
Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакансем чăтăмсăррăн кĕтнĕ пулăм пурнăçланчĕ — юнкун ялта çĕнĕ культура çурчĕ хăйĕн алăкĕсене тараватлăн уçрĕ.
Савăнăçлă мероприятие ял халăхĕ те, хăнасем те йышлăн хутшăнчĕç. Вĕсемпе пĕрле çак савăнăçа Чăваш Республикин строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешÿсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ Иван Аверьянов тата ытти хисеплĕ çынсем пайларĕç.
Мероприяти уçăлнине палăртса «Парне» халăх фольклор ансамблĕ хаваслă юрăсем шăрантарчĕ. Яваплă çынсем Кивĕ Вăрмар ялĕн хастар ачисемпе пĕрле хĕрлĕ хăйăва касрĕç, йăлана кĕнĕ йĕркепе çăкăр-тăвар тутанчĕç. Унтан пурте пĕрле туслă йышпа çĕнĕ, хăтлă, капăр культура çуртне кĕчĕç.
Тултан пăхсан та çав тери илĕртÿллĕ культура çурчĕ, шала кĕрсен те кăмăла каймалла. Еплерех таса, ăшă, çутă, типтерлĕ кунта. Пухăннисем кашни пÿлĕмне кĕрсе курчĕç, унтан актовăй зала çул тытрĕç. 150 çын вырнаçмалăх тунă культура çуртĕнче кашнин валли вырăн тупăнчĕ.
Раççей тата Чăваш Ен гимнĕсем мăнаçлăн янăранă хыççăн сцена çине хисеплĕ хăнасем хăпарчĕç. Кивĕ Вăрмарта çав тери пултаруллă та тăрăшуллă çынсем пурăннине, «Культура аталанăвĕ» регион программи шайĕнче хăпарнă çĕнĕ клуб вĕсемшĕн вăхăта усăллă тата тухăçлă ирттермелли вырăн пуласса шаннине палăртрĕç вĕсем, Вăрмар округĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен строительствине тата юсавне республика пысăк тимлĕх уйăрнине каларĕç, çавăншăн Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева тата регион Правительствине тав турĕç. Ентешĕсене агропромышленность комплексĕн ветеранĕ Геннадий Эверсков, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Сергей Федотов, çавăн пекех Михаил Архангел ячĕллĕ Вăрмарти чиркÿ настоятелĕ Елисей Илларионов иерей те ăшшăн саламларĕç.
Чыслав саманчĕ уява илем кÿчĕ. Парнесем, наградăсем сахал мар пулчĕç çак кун. Ял активисчĕсене, ятарлă çар операцийĕн участникĕсене пулăшу кÿме хастар хутшăнакансене медальсемпе хисеплерĕç.
Паллах, çакăн пек пысăк пулăм концерт программисĕр иртмерĕ. Сцена çинчен «Парне» халăх фольклор ансамблĕн юррисем шăранчĕç, «Степ» ташă студине çÿрекенсен пултарулăхĕ куракансен чĕрине вырнаçрĕ, Кивĕ Вăрмар ачисем сăвăсем каласа, юрăсем юрласа, музыка инструменчĕсемпе ăста каласа тĕлĕнтерчĕç. Пĕр чарăнми алă çупрĕç мероприятие хутшăнакансем. Çапла пулмасăр, çĕнĕ культура çуртне хута яни вĕсемшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Культура аталанать — ял пурăнать.
