Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Васильевич ВАСИЛЬЕВ:

«Паян, сентябрĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти Мускав çыранĕнче массăллă спорт хăнăхтарăвĕ иртрĕ. Çак спорт мероприятине ирпе ирех Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ертсе пынипе республикăри патшалăх влаç органĕсемпе тата муниципаллă пĕрлĕхсен руководителĕсемпе пĕрле туслăн пуçтарăнтăмăр. Çапла майпа эпир сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пынине кăтартрăмăр. Михаил Васильевич хăй кашни ĕç кунне ирхи чупуран е велосипедпа ярăннинчен пуçлать. Паян вара çак мероприятие район пуçлăхĕсене хутшăнма тÿр килнĕшĕн эпир савăнтăмăр. Ĕç кунне физкультурăпа туслă пулнинчен пуçланине кун йĕркине кĕртни питĕ усăллă тесе шутлатăп. Шупашкарта иртнĕ ирхи тренировкăран хавхалануллă кăмăл-туйăмпа таврăнтăм.

Спорт пирĕнтен кашнинех ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, çитĕнÿсем тума, хавхаланса ĕçлеме пулăшать. Пирĕн районта та спортпа туслă çынсем питĕ йышлă. Акă çак кунсенче Вăрмар районĕнчи Анастасия Кириллова самбо енĕпе иртнĕ тĕнче первенствине хутшăнса ылтăн медальпе таврăнни пире питĕ савăнтарчĕ. Вăрмар çамрăкĕсем спортăн пур енĕпе те пултаруллă. Сăмахран, Кивĕ Вăрмар хĕрĕ Валерия Твердова шывра ишессипе юлашки çулсенче харăсах 3 ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Иванов велосипедпа чупассипе çуллахи виççĕмĕш Олимп вăййисене хутшăнса начар мар результатсем кăтартнă. Пултаруллă спортсменсене çитĕнÿ çулĕпе пырас енĕпе районти тренер-преподавательсен тÿпи те пысăк.

Районти футболистсем те республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса час-часах лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Çавăн пекех аслă ăру çыннисем те республика, район шайĕнче иртекен физкультурăпа спорт мероприятийĕсене активлă хутшăнаççĕ, çитĕнÿсем тăваççĕ. Скандинави утти — спорт тĕсĕ районта анлă сарăлнă. Пирĕн тĕп тĕллев — район çыннисене спорта ытларах явăçтарасси, çавна май вĕсен пурнăç шайне лайăхлатса пырасси».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика