Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ çывхарса пынă май эпир çапăçу хирĕнчи паттăрлăх çинчен те, кулленхи пурнăçра палăракан хăюлăх пирки те калаçатпăр. Çакăн пек хăюлăх палăрăмĕсенчен пĕри — васкавлă пĕрремĕш пулăшу пама пĕлни.
Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта «Ачасем пĕлмелли пĕрремĕш пулăшу» программа шайĕнче ачасемпе калаçу иртрĕ. Ăна февралĕн 23-мĕшĕнче чыслакан хаклăхсемпе çыхăнтарнă, юн кайсан памалли пĕрремĕш пулăшăва халалланă. Калаçу пуçламăшĕнче кам вăл хÿтĕлевçĕ пулнине сÿтсе яврăмăр. Хÿтĕлевçĕ — салтак кăна мар, вăл йывăр вăхăтра пулăшу кÿме хатĕр çын та. Пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăшусенчен пĕри — юн кайнине чарни.
Ачасем юн кайнин тĕрлĕ тĕсĕсем тата ăна мĕнле чармалли çинчен пĕлчĕç: суран вырăнне пусармалла, ăна туртса çыхса хумалла, кирлĕ пулсан — жгутпа усă курмалла. Чи пĕлтерĕшли – ку ĕçсене хăвăрт тата хумханмасăр пурнăçламалла. Хĕрачасем медицина сестрисем пек пулса салтака пĕремĕш пулăшу кÿчĕç.
Пĕрремĕш пулăшупа тивĕçтересси — ахаль хăнăху кăна мар, вăл хамăр çине урăх çыншăн явап илнипе тата ыркăмăллăхпа çыхăннă. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн тата хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийĕ пынă май пире тата пирĕн çĕршывăмăра хăйсене шеллемесĕр хÿтĕлекенсен паттăрлăхĕ çинчен ачасене каласа пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Салтаксене хăйсене те хăш чухне пирĕн хÿтлĕх, пĕрремĕш пулăшу кирлĕ. Вĕсене пулăшу паракан хăюллă çынсем хисепе тивĕç.
Ирина ЛЕВСКАЯ, социаллă работник
