Вунă çула яхăн пынă Афган вăрçи паян та халăх асĕнчех. Ăна нимĕнле те манаймăн, хаяр çапăçусенче 14 пин ытла салтак пуç хунă. 1979 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче совет салтакĕсене Афганистан çĕрĕ çине кĕртме пуçланă. Тепĕр вунă çултан çеç, 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче, салтаксене каялла илсе тухнă. Унтанпа кăçал 37 çул çитрĕ.asra

Шăхаль ялĕнче те Афганис­танра службăра тăнă çамрăксем нумай пулнă. Чылайăшĕн наградăсем те пур. Çапах та интернационалистсем çинчен сăмах тапратсан, пурте Юрий Иванов ятне асăнаççĕ. «Шăхаль ялĕ — аслă ял», — тенĕ ĕлĕкех. Вăл пысăк та илемлĕ, урамĕсен вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Çырма хĕррипе тăрш­шĕпех лаштра йăмрасем ÿсеççĕ. Яла асфальтлă çулпа пырса кĕрсенех тÿрех «Юрий Иванов урамĕ» тесе çырни куçа лекет. Иккĕмĕш пÿрт — Юрий çуралса ÿснĕ кил-çурт. Вăл çар службинчен киле сывă таврăнайман, Афганистан Рес­публикинче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

Юрий Иванов 1963 çулта çуралнă. Пĕчĕкренех паттăр, çирĕп ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне спортпа туслашнă. Пĕр вăхăтрах тĕрлĕ енлĕ спортпа интересленнĕ. Баскетболла та, волейболла та ăста вылянă, пăшалтан тĕл пенĕ. Пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем аса илнĕ тăрăх, Юрий физкультура урокĕсене çав тери юратнă. 100 метрлă дистанцие чупса тухассипе унпа никам та тупăшайман. Аслă классенче 90 килограмм йывăрăш штанга çĕкленĕ, кире пуканĕ йăтнă. Ун чухнех вăл хăйне çара кайма хатĕрленĕ. Çÿллĕ те сарлака хул-çурăмлă пулнă вăл. Шкул ачи Иванов нумай ăмăртусене хутшăннă, Хисеп грамотисем илме тивĕçнĕ. Районти ăмăртура пăшалтан персе 1-мĕш вырăна тухнă, Шупашкарта район чысне хÿтĕленĕ. Вăтам шкул пĕтерсен Юра Сахалина тинĕс çÿрев училищине судоводителе вĕренме кĕрет. Чунĕпе тинĕселле туртăннă май моряк пулма ĕмĕтленнĕ. Темле сăлтавсене пула çамрăк каччă çулталăк çурă вĕренсен каялла яла таврăнать. Ун хыççăн парашютпа сикме вĕренет, çак ăсталăха алла илет, виççĕмĕш разрядлă спортсмен пулать.

1982 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче 19 çулхи çамрăк çар службине каять. Салтака ăсатма пухăннă çамрăксем ăна çапла аса илеççĕ: «Через две зимы» юрра чунĕ киленичченех итлерĕ, радиола сассине чакарма хушмарĕ».

Чăваш каччи салтакра вĕренÿ пунктĕнче çар ăсталăхне çине тăрса вĕреннĕ, аслă стрелок пулса Сывлăш-десант çарĕсен уйрăмлăхĕсемпе паллашнă. Йывăрлăхсене çĕнтерме ăна спорта юратни питĕ пулăшнă.

Октябрь уйăхĕнчен пуçласа вăл малалла службăна Афганистан Республикинче ирттернĕ. Ашшĕ-амăшне кулянтарас мар тесе лăплантарса çырусем çырнă, амăшĕн çунса тăракан чĕрине йăпатма кирлĕ сăмахсем шыранă. «Манпа пурте йĕркеллех пулĕ, тепĕр вун тăватă уйăхран тĕл пулăпăр. Ун чухне пурин çинчен те сăмахлăпăр», — тесе çырнă вăл. Афган халăхне мирлĕ пурнăç тума пулăшасси – вĕсен тивĕçĕ пулнине ла­йăх ăнланнă чăваш каччи. «Атте, анне! Маншăн хуйхăрма кирлĕ мар. Сирĕн эпĕ хамăн тивĕçе кунта пурнăçланăшăн мухтанмалла кăна. Эпир кунта сăрт­сем айĕн­че çар хуралĕн­че тăратпăр, çулсене сыхлатпăр. Час-часах тăван çĕр çине чун туртать, Чăваш Ене», — тесе çырать тепĕр çырăвĕнче. Тă­ван çĕршыва, тăван тавралăха чунтан юратнă вăл. Хă­йĕн тивĕçне тулли кăмăлпа пурнăçласа часрах çуралса ÿснĕ тăван ялне таврăнасшăн пулнă. Ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, савнă хĕрне курасшăн çуннă. Юлашки çырăвне Юрий вилес умĕн пĕр кун маларах çырнă: «Ыран майăн 1-мĕшĕ. Анчах та кунта пĕрре те уяв çинчен калаçмаççĕ». Шăхаль каччи хăравçă пулман, вилĕм умĕн­че те пуçне тайман вăл, хăйшĕн çеç мар, юлташĕсемшĕн те тăрăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ киле çапла çырнă Юрий: «Çĕр çинче лайăх çынсем нумай. Манăн взвод командирĕ те, çамрăк лейтенант, лайăх çын».

Майăн 1-мĕшĕнче вĕсем çапăçăва кĕнĕ. Взвод командирне душмансем йывăр амантнă. Çакна курса рядовой Иванов ăна пулăшма васканă. Анчах та ăна çапăçуран илсе тухнă чухне хăй те вилмеллех аманнă.

«Хисеплĕ Анна Ильинична тата Георгий Иванович! Сирĕн ывăлăр службăра тăнă часть командованийĕ, парти комитечĕ, комсомол организацийĕ Сире чунтан хурланса йывăр хыпар пĕлтереççĕ. 1983 çулхи майăн 1-мĕшĕнче сирĕн ывăлăр хăйĕн интернационалла тивĕçне пурнăçланă чух паттăрсен вилĕмĕпе вилчĕ. Юрий Ивановăн автоматне подразделенинчи чи лайăх салтака панă. Комсомол билечĕ те чаçре чи хак­лă реликви пек упранать. Тă­ван çĕршыв Совет салтакĕсен ĕçне тивĕçлипе хаклать. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн гварди рядовойне Юрий Георгиевич Иванова награда пама тăратнă».

Партипе Правительство хăюллă чăваш паттăрне Хĕрлĕ çăлтăр орденĕпе наградăланă. 1988 çулхи майăн 15-мĕшĕнче Афганистан Республикин президенчĕн Указĕпе килĕшуллĕн Ю.Г. Иванова вилнĕ хыççăн «Воину-интернационалисту от благодарного афганского народа» медаль парса чыс тунă.

Юрий Ивановăн çутă сăнарĕ ăна пĕлекен кашни çын чĕринче упранать. Шăхальсем ăна нихăçан та манмаççĕ, яланах асра тытаççĕ. Кашни çулах Шăхаль ялĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе Юрий Иванов интернационалист-салтака асăнса волейболла выляссипе ăмăртусем ирттереççĕ.

Галина ПУКЛАКОВА,

В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкулти историпе обществознани вĕрентекенĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика