

Пинерти суйлав участокĕ ялти шкулта спорт залĕнче вырнаçнă. Шкула пырса кĕнĕ çĕрте хаваслă кĕвĕ янăрать. Суйлав кунĕ уяв вырăнĕнчех кунта. Участокĕпе пурĕ 542 çын сасăламалла. «Çанталăк аван паян. Ял çыннисем активлă хутшăнаççĕ суйлава. Комиссире 9 çын эпир. Вăтакас ял халăхĕ патне хамăр кайса сасăлаттаратпăр», - пĕлтерчĕ суйлав комиссийĕн председателĕ Людмила Боредская. Пĕрремĕш кун 10 сехет тĕлне 31 çын сасăлама ĕлкĕрнĕ. Акă, 76 çулхи пенсионерка Зоя Петровна Михайлова ку хутĕнче те суйлавра активлăх кăтартрĕ. Пинерти шкулта нумай çул лаборант, библиотекарь пулса ĕçленĕскер кашни суйлава хутшăнмалли яваплăха лайăх туять. «Пĕрре те сиктерсе курман, килес тесех килетĕп хамăн сасса пама. Манăн кин те Ольга Геннадьевна Михайлова шкулта ĕçлет, кĕçĕн класс ачисене пĕлÿ парать. Суйлав кунĕнче паян та кунта вăл, сăнавçă ĕçне пурнăçлать», - пĕлтерчĕ Зоя Петровна.
Чăнах та, пинерсем комисси членĕсем умĕнче черет тăрса бюллетеньсем илчĕç, туслăн сасăлава хутшăнса пычĕç.
