Стадион вырăнне — футбол уйĕ

Октябрь уйăхĕнчен пуçласа Вăрмарти тĕп стадионта калăпăшлă ĕçсем пуçланчĕç, «Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç никĕсĕ» регион шайĕнчи проектпа килĕшÿллĕн футбол уйĕ тума тытăнчĕç.

IMG 9736

Яваплă ĕçе Çĕрпÿри «Передвижная механизированная колонна ;8» е, тепĕр тĕрлĕ каласан, «ПМК-8» подрядлă организа­ци пурнăçлать. Район администраци­йĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, райадминист­рацин строительствăпа çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Иванова, Вăрмарти Спорт шкулĕн директо­рĕ С.Архипов, райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ А.Крас­нов кунти ĕçсемпе тăтăшах паллашса тăраççĕ, ĕçлĕ планеркăсем ирттереççĕ. Эпир те футбол уйĕн строительствипе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе подрядлă организацин прорабĕпе Андрей Витальевич Ивановпа тĕл пулса калаçрăмăр. Çĕнĕ йышши футбол уйĕ тăвассипе аван опыт пухнă организаци, Шупашкарта, Етĕрнере, Куснарта çакăн евĕр спорт лапамĕсем тума шаннă пулнă вĕсене. Хальхи вăхăтра та Вăрмартисĕр пуçне Куславк­кара футбол уйĕ тунă çĕрте тăрăшаççĕ организаци ĕçченĕсем.

ct2Малтанхи вăхăтра çĕрĕн çиелти сийне чавса илсе футбол уйĕн никĕсне хывнă чухне стадионта 12 техника единици явăçтарнă пулнă, халĕ - 5. Пĕтĕмĕшле ĕçсене декабрĕн çурри тĕлне вĕçлеме палăртнă. Хальхи вăхăтра искусствăллă газон сарма лаптăк хатĕр­леççĕ, çакăн валли 3 сий вак чул, ун çине шыв яман пленка сармалла. Иккĕмĕш сийне хурса пĕтернĕпе пĕрех. Çитес эрнере виççĕмĕшне сармалла. Кашнинчех вак чула ятарлă техникăпа пусарса хытараççĕ, якатаççĕ. Пулас футбол уйĕн 7 пин те 852 тăватакал метр лаптăкне симĕс газонпа витĕç. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ вара 2,62 гектарпа танлашать. Çумăр çусассăн та хăрамалли çук. Искусствăллă газон витĕр сăрхăнакан çумăр шывĕ пленка çине лекет, унтан айккăн канализацие юхса каять. Футбол уйĕнче икĕ хапха, виçĕ ларкăч, виçĕ урна пулĕ.

ct1Пулас футбол уйĕн айккипе плиткăсенчен 217 тăваткал метр лаптăк­лă тротуар сарнă, çутă кĕртнĕ, çывăх вăхăтра канализаци тумалла.

Андрей Витальевич прораб пĕлтернĕ тăрăх, ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Футбол уйне графикпе палăртнинчен маларах та туса пĕтерме шутлаççĕ. Юр çуни те чăрмав мар вĕсемшĕн, ĕç кунĕ пуçланас умĕн малтан хырса тасатаççĕ, вара хăйсен тĕп ĕçне тытăнаççĕ. Çапла тĕп стадион кĕçех палламалла мар улшăнса ларĕ, футбол вăййипе, спортпа туслисене хăй патне илĕртĕ.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ

Вăрмар райо­нĕнче «Демографи» тата «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕсене пурнăçласа онкологи чирĕсемпе кĕрешес енĕпе кăкăр шыççин ракне профилактикăлассипе акци иртет.

xAbZw2RfihMВăрмарти онкологи тухтăрĕ Надежда Илариевна Васильева Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул учителĕсемпе онкологи чирĕсене профилактикăлассипе «çавра сĕтел» ирттернĕ, харпăр хăй кăкрине килте еплерех тĕрĕслесе тăмаллине вĕрентнĕ.

Çавăн пекех тухтăр Кĕтеснерти фельдшерпа акушер пунктĕнче те йышăну ирттернĕ, онкологи чирĕсенчен еплерех асăрханмаллине ăнлантарса панă. «Усал шыçăна малтанхи тапхăрсенче тупса палăртсан сывалас шанчăк та пысăк», - тенĕ Надежда Илариевна.

Çавăн пекех «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче Вăрмар районĕнчи тĕп больницăна 111 çĕнĕ компьютер тата нумай функциллĕ 6 аппарат илсе килнĕ. Нумай функциллĕ тени çак аппаратпа пичетлеме, сканированипе копи тума май пуррине пĕлтерет. Çĕнĕ оргтехника тухтăрсемпе ытти медицина ĕçченĕсен ĕç тухăçлăхне ÿстерме май парать.

«Нацпроектсен задачисем нумай, тĕллевĕ – пĕрре» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата 

массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика