕ Арапуç тата Кĕтеснер ялĕсенче пурăнакан 2000-е яхăн çынна пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ.

Арапуç ялĕнче ватă тата сусăр çынсене социаллă пулăшу кÿрекен ятарлă уйрăм ĕçлет. Кунта паянхи кун тĕлне 30 çын хÿтлĕх тупнă. Унсăр пуçне пуçламăш шкул тата шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕ ĕçлеççĕ, библиотека, культура çурчĕ, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ, чиркÿ пур.

Шывпа çул ыйтăвĕ пирки калас пулсан, Арапуçĕнчи территори пайĕн территорийĕнче 6 шыв башни шутланса тăрать, халăха шывпа 2 башня тивĕçтерет, вĕсене кĕçех тĕпрен юсама палăртаççĕ. Шыв пăрăхĕсен тăршшĕ 11 километрпа танлашать, вĕсене юсассине, çĕнетессине куçран вĕçертмеççĕ. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, Ленин урамĕнче 950 метр тăршшĕ çĕнĕ шыв пăрăхĕсем хывнă.

Автомобиль çулĕсене те çулсерен юсаса тăраççĕ. 2022 çулта, акă, пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче Арапуç ялĕнче асфальтлă çула 4 986 628, 66 тенкĕлĕх юсанă. Кăçал, çак программăпах, ĕçсем малалла тăсăлĕç. Арапуçĕнчи Октябрьски урамĕнче 4 745 715, 20 тенкĕлĕх асфальтлă çул сарасшăн. Пĕлтĕр те, кăçал та палăртнă суммăсен 20 процентне «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Владимир Анатольевич парса пулăшнă. Çавăн пекех çулсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тĕллевпе Арапу­çĕн­чи территори пайĕнче кашни çулах вак чул сарассипе ĕçлеççĕ.

pСтанислав ПЕТРОВ, Арапуç ялĕн старости:

— Территорине тасалăхра тытас тĕллевпе тăтăшах субботниксем ирттеретпĕр: культура çурчĕ, Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнĕ салтаксен ячĕпе лартнă палăксен çумĕнчен, масар çинчен çÿп-çапа илсе тухатпăр. Кăçал та тирпей-илем кĕртессипе Арапуç тата Çĕнĕ Кавал ялĕсенче пурăнакансем тăрăшуллă ĕçлерĕç. Активистсем сахал мар çак ялсенче: М.Ефремов, А.Баржеев, Е.Петров, В.Иванов, И.Белов, И.Законов, Ю.Максимов, С.Калмыкова, Н.Евгеньева, А.Софронова тата ыттисем те. Çĕнĕ Кавалта старостăра В.Ильин вăй хурать. Эпир халăха пĕр чăмăрта тытма, обществăлла ĕçсене хутшăнтарма тăрăшатпăр.

kМария КУЗЬМИНА, Арапуçĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ:

— Культура çурчĕ — концерт, пуху ирттермелли учреждени кăна мар, халăха пĕрле пухăнса вăхăта усăллă тата тухăçлă ирттермелли вырăн та. Пирĕн культура çуртĕнче тĕрлĕ енлĕ ĕçлекен 11 клуб пĕрлешĕвĕ хăйĕн ĕçĕ-хĕлне пурнăçлать, унта 184 çынна явăçтарнă. Ку вăл вокал ансамблĕсем те, юрă кружокĕсем те, хореографи ушкăнĕсем те. Пирĕн ĕçре ачасемпе çамрăксене патриотла воспитани парасси, çемьесемпе, аслăрах ÿсĕмрисемпе, ватăсемпе, сусăр çынсемпе ĕçлесе вĕсене вăхăта усăллă ирттерме пулăшасси пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Арапуçĕнчи культура çурчĕ çулсеренех хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе палăрать. «Гармония» вокал ансамблĕ, акă, округ шайĕнче кăна мар, халăхсем хушшинчи конкурс-фестивальсенче малти вырăнсене йышăнать. «Девчата» ташă коллективĕ, «Шанчăк» фольклор коллективĕ те яланах çĕнтерÿçĕсен ретĕнче.

Кăларăма Ирина Данилова хатĕрленĕ

#нацпроекты #регпроекты

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика