photo 2026 02 10 09 17 26Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта 7А класра вĕренекенсем Елена Михайловна Васильева класс руководителĕ ертсе пынипе тăтăшах СВО-ри салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕçе хутшăнаççĕ.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пĕтĕмпе виççĕмĕш хутчен салтаксем валли япаласем пуçтарчĕç. Ку хутĕнче, акă, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе вĕсем валли волонтерсем урлă ăшă нус­кисемпе шоколадсем пуçтарса парса ячĕç. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче, 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне, 5 хутчен пулăшу пуçтарса панă. Çак пархатарлă ĕçре уйрăмах ашшĕ-амăшĕсен тÿпи пысăк. Вĕсем ыркăмăллăх пуçарăвĕнче пĕр шухăшлă пулмасан гумпулăшу пухаймăн, çавăнпа та пысăк тав сăмахне тивĕçлĕ шкул ачисен ашшĕ-амăшĕсем, çавăн пекех Елена Михайловна класс руководителĕ те. Класĕпех хутшăнаççĕ. Çапла вĕренекенсем шкул саккинченех ырă ĕçсем тума хăнăхаççĕ, çакă вĕсене патриотла воспитани илме те пулăшать ман шутпа.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика