Чăваш Республикинчи Халăха ĕçпе тивĕçтерекен «Урмарский» центрта «Единая Россия» партипе çыхăннă манăн карьера» парти проекчĕ тата «Кадрсем» наци проекчĕ шайĕнче «Кадровик» клубăн ларăвĕ иртнĕ. Кунта Вăрмар муниципаллă округĕнчи 4 предприятипе организаци представителĕсем хутшăннă.
«Кадровик» клуб ĕçпе тивĕçтерекенсемпе çыхăнса ĕçлемелли пĕлтерĕшлĕ инструмент, çĕнĕ информаци илме, опытпа ылмашăнма май панисĕр пуçне ĕç рынокĕнче ĕçпе тивĕçтерекен службăпа ĕç паракансем хушшинчи çыхăнура килĕштерсе ĕçлессине тивĕçтерет. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр персонал пуçтарма пулăшать, шăпах та «Кадровик» клуб çак процеса оптимизацилеме май парать.
Тĕп тема — «Работа России» пĕрлехи цифра платформи урлă ĕçпе тивĕçтерекенсемпе, ĕç шыракансемпе тата ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем хушшинчи тухăçлă çыхăнăва сÿтсе явасси пулчĕ. Çавăн пекех инвалидсене ĕçе илессипе квотăна пурнăçлассине, 2026 çулта ĕçпе тивĕçтерекенсем хушшинче Пĕтĕм Раççейри ыйтăма ирттерессине сÿтсе явнă. Мероприяти вăхăтĕнче участниксем ĕçленĕ вăхăтра килсе тухакан тĕрлĕ лару-тăрусем пирки те калаçнă. Мероприятие хутшăннă пур участнике те информаци материалĕсемпе тивĕçтернĕ.
Людмила МИШИНА, карьера консультанчĕ
