

«Вăрмар районĕнчи потребительсен обществи» потребительсен кооперативĕнче çак кунсенче ĕçлĕ тĕлпулу иртрĕ. Мероприятие Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Чăваш Республикинчи потребительсен союзĕн Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Вăрмар райповĕн Канашĕн председателĕ Марина Сейфуллина, Вăрмар райповĕн работникĕсемпе ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Вăрмар районĕнчи потребительсен обществи муниципалитет аталанăвне пысăк тÿпе хывать, ял халăхне тĕрлĕ таварпа тата пулăшусемпе тивĕçтерет, çав шутра вырăнти производительсемпе çыхăнура ĕçлесе хамăр тăрăхра туса кăларнă продукцие ял çыннисем патне çитерет. Çавăн пекех ĕç вырăнĕсем йĕркелет, халăхран чĕртавар пуçтарать тата ытти те. Пĕтĕмĕшле каласан, социаллă пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ енлĕ ĕç пурнăçлать.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, пухăннисен умĕнче сăмах илнĕ май, хăйсен ĕç вырăнĕсенче тулли кăмăлпа тата яваплăн вăй хуракан çынсем пулăшнипе пирĕн округ пурăннине тата малалла аталанса пынине палăртрĕ. Вăрмар райповĕ — округа тĕрев паракан предприятисенчен пĕри пулнине каларĕ. «Сирĕн ĕçченлĕхĕр тата хастарлăхăр пысăк хисепе тивĕçлĕ», — терĕ вăл.
Чăваш Республикинчи потребительсен союзĕн Канашĕн председателĕ Валерий Павлов Вăрмар райповĕн коллективне пĕрлĕхре ĕçленĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ. Чăваш кооперацийĕн ăнăçăвĕ çак тытăмра ĕçлекен мĕнпур сотрудникрен, çавăн пекех влаç органĕсенчен тата вырăнти хăйтытăмлăхран килнине палăртрĕ.
Тĕлпулу ырă самантпа — Вăрмар райповĕн ĕçченĕсен чыславĕпе вĕçленчĕ. «Универмаг» тулли мар яваплă обществăн хатĕрлев енĕпе ĕçлекен специалистне Марина Петровна Федоровăна, çавăн пекех ветерансене — «Общепит» тулли мар яваплă обществăра буфетчикра ĕçленĕ Галина Григорьевна Степановăна, райпора ревизорта вăй хунă Зоя Елизаровна Нягинăна, товароведра тăрăшнă Луиза Никоноровна Тимофеевăна «195 çул. Раççей Федерацийĕн потребительсен кооперацийĕ» юбилей медалĕпе наградăларĕç. Ытти наградăсем те пулчĕç.
«Вăрмар райповĕнче чăн-чăн ăстасем тата тав сăмахĕсене кăна тивĕçлĕ çынсем ĕçлеççĕ. Ĕç условийĕсене лайăхлатса пыма тăрăшатпăр, çамрăк специалистсене çул уçатпăр, нумай ĕçлекен опытлă ĕçченсем вара вĕсене пулăшсах пыраççĕ», — палăртрĕ Вăрмар райповĕн Канашĕн председателĕ Марина Сейфуллина.
