IMG 20251002 113837 808«Ватти ăс памасăр ĕç ăнмасть», — тенĕ ĕлĕкхи çын. Халĕ те тĕрĕс темелле ăна. Анчах та малтан ватă çын камне ăнланмалла пирĕн. Ун çулĕсене шутлама васкамалла мар. Пурнăç çулĕ тăрăх чылай утса тем те курнипе нумай пĕлекен çын вăл. Пĕр çын, паллах, пĕтĕмпе пĕлсе пĕтереймест, çавăнпа та ăслă сăмахсем пирки ятпа никама та асăнмасăр «ваттисен сăмахĕ» теççĕ.

Нумай çул каялла «Ваттисен сăмахĕ, каларăшсем» ятлă кĕнеке туянтăм та шутсăр савăнатăп. Мĕн кирли – пурте пур унта, пĕтĕм пурнăç куç умĕнче темелле! Ăна пĕр енчен çеç мар, темиçе енчен кă­тарт­са парать тата. Шухăш ăшне кĕрсе кайсан, тепĕр чух тупсăмне тупса çитерме те пулăшать. Ахальтен мар эпĕ паянхи калаçăва ваттисен сăмахĕпе пуçларăм, статья ячĕ те – вĕсен сăмахĕ. «Ват çын тăват çын шутне тăнă», — теççĕ-çке! Çапла, кирлĕ пулсах тăраççĕ вĕрентÿ сăмахĕсем. Пуçра тытмалла вĕсене пирĕн, хакламалла, çавăнпах-ха çулталăкра пĕр кун — «Ваттисен кунĕ» ятлă уяв кунĕ пур. Октябрĕн 1-мĕшĕнче паллă тăваççĕ ăна. Тен, ку уяв пуррине пĕлмен çын та пур, ун вырăнне теприсем ăна пысăк уяв вырăннех хураççĕ тесен юрать. Ырламалла çакна. Пире, краеведсене, питĕ çывăх çак уяв, Вăрмарти историпе краеведени музейĕнче туса ирттеретпĕр ăна, кăçал та çапла пулчĕ. Пĕлетĕр пуль, çыру ĕçĕнче вăй хунипе, кĕнекесем кăларсах тăратпăр эпир, хальхинче Галина Германовна Матвеевăн çĕнĕ кĕнекине хак парса калаçрăмăр. Ашшĕне, Герман Матвеевич Матве­ева, халалланăскер, «Пурнăç авăрĕ» ятлă. Тĕрĕс, çак ят хăйех питĕ нумай калать. Эпĕ – ырă кĕнеке тетĕп ун пирки. Ĕлĕкхи çын хăйĕншĕн чи хаклă пурлăха арчара упранă. Ăна хăй пĕр музей темелле. Герман Матвеевичăн çапла пурлăх дневник пулнă, вунвиçĕ тома çитернĕ ăна! Мĕн курни-илтнине, пĕлнине пĕрне те сиктерсе хăвармасăр, пĕтĕмпех вырнаçтарса пынă вăл ун çине. Фотосем те кунтах. Çак пархатарлă ĕç Тă­ван тавралăх историйĕшĕн питă пысăк пуянлăх халь! Каламасăрах паллă, пирĕн алла лекнĕ çĕнĕ кĕнеке – хĕрĕ ашшĕн пуянлăхне пире уççăн кăтартни пулса тухрĕ. Вулама пуçласанах Герман Матвеевăн ĕçĕ-хĕлĕ çеç мар, мĕн­ле çын пулни те витĕр курăнать. Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл. Хамăр тăрăхра çеç мар, республика шайĕнче те питĕ паллă журналист пулнă. Мускавра тухса тăракан хаçат-журналсем хаваспах пичетленĕ ăна, кунти çынсем радио урлă та хаваспа итленĕ. Пурăннă пулсан, кăçалхи июнĕн 18-мĕшĕнче 100 çул тултармаллаччĕ. Тăван ял халăхĕ пĕлсех тăрать ун юбилейне, питĕ хатĕр­ленсе паллă тунă терĕç. Çак хаçатра статья та тухрĕ. Ачисем пирки пĕр сăмахпа каласан, пĕринчен тепри маттуртарах темелле. Ваттисем: «Ача-пăчана ашшĕ-амăшĕ мул париччен ăс пама кирлĕ», — тени витĕр туллирех ăнланма пулать ăна. Çапла, Герман Матвеевичăн ачисем ашшĕ мĕн панине пĕтĕмпех илнĕ, тен, çавăнпах ашшĕ пек пулас тенĕ. Галина Германовнăпа Геннадий Германович çыру ĕçĕнче питĕ пултаруллă çынсем халь! «Лайăх ят мултан та паха», — тени пур тата. Ку вара вĕсене пурне те тивет! Ятлă-сумлă çынсене пурте хисеплеççĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх-çке вĕсем! Каламалли тата нумай та… çак хаçатăн калăпăшĕ пĕчĕккипе сăмах шутне чакарас пулать, анчах та, çиттĕр тесе каличчен, хамăн пуçа ĕмĕр пурăнма кĕрсе вырнаçнине сире каласа кăтартас килет. Çитмĕл çула çитсе пыракан çын сăмахĕ çакăнта кĕртнĕ ваттисен сăмахĕсен хушшинче ют пулмĕ тетĕп.

Ашшĕ те, амăшĕ те ачисене ырă çеç тума тăрăшать. Пĕчĕк чухне пурне те паллă ку, çитĕннисене вĕсем кирлĕ мар пек туйăнма пуçлать çав. Çавăнпа калатăп: хамăр ура çине тăрсан атте-анне каланă пек тăвас килмесен те – сăмахĕсене пуçа чикни кирлĕ. Усă пулатех! Шухăшласа пăхмасăр ăнланмастпăр эпир ăна, ырă тăвас тесе калани пирĕнте хăйĕн йĕрĕпе ĕçлет! Çапла вăл, пурнăç… Сăмах унта питĕ пысăк вырăн йышăнать!

Юрий ПЕТРОВ Сантус-Ара, Мĕнпур чăвашсен наци культурин Халăх писателĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика