95365665 ceda 4274 99f2 4f7793498da1

93ff686a 0ac6 4976 9dda a6a83c7390541

Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ятарлă çар операцийĕн паттăрне, Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин аслă лейтенантне Александр Николаевич Николаева асăнса çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусем иртрĕç.

Унта Вăрмар шкулĕнче 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем, çавăн пекех Кĕтеснерти тĕп шкул вĕренекенĕсем активлă хутшăнчĕç, пурĕ 18 команда пулчĕ.

Пухăннисен умĕнче шкул директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Валентина Табакова, Александр Николаевăн амăшĕ Галина Николаева, «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн Вăрмарти муниципаллă координаторĕ Татьяна Шигильдеева, «Тăван çĕршыв хÿтĕлевĕпе хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем» предмета вĕрентекенĕ Владимир Антонов сăмах илчĕç. Вĕсем шкул ачисене Александр Николаевăн пурнăçĕпе çарти паттăрлăхĕ çинчен каласа пачĕç, унран ырă тĕслĕх илсе тăрăшса вĕренме тата спортпа туслă пулма сунчĕç.

Александр Николаевич Николаев 1999 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕ. 2015 çулта Кĕтеснер шкулне «5» паллăсемпе пĕтерсе малалла Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. 2017 çулта РФ наци гвардийĕн Пермь хулинчи çар институтне вĕренме кĕнĕ, ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. 2021 çултанпа Выборг хулинчи мобильлĕ ĕçсен подразделенийĕсенче службăра пулнă, «аслă лейтенант» званине тивĕçнĕ. 2023 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче ăна Брянск облаçĕн чиккисен çумне янă. Августăн 22-мĕшĕнче Раççей территорине вăрттăн кĕме тытăннă тăшмансене хирĕç тăрса паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Раççей чиккисене хÿтĕлесе пуçне хунă офицера РФ Президенчĕн В.Путинăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Александр Николаевич Николаева хисеплесе 2024 çулта Кĕтеснер шкулне унăн ятне панă.

Мероприяти шайĕнче шкул территорийĕнчи Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен аллейинче вырнаçнă паттăрăн портречĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Унтан ăмăртусем пуçланчĕç. Кашни команда старта хавхаланупа тухса финишалла васкарĕ. Пурте питĕ маттур пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем вара дипломсене тивĕçрĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика