IMG 20260518 091530Пĕтĕм Раççейри «Зарница 2.0» çарпа патриотлăх вăййисен муниципаллă тапхăрĕ вĕçленчĕ.

В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул командисемшĕн вăл чи çÿллĕ шайра иртрĕ. Шкул ачисем çирĕп дисциплинăпа палăрса, командăра пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕррине, спортпа тата физкультурăпа туслă пулнине кăтартса тĕлĕнтерчĕç, хăйсене лайăх енчен кăна кăтартрĕç.

Аслисен ушкăнĕнче Мăнçырма шкулĕн команди 1-мĕш вырăна йышăнчĕ! Пирĕн аслă ÿсĕмри ачасем вăйлă та пултаруллă командăсемпе тупăшса çĕнтерĕве хăйсен енне çавăрма пултарчĕç. Вĕсем тактика, спорт, ăс-хакăл тĕрĕслевĕсем витĕр ăнăçуллă тата пĕр кăлтăксăр тухрĕç. Халĕ ĕнтĕ командăн Вăрмар муниципаллă округĕн чысне çарпа патриотлăх вăййисен тепĕр тапхăрĕнче хÿтĕлемелле пулать.

Кĕçĕннисен ушкăнĕнче те пирĕн шкул ачисем тивĕçлĕ кăтартусемпе савăнтарчĕç. Вĕсем çĕнтерÿ патне ăнтăлнипе, çирĕплĕхпе палăрчĕç. Опытлă командăсемпе тан тупăшса результачĕсемпе савăнтарчĕç.

Командăсене, вĕсен руководителĕсемпе наставникĕсене саламлатпăр! Аслисен ушкăнĕ лидер пулнине çирĕплетрĕ, кĕçĕннисен ушкăнĕ вара малашлăхри çĕнтерÿсем валли нăкă никĕс хывса хăварчĕ. Мухтанатпăр хамăрăн хÿтĕлевçĕсемпе!

Вероника РОДИОНОВА, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика