Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕн тĕллевĕсемпе тата задачисемпе килĕшÿллĕн регионта ТехноГТО нормативĕсене куçăн пурнăçламалли пĕрремĕш площадкăсем уçăлĕç.
Çакăн пек вырăнсене Шупашкарта И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Ăслăлăхпа техника пултарулăхĕн аталанăвĕн «Кулибин.Клуб» обществăлла фондĕнче тата «Кванториум» ача-пăча технопаркĕнче йĕркелĕç.
ТехноГТО комплекс Раççей çамрăкĕсен технологи пĕлÿлĕхне хак пама, вĕсем технологисемпе пурнăçра усă курма пĕлнине палăртма майсем туса парать. Заданисем кулленхи пурнăçпа килĕшсе тăраççĕ: хăрушлăхсăр интернетран тата социаллă сетьсем тытса пырассинчен пуçласа нейросетьсемпе тата навигаципе усă курасси таран.
Нормативсене пурнăçламалли çуркуннехи сесси мартра старт илет. Унта куçăн хутшăнас тесен чи малтан онлайн-тапхăрта пилĕк нормативран кая мар пурнăçламалла. Кайран вара хăвăр мĕн пĕлнине куçăн, практика урлă çирĕплетмелле. Куçăн майпа икĕ норматива ăнăçлă пурнăçласан ылтăн паллăна тивĕçме пулать. Ылтăн паллă илнĕ абитурентсене аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ чухне 10 балл таран хушса пама пултараççĕ.
«Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ çамрăк çынсен пултарулăхне аталантарма майсем туса парассипе тата вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшассипе ĕçлет. Тĕп тĕллевсем — шкулсен строительстви тата юсавĕ, педагогсен квалификацине ÿстересси, вĕренмелли условисене хăтлăлатасси тата çĕнĕ методикăсем шутласа тупасси. Çавăн пекех нацпроект шайĕнче, «Приоритет 2030» программăпа килĕшÿллĕн, тĕнче шайĕнчи кампуссен сетьне аталантарма тата аслă вĕренÿ заведенийĕсене пулăшу кÿме палăртнă.
Çĕнĕ наци проекчĕсем Раççей Президенчĕ Владимир Путин йышăннипе 2025 çултанпа пурнăçланаççĕ.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
