IMG 20260521 114935Пысăк Енккасси ялĕнче çу­ралса ÿснĕ Александр Николаевич Александров мĕн ачаран ялти çăмăлах мар çĕр ĕçне хăнăхса ÿснĕ.

Палăртса хăварни вырăнлă: Александр Николаевичăн /малалла «Саша» ятпа çырса ка­йăп\ несĕлĕсем, ĕç динас­тийĕ хамăр районти Ыхраçыр­ми ялĕнчен тухнă. Аслашшĕ Илья Александрович Александ­ров — таврари паллă механизатор — «хурçă утпа» хăй ĕмĕрĕн­че миçе пин гектар суха касси туман-ши, «хир карапĕпе» тонни-тоннипе çĕршыв пÿлмине тырпул тĕшĕлесе ăсатман-ши? Ĕçри çитĕнÿсемшĕн мухтавлă çĕр ĕçченĕ Тăван çĕршывăн тĕрлĕ наградисене тивĕçнĕ. Сашăн ашшĕ Николай Ильич та, пĕртăванĕсем те чăн-чăн çĕр хуçисем пулнă. Çĕр ĕçченĕсем кăна мар тухнă иккен Александровсен йышлă йăхĕнчен: вĕрентекенсем, тухтăрсем, шут ĕçне туса пыракансем тата тем тĕрлĕ ĕç тума пултаракансем... Чылайăшĕ пĕлекен пысăк çар пуçлăхĕпе, Наци гвардийĕн Урал çар округĕн командующийĕпе Владимир Леонидович Спиридонов генерал-полковникпа та /Сашăн виççĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ, аслашшĕпе пĕртăван аппăшĕн ывăлĕ\ тивĕçлипе мухтанаççĕ Александровсем.

Пысăк Енккасси вăтам шку­лĕнчен вĕренсе тухсан Саша Александрова професси суй­ла­са илесси питех шухăшлаттарман. Пĕр иккĕленмесĕр Чă­ваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн «Ял хуçалăхне механизацилесси» факультетне вĕренме кĕрсе, ăнăçлă пĕтерсе ĕç биографине Шупашкарти ДОРЭКС предприятинче, унтан районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра тĕп инженер, «Урмарытеплосеть» предприятинче мас­тер, тĕп инженер пулса ĕçлет. Тарăн шухăшлавлă, мал ĕмĕтлĕ çамрăка çуралнă кĕтес, шурă хурăнсемлĕ укăлча, йăмраллă Пысăк Енккасси ялĕ хăй ытамнех илĕртнĕ. «Ял пурнăçне урăх нимĕн­ле тăрăхпа та улăштармăп», — пулнă Сашăн пуçĕнче тĕп шухăш.

Çĕршывра хушма хуçалăхсем çÿллĕрен те çÿллĕ шая çĕкленсе пыраççĕ. Наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн професси налукне тÿлекенсене ĕçе аталантарма патшалăх енчен курăмлă пулăшу, çăмăллăхсем параççĕ. Çакă граждансене çĕнĕлĕхе пуçăнма çул уçать, ялта пурăнакансене вара хушма хуçалăха аталантарма хавхалантарать, ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшать. Бизнеса çамрăксем те, аслă ÿсĕмрисем те хаваспах кÿлĕнеççĕ. Граждансем хăш сферăна ытларах кăмăллаççĕ-ха? Ырлăх-пурлăх тÿперен йăтăнса анманнине, ăна хамăрăн тумаллине питех те лайăх ăнланнă Саша. Вăл вара 2023 çулта автомашинăсем юсас енĕпе автосервис уçма хăюллăнах тĕллев тытать, техникăна чунтан юратни çак ĕçе пĕр иккĕленмесĕр пуçăнма пулăшать. Тĕлĕнме кирлех мар пулĕ, Сашăн пĕртăван аппăшĕпе йăмăкĕ тухтăр профессине суйласа илсе çынсене сиплес ĕçре тăрăшаççĕ пулсан, вăл вара автомашинăсене «сиплес», çĕнĕ пурнăç парнелес ĕçе пуçăнчĕ. Автосервис питех те меллĕ вырăнта вырнаçнă, кунта кирек мĕнле çанталăкра та — çумăр çăвать-и, çил-тăман вĕçтерет-и — çăмăллăнах çитме пулать. Халĕ кунсерен автосервисра пысăк категориллĕ 4 автослесарь юсав ĕçĕсем туса ирттереççĕ, çынсем вĕсен ĕçĕпе кăмăллă.

Саша тата унпа пĕрле тăрăшакансем çынсемпе сăпай, тарават та вашават пулни илĕртет пулĕ автомашина юсаттаракансене. Чăваш халăх сăвă­çи Юрий Сементер хăйĕн сăввинче: «Ваттине пуç тайăр, вĕттине ал парăр, çывăх пултăр хамăр тус-тăван. Ырăпа ан ырăр, йывăртан ан хăрăр, ĕç çынна нихçан та хур туман», — тесе çырнă. Çак тĕлĕнмелле ырă сăвăри пек пулмаллине вĕрентнĕ ашшĕ-амăшĕ Сашăна, ĕçлесен тутă пулассине те мĕн ачаранах аса илтерсех тăнă ывăлне вĕсем.

Тин кăна вĕренпе е троспа сĕтĕрсе килнĕ машинăсем кĕçех сервисран çĕмрен евĕр хăвăртлăхпа тухса каяççĕ. Тĕл­левсем те пысăк кунта ĕçлекенсен. Хальлĕхе автосервис хуçи шухăшне вăрттăнлăхра тытать. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене те юсавлă машинăпа, автопокрышкăсемпе е укçан парса тăтăшах пулăшать вăл.

Сашăн тепĕр киленĕç — хут купăспа, гитарăпа тата ытти музыка инструменчĕсемпе юрă-кĕве шăрантарасси. Шкулта вĕреннĕ чухнех ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Шанчăк» ача-пăча инструментсен ансамбльне çÿресе респуб­ли­­кăри «Пĕчĕк çеç путене», «Черчен чечексем», «Янра, хут купăс!» тата тем тĕрлĕ фес­тиваль-конкурссене хутшăннă. Ушкăнпа тĕрлĕ ял-хулара пурăнакансене, тулай чăвашĕсене те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Паянхи кун та кĕвĕ-çемĕ патне чун туртнипе хăйĕн вăхăтне шеллемесĕр ялти культура çуртне васкать, кунта иртекен концерт­сенче пысăк тăрăшулăх кăтартать, ялсем тăрăх çÿреме хă­йĕн техникипе пулăшать.

«Юрă — шанăç, юрă — савăнăç, пурăнма, ĕçлеме хавха кÿрет», — тет Саша Александ­ров. Çакăн пек ĕçчен те пултаруллă çынсемпе пурăнать те манăн тăван ялăм.

Николай ГАВРИЛОВ

Пысăк Енккасси ялĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика