Тĕрлĕ транспорт хатĕрĕпе ярăннă чухне алă-урана амантасран, инкек тÿсесрен мĕнле асăрханмалли пирки республикăри клиника больницин тухтăрĕ - травматологĕ Кадиков Иван Васильевич каласа парать.

- Ярăнмалли чи анлă сарăлнă хатĕрсене илес пулсан хăвăрт çÿрекен электросамокат е велосипед хăрушăрах-ши?

- Кун пек тÿрех татса калама та çук пулĕ, электросамокатпа та, велосипедпа та питĕ асăрхануллă пулмалла. Кунта ярăнмалли хатĕрĕ мар, унăн хăвăртлăхĕ мĕнле пулни тата ÿкес механизм пĕлтерĕшлĕрех теме пулать. Электросамокат каварлăхĕ мĕнре-ха? Велосипедпа пынă чух урасене, мыщцăсене ĕçлеттерме тивет, ывăнсан хăвăртлăхĕ те чакать. Электросамокатпа вăй хумасăрах, тар кăлармасăрах, кнопка пуснипех хăвăртлăхне ÿстерсе пыма пулать.

Каларăмăр ĕнтĕ, мĕнле ÿкни те пĕлтерĕшлĕ. Велосипед çÿллĕрех, унпа ярăннă чухне эпир çÿлтен тата велосипедпа пĕрле ÿкетпĕр, çакă та, рамăпа педальсем урасем хушшинче пулнăран хăйсем енчен те сиен кÿме, мĕне те пулин амантма пултараççĕ. Электросамокатпа пынă чухне, хăвăртлăхĕ пысăках мар пулсан, çаврăнăçуллăраххи сиксе юлма та пултарать. Анчах, ун пек чух пуçпа тăрăнса пуç мимине кисретме, амантма пулать. Çавăнпа кунта хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла, тимлĕхе пĕр самантлăха та çухатмалла мар. Тата çакна калас килет - электросамокатпа, велосипедпа, питбайкпа ярăнмалли хатĕрсемпе ытларах алă-урана амантаççĕ. Эпир, травматологсем, вĕсене курса çакăн пек пĕтĕмлетсе калама пултаратпăр: хăрушсăрлăх йĕркисем пур, хăрушсăр транспорт çук.

Самокат хăрушлăхĕ - унăн конструкцийĕнче, унăн ураписен диаметрĕ пĕчĕк пулнинче. Çавăнпа ытти транспортпа танлаштарсан вăл çирĕп мар. Урапи мĕн чухлĕ пĕчĕкрех - ăна тытса пыма çавăн чухлĕ кăткăсрах. Шăтăк-путăка лексен е ума пĕчĕк чул татки тухса выртсан, вăл вылянса кайма пултарать.

- Урапа тапса, тĕксе ярăнмалли самокат вара ун пекех пысăк хăрушлăх кăларса тăратмасть пулĕ?

- Ун пекки хăрушсăр туйăнать, анчах кунта та хăш-пĕр йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Чылай вăхăт тата яланах пĕр ура çинче, пĕр еннелле сулăнса ярăнни çурăм шăммишĕн хăйне евĕр тиев, нагрузка тетпĕр. Çурăм мышцисен те пĕр енĕ ытларах ĕçлет, ача урасене улăштармасăр пĕр вĕçĕм е сылтăм, е сулахай ура çинче кăна ярăнсан кĕлеткене те тÿрĕ тытма пăрахать.

Самокат ураписем пĕчĕк терĕмĕр, çавăнпа çул çинчи шăтăк-путăка пула кĕтмен çĕртен ÿкес хăрушлăх пысăк, ал-урана, пуçа, пите амантма пултараççĕ. Çавăнпа самокат çине тăрсан ачана урине улăштарса пыма вĕрентмелле, ытла нумай вăхăт ярăнтармалла мар, пуçа шлем тăхăнтартмалла, ытти хÿтĕлев хатĕрĕсем пирки те манма юрамасть. Самокатне ача çÿллĕшне кура туянмалла, тÿрĕ, яка вырăнта, васкамасăр ярăнмалла. Хускану - пурнăç, самокатпа пĕлсе, виçеллĕ, асăрханса ярăнни сывлăха çирĕплетме кăна пулăштăр.

