4MyxjkukTHlfciE1cyKgAOKiOPPUFE0wRz9EQ5VKHFt0ypV5i8p5gKDf3VDpgMfppt9X3lwVTBAFQ189rKTlH2ZfИнформушкăнсем Кĕлкеш, Кĕтеснер, Мăнçырма ял тăрăхĕсен­че ĕçлерĕç. Çак кун халăхпа тĕл пулса çак темăсене сÿтсе яврĕç: 2026 çулхи шыва кĕмелли тапхăрти хăрушсăрлăх; «Единая Россия» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕ; «Хула тăрăхĕ» партпроект тата хăтлă хула хутлăхне йĕркелессишĕн иртекен сасăлав; 2025-2026 çулхи хутса ăшăтмалли тапхăр пĕтĕмлетĕвĕсем; Чăваш Енре «Земство культура ĕçченĕ», «Земство тренерĕ» программăсем пурнăçланни. Çавăн пекех граждансен тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине те хуравланă.

Информаци кунĕн ĕçĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, «Хыпар» Издательство Çурчĕн директорĕ Дмитрий Моисеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, округ депутачĕсем, территори пайĕсен начальникĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев Кĕлкеш ял тăрăхĕнче пулчĕ. Кăçалхи шыва кĕмелли тапхăрта çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине уйрăмах пусăм турĕ. Округ пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ку енĕпе халăх хушшинче профилактика ĕçĕсем ирттермеллине палăртрĕ. 16 çула çитмен ачасен шыв объекчĕсем çывăхĕнче ашшĕ-амăшĕсĕр пулма юраманни пирки асăрхаттарчĕ, çак информацие кашни çын патне çитерме хушрĕ. Çавăн пекех вăл водолазсем кăçал 15 шыв объектне тĕрĕс­лесе тасатассине пĕлтерчĕ.

«Çĕнĕ шкул» парти проекчĕ шайĕн­че кăçал Чăваш Енре 38 шкул юсама палăртнă, çак шутра Энĕшпуç ялĕнчи шкул та пур. «Хула тăрăхĕ» проектпа Вăрмар поселокĕнчи «Патриот» парка хăтлăлатĕç.

Y3UTVlfirP0AkauBf23OWHW9C HGLdi6Ioisz ET8GcDrkmfLTkbuLfxWcV7mWLMHZXJkBcb6lNbTIgS2vM 74dC2025-2026 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăр май уйăхĕнче вĕçленнĕ. Çак йышăнăва муниципалитет çанталăк ăшăтса пынине кура тунă /талăкри вăтам сывлăш температури харăсах 5 кун 8 градусран ытларах ăшă тăрать пулсассăн\. Хутса ăшăтмалли çитес тап­хăра хатĕрленессипе халех ĕçлеççĕ.

Кĕтеснер ял тăрăхĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн администраци­йĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль ĕçĕсен тата кадр­семпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Олег Кошельков ертсе пыракан ушкăн ĕçлерĕ. Информаци ушкăнĕ Кĕтеснерти шкул коллективĕпе тĕлпулу ирттерчĕ. Шкулта паянхи кун 43 ача пĕлÿ пухать. Олег Кошельков инкек-синкекрен сыхланас тĕллевпе вĕренекенсемпе шывпа, пушарпа, çул-йĕр çинчи мототранспортпа çыхăннă хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе профилактика калаçăвĕсем ирттермелли çинчен асăрхаттарчĕ.

Вăрмар муниципаллă округĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов пухăннисене «Земство культура ĕçченĕ», «Земство тренерĕ» прог­раммăсем пирки каласа ăнлантарчĕ. Раççей Социаллă фондăн Вăрмар округĕнчи клиентсемпе ĕçлекен службăн руководителĕ Татьяна Васильева MAX мессенджерпа усă курса тĕрлĕ ĕç тума май килни пирки каласа пачĕ. Вăрмарти пушар чаçĕн сотрудникĕ Артем Васильев пушар тухасран асăрханмалли йĕркепе паллаштарчĕ.

Палăртса хăварма кăмăллă, Кĕтеснерти шкулта çу кунĕсенче те маскировка сетки çыхма чарăнмаççĕ. Çыхма çÿрекенсен йышĕ сахалрах пулин те, кунсерен икшер сетка çыхса ĕлкĕреççĕ маттур хĕрарăмсем.

Надежда ШИШКИНА, Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика