Аннен куçĕ мĕншĕн кашни кунах салху? Тăлмачă пулайăп-ши?..»

Çитменнине, çулталăк ытла питĕ çывăх хутшăнса тăнă хыççăн Андрей пĕр кĕтмен çĕртен çухалчĕ. Çĕр çăтрĕ тейĕн — шăнкăравласан та тытмасть, СМС-çыру шăрçаласан та хурав памасть. Таня айăпне каллех хă­йĕнче шырарĕ: «Тем япăххи каласа кÿрентертĕм-ши? Тен, вăл манран чипертереххине тĕл пулнă?..»

Çапах унран хыпар кĕтме пăрахмарĕ. Çывăрма выртсан та ыйхăланине пăхмасăр социаллă тетеле кĕре-кĕре пăхрĕ, тунсăхлă постсем çырчĕ. Хăй кĕтмен çĕртенех унăн пуçне сăвă йĕркисем килчĕç. Ирсерен те куçне уçнă-уçманах телефонне ярса тытрĕ вăл: тен, Андрей çырнă? Анчах виçĕ уйăх шухăшсемпе асаплансан та Таня чунне çывăх яшран çыру кĕтсе илеймерĕ. «Эпĕ никама та кирлĕ çын мар», — канăçсăрланчĕ вăл…

— Пĕлетĕп, Андрей шăнкăравлатех. Унăн чуна ачашлакан сассине илтетĕпех, йăл куллине куратăпах, — кил умĕнчи пĕчĕк пахчари чечексене çум курăкран тасатнă май çурма саспах калаçрĕ хĕр. Картишри нумаях пулмасть туяннă анчăк вĕрнĕ сасса илтсе пуçне çĕклерĕ те хăйсен килĕ еннелле самай ватă хĕрарăм пăрăннине асăрхарĕ. Ури ыратать-ши — аллине туя тытнă. Шап-шурă çÿçне тутăр айне те тирпейлесе пуçтарман — çаплах утать.

Темиçе çеккунт куç илмесĕр сăнаса тăнă хыççăн Таня ăна палларĕ: Андрейăн кукамăшĕ. «Мăнукĕ ăçта вара? Вăл мĕншĕн пĕрле мар? Ахăртнех, ман валли мĕн те пулин пылаккине илме ял пуçĕнчи лавккана кĕрсе кая юлнă», — пуçĕнчи шухăшсем экспресс-пуйăс иртсе кайнăн мĕлтлетрĕç.

Хĕр пĕвĕ кĕнĕ Таня чăтса тăраймарĕ — умри пахча алăкне яриех уçса Тамара Ивановнăна хирĕç чупрĕ. Ыталаса илчĕ, Андрей пирки ыйтрĕ. Кинемейĕн куçĕнчен куççуль шăпăртатса юхма тытăнчĕ — çапса çăвакан çумăра пула стена тăрăх шыв анать тейĕн.

— Андрей халĕ пирĕн çине тÿперен тинкерет, — йывăррăн йынăшрĕ кĕске хушăрах самай ватăлнă хĕрарăм. — Хĕвел янкăр пăхмассерен мăнукăн кулли куç умне тухать, çил хыттăнрах вĕрмессерен унăн сасси хăлхана кĕрет, — учительте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă темерĕн — хуйхи çинчен те сăнарлăн калаçрĕ Тамара Ивановна.

Таня тахçан класри доска умĕнче ÿкнĕн тĕшĕрĕлсе анчĕ. Куçне уçрĕ те хăйĕн умĕнче Андрейăн кукамăшĕпе хăйĕн амăшĕ тĕпĕртетнине курчĕ.

— Турă шывĕ пур-и? Çавна илсе тухса сап, — терĕ кĕтмен хăна.

Малалла мĕн калаçни Таньăна йăлтах хăрушă тĕлĕке аса илтерчĕ.

— Мăнука чирĕ çĕнĕрен çапса антарчĕ. Карланкă ракĕ ăна виçĕ уйăхра вĕлерчĕ, — кил умĕнчи сак çине ларсан сăмахне тăсрĕ ватă çын. — Усал шыççи пирки тусĕсене те, тăвансене те калаттармарĕ. Черетлĕ хут операци тусан киле ячĕç. Питĕ тертленчĕ, апат çиейми, шыв ĕçейми, тухса çÿрейми пулчĕ. Ахаль те ури вырăнĕнче протезчĕ, хваттерте аран-аран çеç уткалама тытăнсан интернет урлă саккас парса шурă йăрăмлă хăмăр костюм, шап-шурă кĕпе, ялтăртатса тăракан пушмак туянчĕ. Курьер тухса кайсанах тăхăнмашкăн пулăшма ыйтрĕ. Вăйне пухса кĕлеткине тÿрĕ тытрĕ-ши — тĕкĕртен пăхса авланас каччă пек çаврăнкаларĕ. «Кукамай, мана çапла пытар», — терĕ. Виçĕ кун кравачĕ çинчен тăраймарĕ — ыратнине чакаракан эмелсем те пулăшайми пулчĕç. Тăваттăмĕш кунхине ир кÿлĕм темиçе сехет пач хускалмасăр выртнă ÿтĕнчен чунĕ тухса кайрĕ.

Пырĕнче çăтса çăтайми чăмакка капланнипе асапланакан Таня пĕтĕм кĕлеткипе чĕтрене-чĕтрене йĕме тапратрĕ — тытамак ернĕ тейĕн.

— Андрей — суеçĕ. Вăл Третьяков галерейине пĕрле пыма шантарнăччĕ. Сăмахне тытмарĕ апла, — тĕлĕкре вупăр пуснипе асапланакан çыннăнни евĕр аран тухрĕ Таньăн сасси.

Пÿрт йĕнĕ сасăпа тулчĕ. Аля та, Тамара Ивановна та куççульпех макăрчĕç.

/Вĕçĕ пулать/.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика