e0239cdd 3f13 4fd6 9662 7675d88ee10c

Хальхи вăхăтра ялта туса ирттермелли кирек епле ĕçе те ял çыннисем çине тăрсан патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пурнăçлама пулать. ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе ĕçлесе кайнă «Ниме — халăх бюджечĕ» программа анлă ĕçлет паянхи кун. Вăрмар округĕнче те чылай ĕç пулса пычĕ ку программăпа. Мăнçырмасем акă, Н.Крупская урамĕнчи çăла çĕнĕ пурнăç парнелерĕç. Проект хатĕрлесе çăлкуç территорине хăтлăх кĕртнĕ. Тĕрĕссипе ку ĕçе пуçарса ярассине Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Вячеслав Иванович Левин хăйĕн çине илчĕ. Ял халăхĕнчен пуçтармалли укçа-тенкĕне те хăй пухма тăрăшрĕ, ытти ыйтупа та чупрĕ. Мăнçырмари территори пайĕн начальникĕпе Николай Михайловичпа, кунти специалистсемпе канашласа пĕр шухăшлă пулса ĕçлерĕç. Подрядчикпе те ăнчĕ — Кĕтеснер ял çынни, «СтройДорИндустрия» тулли мар яваплă обществăн хуçи Виталий Николаевич Васильев çăлкуç тавра тумалли пур ĕçе те пĕрле ĕçлерĕ. Августăн 3-мĕшĕнче тытăннă объекта туса пĕтернĕ ĕнтĕ. Хăйсен пуçарăвĕпе сметăна кĕртмен хушма ĕçсене вĕçлерĕç халĕ. «Ĕçе пуçăничччен Виталий Николаевичпа çăла хăтлăх кĕртессипе калаçса илтĕмĕр, ĕçленĕ хушăра вăл кăмăллă, ĕçе тĕплĕ тăвакан çын пулнине ăнланса илтĕм. Иксĕмĕр пĕрле хамăрăн ăса, алă-ура ĕçленине тĕпе хурса пулса пычĕ пирĕн çак ĕç. Ĕçленĕ хушăра ытти çынсен сĕнĕвĕсене те шута илсе пурнăçа кĕртме тăрăшрăмăр. Пĕтĕмĕшле проектпа килĕшÿллĕн уйăрнă укçа çителĕксĕр пулчĕ пур япалана та тума. Çавăнпа та хамăн кĕсъерен те сахал мар кăларма тиврĕ. Епле пулсан та хамăн тăван аттен кил-çурчĕпе çывăхра вырнаçнă объекта хăтлăх, тирпей-илем кĕртесси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак çăл чи тăрă, таса, тутлă шывлă çăлкуç. Çавăнпа та ăна упраса хăвармаллах», - каласа пачĕ Вячеслав Левин. Ĕмĕр тăршшĕпех стройка ĕçĕпе тăрăшакан Вячеслав Левин строительство енĕпе лайăх ăнланать, ахальтен мар ĕнтĕ подрядлă организацин ертÿçипе Виталий Николаевичпа çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупма пултарнă вĕсем. Ĕçе чун-чĕре хушнипе, кăсăкланса пурнăçласан вăл савăнăç кÿрет, çиелтен, ячĕшĕн е тупăш илессишĕн кăна тусан вара пахалăхсăр, часах юрăхсăра тухаканскер пулать. Çăл вырăнне ют çынсем мар, хăйсем çуралса ÿснĕ тăван тăрăха юратакансем хăтлăх кĕртни ăна пуянрах, илемлĕрех тума хистет. Малашне кунта хăйсен вăйĕпе ландшафт дизайнĕ туса чечексем, йывăçсемпе тĕмсем, ешĕл ÿсентăрансем лартма палăртаççĕ. Ял халăхĕшĕн ку вырăн малашне чăн-чăн туртăм центрĕ пулса тăрĕ.

Çăл вырăнĕнче нумай ĕç тунă, территорие тимĕр карта тытса çавăрнă, брусчатка сарса тротуар сарнă, тимĕртен тунă пĕчĕк кĕпер вырнаçтарнă, навес хăпартса лартнă, шыв юхса тăракан вырăнта шалта хаклă çĕрмен терраса хăмисем сарнă, ларкăчсем лартнă, электричество юпи, икĕ бетон çаврака лартса шыв пухакан вырăн туса хунă, шурлăх пек вырăна тăпра тиесе килсе сарнă, брусчатка айне чылай вак чул хурса хăварнă. Çăлран юхакан шыв юххине лайăхлатма çул урлă хирĕçри çырмана тасатнă. Çул урлă каçса каякан шыв юххин икĕ енĕпе пысăк чулсем çирĕплетсе тухнă. Мĕн ĕç тунине сăмахпа каласа пĕтереймĕн, пырса курсан аванрах. Пĕтĕмпе проект хакĕ — 1 440 678,28 тенкĕ, Мăнçырма халăхĕ кам мĕн чухлĕ пама пултарнине кура 288 пин тенкĕ пуçтарса панă.

Подрядчик ĕçсене вăхăтра вĕçлерĕ терĕмĕр, Вăрмар округĕн администрацийĕн ятарлă комиссийĕн ĕçе йышăнмалли юлать.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика