3651782c 75ec 4797 851d 389086d540f6

c6d6ac36 3444 44f1 8b5d 053edae04803

Тикашри культура çуртĕнче вырнаçнă маскировка сеткисем çыхмалли пунктра çуллахи тăхтав хыççăн ĕçе çĕнĕрен пуçăннă.

Ятарлă çар операцине хутшăнса пирĕн паянхи лăпкăлăха, каçхи лăпкă ыйха сыхлакан салтаксене хăйсене те пирĕн тĕрев, пирĕн пулăшу кирлĕ. Çавăнпа тикашсем, ялти культура çурчĕн заведующийĕ Надежда Гаврилова ертсе пынипе, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене валли маскировка сеткисем çыхаççĕ. Сеткăсем çыхасси — тĕплĕн тумалли ĕç, çавăнпа ял халăхĕ яваплă ĕçе чунри чи ырă та ăшă туйăмсемпе пурнăçлать. Акă, çак кунсенче вĕсем патне СВО зонинчи ентешсенчен заказ килнĕ — кĕске вăхăтра маскировка сеткисем çыхса парса яма ыйтаççĕ. Кашни маскировка сетки пирĕн салтаксене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерет. Çавăнпа тăрăшса ĕçлеççĕ волонтерсем. Сеткăсем çыхма материалĕ пур, ĕç вĕрет.

Çĕнĕ Вĕренерти маскировка сеткисем çыхмалли пунктра ĕçлекенсем те Çĕнтерĕве хăйсен тÿпине хывассишĕн пĕр чăмăрта вăй хураççĕ. Любовь Васильева йĕркеленипе тата ертсе пынипе çак пархатарлă ĕçе ялти клубра пĕлтĕрхи кĕркуннеренех пурнăçлаççĕ. Тухăçлă ĕçлеççĕ çĕнвĕренерсем, СВО валли 120-е яхăн сетка çыхса панă. Çак кунсенче те, çанталăк çумăрлă тăнă май, пысăк та туслă йышпа пухăнса маскировка сеткисем çыхнă вĕсем. Хăшĕсем килĕсенче те ĕçлеççĕ, материалтан лентăсем касса хатĕрлеççĕ. Пурте пысăк маттурсем, фронта активлă пулăшаççĕ!

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика