Вăрмарти «Аквапром» тата «Русские насосы» предприяти ĕçченĕсем ĕç тумĕсене спорт тумтирĕ çине улăштарса пĕрремĕш хут Спартакиадăна хутшăнчĕç. Хĕвеллĕ те уяр çанталăкра лайăх кăмăл-туйăмпа хавхаланса коллективпа Чупайĕнчи стадионта пуçтарăнчĕç. Спорт – сывлăха çирĕплетме пулăшакан чи лайăх мел. Коллектив ĕçпе кăна мар, спортпа та туслă пулни пĕрлĕхре пулма, предприятин ĕç кăтартăвĕсене мала яма пулăшать. «Физкультура тата спорт аталанăвĕ» патшалăх программи тата предприятисен стратеги планĕ шайĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. «Аквапром» тата «Русские насосы» предприятисем пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче укçа-тенкĕ парса пулăшнипе Чупайĕнчи стадионта пĕлтĕр чупмалли çĕнĕ çул тунă. Чупмалли çул питĕ аван пулса тухнă. Спартакиада ирттерсе шăпах та çак çула тĕрĕслесе пăхма шутларĕç предприятисенче тăрăшакансем.
Ĕç коллективне Спартакиадăра ăнăçу сунма Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев та килсе çитнĕ. Вăл «Аквапром», «Русские насосы» предприятисен руководствине пуçарулăх ĕçĕсенче хутшăннăшăн тав турĕ, малашнехи ĕçре ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех çак компанисем тĕрлĕ задачăсене пурнăçлассипе лайăх ĕçленине палăртрĕ. Василий Шигильдеев коллектив пĕр чăмăрта пулса ĕçлени, спортпа туслă пулса сывлăхлă пулни çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, Спартакиадăра пурне те ăнăçу сунчĕ.
Спорт мероприятийĕнчи тытăçусене опытлă физкультурник Александр Ноздрин йĕркелесе пычĕ. Ăмăрту 100 метрлă дистанцие чупса тухассинчен пуçланчĕ. 3-шер участник стартран тапранса финишалла вĕçтерчĕç. Çавăн пекех участниксем вăрăмăшне сикессипе, 200 метрлă дистанцире эстафета чупассипе, канат туртассипе, кире пуканĕ йăтассипе, волейболла выляссипе ăмăртрĕç. Çавăн пекех арçынсем турник çинче туртăнассипе, хĕрарăмсем алă вăйĕпе кĕлеткене çĕклесе антарассипе ăмăртрĕç.
Малти вырăнсене йышăннă участниксене пурне те укçан сертификатсем парса хавхалантарнă. Çакăн пек мероприятие хутшăнма май туса панăшăн питĕ савăннă «Аквапром», «Русские насосы» ĕçченĕсем, руководителĕсене чунтанах тав тунине пĕлтереççĕ.
Эвелина МИХАЙЛОВА
