
Çумăрлă çанталăк фермерсене кăçал чылай ура хурса пырать темелле. Тыр-пул пухса илме, çĕр улми кăларма уяр куна сыхламалла. Çав-çавах та кунсене вăрла-вăрла ĕçĕсене туса ĕлкĕрме тăрăшаççĕ. Кĕлкешри Геннадий Николаевич Ямуков хуçалăхĕнче çĕрулми уйĕсем кĕтеççĕ. Кăçал фермер 125 гектар çинче Жуковский, Ред Скарлет, Гала çĕрулми сорчĕсене çитĕнтернĕ. Халĕ шăпах Жуковский сортлине кăлараççĕ. Тупах, Кĕлкеш, Çитмĕш, Ямпай, Пинер ялĕсенче пурăнакансем «иккĕмĕш» çăкăра пуçтарма тухаççĕ. Ирхине 8.00 сехетрен пуçласа 16.00 сехетчен уйра вĕсем. Кăнтăрлахи пĕрер сехечĕ — апатланса канса илмелли вăхăт. Эпир пынă кун 18 çын пуçтаратчĕ. Вĕсем хушшинче ытларах пайĕ — хĕрарăмсем. Ана çинче сеткăсем çине тултарнă çĕрулмине грузчиксем тиесе склада турттараççĕ. Çĕрулми туянас текен клиентсем чылай Геннадий Николаевичăн, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен куртăммăн туянма пысăк тиевлĕ автомашинăсемпе çитеççĕ, тĕслĕхрен, Самарăран, Саратовран,Тольяттирен. Оптовиксем хушшинче çĕнĕ клиентсем те пур. «Ытларах Гала сорта кăмăллаççĕ туянакансем. Ăна хальлĕхе кăларма тытăнман-ха эпир», - пĕлтерчĕ Геннадий Николаевич. Çĕрулмине пĕр килограмне 18 тенкĕпе вырнаçтарать фермер. Пуçтаракансене кунсерен 2 пин тенкĕ тÿлеççĕ, грузчиксене, паллах, ытларах.
«Иккĕмĕш çăкăра» кăларса пĕтерме пуринчен ытла уяр çанталăк кирлĕ халĕ. Ăнăçу сунатпăр фермерсене кăçалхи тухăçа туллин пуçтарса кĕртме.
