Паян Вăрмар округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информушкăнсем Кĕлкеш, Кĕтеснер, Мăнçырма ял тăрăхĕсенче ĕçлерĕç. Çак кун халăхпа тĕл пулса çак темăсене сÿтсе яврĕç: 2026 çулхи шыва кĕмелли тапхăрти хăрушсăрлăх; «Единая Россия» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕ; «Хула тăрăхĕ» партпроект тата хăтлă хула хутлăхне йĕркелессишĕн иртекен сасăлав; 2025-2026 çулхи хутса ăшăтмалли тапхăр пĕтĕмлетĕвĕсем; Чăваш Енре «Земство культура ĕçченĕ», «Земство тренерĕ» программăсем пурнăçланни. Çавăн пекех граждансен тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине те хуравланă.
Кĕтеснер ял тăрăхĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль ĕçĕсен тата кадрсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Олег Кошельков ертсе пыракан ушкăн ĕçлерĕ. Информаци ушкăнĕ Кĕтеснерти шкул коллективĕпе тĕлпулу ирттерчĕ. Шкулта паянхи кун 43 ача пĕлÿ пухать. Олег Кошельков инкек-синкекрен сыхланас тĕллевпе вĕренекенсемпе шыв, пушар, çул-йĕр çинчи мототранспортпа çыхăннă хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе профилактика калаçăвĕсем ирттермелли çинчен асăрхаттарчĕ.
Вăрмар муниципаллă округĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов пухăннисене «Земство культура ĕçченĕ», «Земство тренерĕ» программăсем пирки каласа ăнлантарчĕ. Раççей Социаллă фондăн Вăрмар округĕнчи клиентсемпе ĕçлекен службăн руководителĕ Татьяна Васильева MAX мессенждерпа усă курса тĕрлĕ ĕç тума май килни пирки каласа пачĕ. Вăрмарти пушар чаçĕн сотрудникĕ Артем Васильев пушар тухасран асăрханмалли йĕркепе паллаштарчĕ.
Палăртса хăварма кăмăллă, Кĕтеснерти шкулта çу кунĕсенче те маскировка сетки çыхма чарăнмаççĕ. Çыхма çÿрекенсен йышĕ сахалрах пулин те, кунсерен икшер сетка çыхса ĕçлкĕреççĕ маттур хĕрарăмсем.
