Учителя чувашского

Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ тата Раççей Геройĕ Н.В. Смирнов сержант ячĕллĕ Шупашкарти 33-мĕш вăтам шкул йĕркеленипе çак кунсенче интереслĕ мероприяти — çавра сĕтел иртрĕ. Ку тĕлпулăва Раççейри халăхсен тăван чĕлхи кунне халалланă. Тĕп тема – хальхи вĕренÿ стандарчĕсемпе усă курса чăваш чĕлхине упрасси тата аталантарасси.

Çавра сĕтел ĕçне Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул вĕрентекенĕсем Роза Михайловна Иванова тата Ирина Валерьевна Яковлева хутшăнчĕç /сăн ÿкерчĕк çинче\. Мероприятие Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн проректорĕ Инесса Ядранская уçрĕ, вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартрĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пуçланнине асăнчĕ вăл, республикăри шкулсемпе ача сачĕсенче нумай чĕлхеллĕ классемпе ушкăнсем уçăлни пирки пĕлтерчĕ.

Шупашкар хулинчи 33-мĕш вăтам шкул директорĕ Надежда Семенова хула шкулĕнче чăваш чĕлхине аталантарас ĕçре тĕрлĕ проектсемпе ĕçлеме май пурри çинчен каларĕ. Темиçе çултанпа шкулта Çĕнĕ çул уявне чăвашла ирттереççĕ. Уява ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те хапăлласах йышăнаççĕ.

Урокри тата класс тулашĕнчи çĕнĕлĕхсемпе те паллашрĕç вĕрентекенсем. Римма Гаврилова /40-мĕш шкул вĕрентекенĕ\ нумай чĕлхеллĕ класра ĕçлемелли мелсем пирки ăнлантарчĕ, Ирина Диарова /33-мĕш шкул вĕрентекенĕ\ сасăланă чăваш алфавичĕпе паллаштарчĕ. Светлана Кулакова /Патăрьел муниципалитет округĕн Ыхра Çырми шкулĕн вĕрентекенĕ\ «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» пĕрлĕхри çĕнĕ рубрика çинчен каласа пачĕ.

Çĕнĕ проектсенчен пĕри вăл «Шкул дневникĕ чăвашла» /«Чувашский дневник»\ пулчĕ. Паянхи кун хула шкулĕсенче вĕренекенсем çĕнĕ дневниксене кăмăлласах алла тытрĕç. Проектпа Анастасия Анохина /И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ\ паллаштарчĕ.

Тăван чĕлхене аталантарас ĕçре Халăхсен туслăхĕн çурчĕн тÿпи пысăк. Ун пирки учреждени руководителĕ Сергей Иванов каласа кăтартрĕ.

Мероприяти пухăннисемшĕн усăллă пулчĕ. Вĕрентекенсем тăван чĕлхе халăх пуянлăхĕ пулнине хăйсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе тепĕр хутчен çирĕплетрĕç.

Роза ИВАНОВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика