Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем: Чăваш Республикинчи вĕрентÿ организацийĕсенче кадрсем хатĕрлесси, тĕллевлĕ вĕрентÿ - ĕçе вырнаçассине гарантилекенĕ; 2026 çулта çурхи шыв-шура кĕтсе илме хатĕрленесси; çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерсе ярассине хатĕрленесси; паянхи тĕнчери информаци хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем, киберултава хирĕç тăрасси.
Ĕçлĕ ушкăнсем ку хутĕнче Чупай, Шăхаль, Пинер ял тăрăхĕсенче пулчĕç. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Олег Кошельков ертсе пынă ушкăн халăхпа Чупайĕнчи культура çуртĕнче тĕл пулса калаçрĕ. Олег Михайлович кăçалхи хĕл юр пĕр чарăнмасăр çунăран уйрăмах йывăррăн иртнине палăртрĕ. Юрпа кĕрешесси малаллах пырать, лару-тăру контрольте. Фермерсем, депутатсем, халăх — йывăрлăха ăнланса пурте пулăшма тăрăшаççĕ. Çавăн пекех инкек-синкекрен сыхланас тĕллевпе социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен тăррисенчен хĕл тăршшĕпе пуçтарăннă юра тасатса антарасси те пĕлтерĕшлĕ. Çуркунне çитсессĕн юр пĕчĕккĕн ирĕлсе пырасса шанатпăр, тăруках ăшăтса ярсан шыв-шурпа кĕрешессипе те йывăрлăхсем пулма пултараççĕ, тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тивĕ. Ку ыйтăва контрольте тытассипе округ администрацийĕнче ятарлă комисси туса хунă. Унсăр пуçне Олег Михайлович пушар хăрушсăрлăхĕпе, ултавçăсемпе çыхăннă ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ Михаил Пуклаков «Раççейри ĕç» ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх порталĕ урлă шкул ачисем тĕллевлĕ майпа вĕренме кĕме квота илмелли майсене ăнлантарчĕ. Ку портал урлă çамрăк хăйне килĕшекен профессие суйласа илсе çак енĕпе вĕренме пултарать. Унсăр пуçне «Раççейри ĕç» портал урлă «Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем те пурнăçне, ĕç вырăнне улăштарас теççĕ пулсан çĕнĕ профессие тÿлевсĕр вĕренме пултараççĕ. Уйрăмах çĕвĕçсем, маникюр тăвакан специалистсем, хуралçăсем кирлĕ. Уйрăмах ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсемпе участникĕсене ĕçе вырнаçтарассипе майсем чылай. Порталта информаци тăтăшах çĕнелсе тăрать. «Вĕренме нихăçан та кая юлмасть, ыйтусем пур пулсан пирĕн патне килме пултаратăр, пулăшатпăр», - терĕ Михаил Пуклаков.
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнчи полици подполковникĕ Александр Михайлов телефон ултавçисемпе асăрхануллă пулмалли çинчен ăнлантарчĕ. Полици сотрудникĕсем халăхпа асăрхаттарупа профилактика ĕçĕсем ирттерсех тăраççĕ пулин те, улталаннă граждансен шучĕ чакмасть. «Пирĕнпе кун пек ултав пулмастех», - тесе шутлаççĕ чылайăшĕ. Çакăн пек шутлакансем те укçасăр тăрса юлаççĕ. Ют çынсемпе телефон урлă укçа-тенкĕпе çыхăннă нимĕнле калаçăва та хутшăнмалла мар, банк, налук, социаллă фонд уйрăмĕнчен шăнкăравлатпăр тесе пĕлтерсен те калаçмалла мар. Специалистсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçмалла.
Чупайри территори пайĕн начальникĕ Надежда Алексеева Патти ялĕнчи клубра ĕçлекен çын валли ставка уйăрса парса ĕç укçи тÿлеме май шырама ыйтрĕ. Хальхи вăхăтра клуб ĕçне Надежда Скворцова тытса пырать, пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕнченпех, анчах та ăна çакăншăн ĕç укçи тÿлемеççĕ те. Информкун шайĕнче Надежда Леонидовна Скворцовăна /ÿкерчĕк çинче\ пархатарлă ĕçшĕн Вăрмар муниципаллă округĕн Тав хучĕпе чысларĕç.
Эвелина МИХАЙЛОВА
