Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах Вăрмар округĕнчи чылай ялта маскировка сеткисем çыхас ĕçе йĕркелесе янă. Тикаш ял тăрăхĕнчи Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче те пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕнчен тытăнса маскировка сетки çыхакансен туслă йышĕ хастаррăн ĕçлет.
Ятарлă çар операцийĕнчи ентешсене май килнĕ таран пулăшасшăн вĕсем. «Эпир кунта килте-ха, вăрçăра вара салтаксем мĕнлерех йывăр условисенче пурăнаççĕ пулĕ. Маскировка сеткисем вĕсен пурнăçне сыхласа хăварасса шанатпăр», — теççĕ çĕнвĕренерсем. Сеткăсене тăван ене кĕске отпуска килнĕ салтаксене те, СВО волонтерĕсем урлă та парса яраççĕ. Акă, çак кунсенче тăван тăрăхра кĕске отпускра пулнă Федор Юрьевич Иванова та маскировка сеткисем парса янă вĕсем.
Федор Юрьевич Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ, анчах унăн йăхĕ Çĕнĕ Вĕренер ялĕнчен тымар илет. Асламăшĕ Екатерина Васильевна Çĕнĕ Вĕренерте çуралса ÿснĕ. Тикаш ялĕнчи Василий Иванович Ивановпа пĕрлешсе 7 ачана кун çути парнеленĕ. Вĕсен хушшинче Федорăн ашшĕ Юрий Васильевич та пулнă.
Юрий Васильевич çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă хыççăн Çĕрпÿ районĕн хĕрĕпе Ева Федоровнăпа çемье çавăрса Тикаш ялĕнче тĕпленнĕ, икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Асли Василий Шупашкар хулинче пурăнать, кĕçĕнни Федор вара 2022 çулхи октябрь уйăхĕнчен мобилизаци йĕркипе ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршывăмăра хăюллăн хÿтĕлет, Запорожье облаçĕнче Чăваш мотострелковăй полкра отделени командирĕ пулса службăра тăрать.
Паллах, çĕнвĕренерсем Федор Юрьевича маскировка сеткисем парса янисĕр пуçне ăна хисеплесе пĕчĕк тĕлпулу та ирттерчĕç. Çапла пулмасăр, тăванĕсем те, пĕлĕшĕсем те çак ялта маскировка сеткисем çыхма çÿреççĕ вĕт. Вĕсем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçине ăшă сăмахсем каласа мĕнпур лайăххине сунчĕç. «Федор, сана килте аçу-аннÿ, тăванусем кĕтеççĕ. Турă пулăшса пытăр сана та, ытти салтаксене те ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел, Çĕнтерÿпе каялла тăван тăрăха таврăнма», — терĕç маскировка сетки çыхма çÿрекенсем. Федор Юрьевич вĕсене чун-чĕререн тав турĕ.
Алевтина КУДРЯВЦЕВА
