
Танкист кунĕ ячĕпе Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта хăюлăх урокĕ иртрĕ. Мероприятие хăйсен пурнăçне танк çарĕсемпе çыхăнтарнă паттăрсене — çак шкултан вĕренсе тухнă çынсене халалланă.
Хăюлăх урокĕнче Раççейĕн паллă вĕренÿ заведенине — Хусанти танк училищине пĕтернĕ выпускниксене пысăк тимлĕх уйăрнă. Шкул директорĕ Людмила Никифорова палăртнă тăрăх, çак вĕренÿ заведенийĕ 25 пин ытла танкист-офицер хатĕрленĕ. Людмила Федоровна ачасене Чупай шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн Хусанти танк училищинче вĕреннĕ офицерсем çинчен каласа пачĕ. Шел пулин те, вĕсен хушшинче пурнăçне Тăван çĕршывшăн панă паттăрсем те пур. Мероприятинче ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă Владимир Петрович Сергеев ятне хисеплесе асăнчĕç, унăн биографине тата çарти ĕçĕ-хĕлне аса илчĕç. Унăн паттăр ĕçĕ вĕрентекенсемпе вĕренекенсен тата ентешсен чĕрисенчен ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ.
Хăюлăх урокĕсем ирттерни ачасемпе çамрăксене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ, несĕлсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет, Раççей çарĕн мухтавлă йăлисене ăруран ăрăва куçарма пулăшать.
Людмила ЦЫФАРКИНА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