- Ярăннă чух ÿксе чи малтан пуçа, ал-урана амантаççĕ, терĕр. Сирĕн пата ачасене, çамрăксене тата мĕнле сурансемпе ытларах илсе килеççĕ-ха?

- Суранĕсем чăнах та тĕрлĕрен пулаççĕ. Пысăках мар хăвăртлăхпа пынă чухне ÿкме пуçласан та теприсем хăраса, çухалса каяççĕ, пĕр çĕрелле пăчăртанса, пуçтарăнса ĕлкĕреймеççĕ, вырăсла нужно сгруппироваться теççĕ, çавна май пуç çине ÿкеççĕ, алă-урине амантаççĕ. Ÿкнĕ чухне çын хăй сисмесĕрех аллине малалла тăсать, çавна май алă, пÿрне шăммисене, сыпписене, хулпуççине амантаççĕ. Ярăнмалли хатĕр вылянса кайсан, ăçта та пулин пырса çапăнсан е ăна тăрук чарма хăтланса чĕркуçи сыпписене амантнă, ура пăкăльчăкне /лодышка теççĕ\ хуçнă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Çавăн пекех ÿкнĕ чухне çемçе ÿт шăйăрăлса, татăлса каять, хытах ыраттарнă вырăна юн тулма пултарать, гематома тетпĕр.

- Çынсем ÿксе аманнă сăлтавсем - тимсĕрлĕх, пысăк хăвăртлăхпа пыни, ÿкнĕ чухне хăйсене кирлĕ пек тытма пĕлменни терĕмĕр...

- Сăлтавĕ чăн та, чылай, чи анлă сарăлнисем - кирек епле хатĕрпе те пысăк хăвăртлăхпа пыни, çулĕ яка, тÿрĕ мар пулни те, хăйсем тимлĕхе çухатни, çăмăлттайлăх. Ку е вăл ярăнмалли хатĕрпе мĕнле усă курмаллине пĕлменнисем те, пĕрремĕш хут самокат çине тăракансем те тÿрех пысăк хăвăртлăхпа ярăнма пăхаççĕ, хÿтĕлев хатĕрĕсемпе усă курмаççĕ.

Çавăнпа ярăнма тухнă чухне çав хăрушсăрлăх йĕркисене питĕ çирĕп пăхăнмалла, хÿтĕлев хатĕрĕсемпе - шлемсемпе чĕркуççи, чавса çине тăхăнмалли, кĕлеткене, кăкăр шăммипе шалти органсене хÿтĕлемелли ятарлă хатĕрсемпе, «панцирсем» теççĕ, усă курмалла. Тĕрĕс экипировка тата тимлĕ пулни ÿксе аманас, çавна пула операци сĕтелĕ çине лекес хăрушлăха чакараççĕ. Ярăннă чухне пуçа çухатмалла мар, йăлтах шута илмелле, иртен-çÿрене хисеплесе, асăрханса ярăнмалла.

- Велосипедпа, скутерпа, мотоциклпа, электросамокатпа, питбайк текен хатĕрпе ытларах çамрăксем ярăннине курма пулать, шел те, аманса шар куракансем те вĕсемех ĕнтĕ.

- Çамрăксем те, кĕçĕн çулхи ачасем те пур. Юлашки вăхăтра вĕсемпе усă курас йĕркене хăш-пĕр улшăнусем кĕртрĕç. Çакна пула та тен, аманса инкек тÿснĕ тĕслĕхсем кăшт сахалланни сисĕнет-ха. Çапах та çакă тимлĕхе чакармаллине пĕлтермест. Пуçласа вĕсемпе усă куракансем хăйсене, хăйсен вăйне ытлашши шанаççĕ, темелле-ши? Вĕсем хăйсен пурнăçĕпе сывлăхне сиен кÿнипе пĕрлех урампа утса пыракан ытти çынсем çине кĕрсе кайма, амантма пултараççĕ. Тротуарпа, урапа пыракан хăйне хыçалтан, çурăм хыçĕнчен пырса çапасса курмасть, туймасть, кĕтмест вĕт.

- Ÿксе амансан тÿрех больницăна кайманни, шăмăсем тĕрĕс мар сыпăнни мĕнпе хăрушă-ха?

- Тепĕр чухне ача ÿксе аллине, сăмахран чавса тĕлĕнчи шăмма хуçма пултарать. Аслисем вăл аллине кăна ыраттарнă, хăйех иртет тесе шутлама пултараççĕ. Пĕр-икĕ эрнерен те ыратни иртмест, алă шыçать, кун пек чухне шăмă тĕрĕс мар сыпăнма пуçлать. Кун пек чухне вăхăта тăсни хăйне евĕр хăрушлăх кăларса тăратать - шăмă тĕрĕс мар сыпăнса алă унчченхи пек йĕркеллĕ, кирлĕ пек ĕçлейми пулать. Шăмă хуçăлнине вăхăтра асăрхаса сиплемесен, вăл хăйĕн пирки кайран аса илтеретех. Çавăнпа кун пек чухне, ÿксен, мĕн те пулин хытах ыраттарсан, вăхăтра рентген туса тĕрĕслеттерме тăрăшмалла.

- Пĕр-пĕр транспортпа пынă чухне ÿксе аманнă, инкек тÿснĕ çынна вăхăтра пĕрремĕш пулăшу пани те пĕлтерĕшлĕ. Кун пек чухне мĕн асра тытмалла-ха, мĕнле пулăшма пулать?

- Чи малтанах аманнă çын хăйне пĕтĕмĕшле мĕнле туйнине пăхмалла, ăна вырăнтан куçарма тăхтамалла. Амантнă вырăна тата сиенлетес хăрушлăх пур. Машинăсем çÿрекен вырăнта пулсан кăна çул айккине илсе хума юрать. Çын тăн çухатнă, пуçне амантнă паллăсем пулсан, мăй, çурăм тĕлĕнче хытах ыратнине сиссен, ал-ури аманнă, юн юхать пулсан, пĕр тăхтамасăр васкавлă пулăшу чĕнмелле. Çын тăнпах, хăйне япăх мар туять, анчах алли е ури аманнă пулсан та, тĕкĕнмелле мар, тÿрлетес тесе вĕсене тата амантма пулать. Юн юхать пулсан чарма тăрăшмалла, сурана малтан таса шывпа, унтан антисептикпа тасатса стерильлĕ марльăпа çыхмалла, повязка хумалла. Çапла майпа сурана инфекци лекесрен сыхласа хăварма пулать. Суран çине тÿрех, малтанхи сехетсенче таса татăкпа чĕркенĕ сивĕ япала хуни те ыратнине тата шыçнине чакарма пулăшать. Çын вăйлах аманман пек туйăнать пулсан та ăна сăнасах тăмалла. Ÿкнĕ, аманнă çын пуç хытă ыратнине палăртсан, хăсма пуçласан, пуçĕ çаврăннине пĕлтерсен, унăн çывăрас килнине, йĕркеллĕ утайманнине сиссен васкасах больницăна илсе çитерме тăрăшмалла.

- Калаçăва пĕтĕмлетсе, Иван Васильевич, тата мĕн сĕнсе калама пултаратăр-ха?

- Пурне те питĕ тимлĕ те асăрхануллă пулма сĕнетĕп. Ярăнмалли хатĕрсемпе çул çине тухсан, пĕр самантлăха та тимлĕхе ан çухатăр. Асăрханса, умри çула сăнаса, васкамасăр, ятарлă йĕркене çирĕп пăхăнса ярăнсан йăлтах йĕркеллĕ пуласса шанас килет. Сывă юлăр, хăвăр сывлăхăра упраса пурăнăр.

Антонина ТАБАРДАК

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика