IMG 3576Çулсеренхи пекех кăçал та пĕтĕм çĕршыв йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса чăн-чăн спорт уявне - «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2026» ăмăртăва хутшăнчĕ. Чăваш Республикинче пурăнакансем те, çав шутра вăрмарсем те, савăнăçлă мероприятинчен айккинче юлмарĕç.

Пĕтĕм Раççейри «Раççей йĕл­тĕр йĕрĕ – 2026» массăллă йĕлтĕр ăмăртăвĕ пирĕн çĕршывра хĕллехи тĕп спорт мероприятийĕ шутланать. Чăваш Республикинче ăна 2005 çултанпа кашни çул ирттереççĕ. «Пурте пĕр­ле старта тухса эпир спорт, сывлăх, пĕрлĕх патне ăнтăлнине çирĕплететпĕр. Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕнче тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкĕн­че йĕлтĕр йĕрĕ çине пирĕн аслă шкулсенче вĕренекен ют çĕршыв студенчĕсем тăни уйрăмах савăнтарать — спорт чăннипех пурне те пĕрлештерет», — палăртса каланă Чăваш Респуб­ликин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкар хулинче иртнĕ тĕп стартра.

Вăрмар округĕнче спорт мероприятийĕ Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта иртрĕ. Пухăннисен умĕн­че саламлă сăмахсемпе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Олег Кошельков, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухă­вĕн председателĕ Юрий Иванов тата депутачĕ Геннадий Егоров, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Единая Россия» партин «Ача-пăча спорчĕ» проекчĕн регионти координаторĕ Леонид Пронин, ЧР Физкультурăпа спорт министерствин представителĕ Татьяна Илларионова, ЧР Хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмарти уйрăмĕн председателĕ Валентина Волкова тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Вĕсем спортсменсене, активлă канăва кăмăллакансене, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене çĕкленÿллĕ кăмăл-ту­йăм, хавхалану, финиша малтисен ре­тĕн­че тухма ăнăçу сунчĕç, малашне те спортпа туслă пулма чĕнсе каларĕç. Çавăн пекех мероприятие чыслав саманчĕ пуянлатрĕ. Вăрмар округĕн обществăлла тата политика пурнăçне хастар хутшăнакан активистсем «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн Тав çырă­вĕсене тивĕçрĕç.

Ăмăртусенче халăх йышлă пул­чĕ — ача садне çÿрекеннисенчен пуçласа спорт ветеранĕсем таран. Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ 3 çулта, чи асли 87-ре пулнине палăртрĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе чи малтан VIP-чупу иртрĕ, унтан массăллă старт пулчĕ, малалла шкул çулне çитмен ачасем ăмăртрĕç, кайран вара йĕлтĕр­çĕсем ÿсĕмне кура чупрĕç.

Кашни чупу çивĕч пулчĕ. Кам çил пек хăвăрт вĕçтерет, кам майĕ­пенрех, анчах кашни йĕлтĕрçĕ хă­йĕн дистанцине ăнăçлă парăнтарчĕ. Судья­сем финиша кам миçемĕш çитнине палăртса пычĕç. Яваплă çынсем мала тухнă спортсменсене медальсемпе, грамотăсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Унсăр пуçне йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă ача сачĕсен воспитанникĕсем финиша çитсен пурте пылак парнесене — шоколада — тивĕçрĕç. Пĕчĕк спортсменсене савăнтарма Вăрмар райповĕ спонсорла пулăшу кÿнĕ.

Спорт уявĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул волонтерĕсем пурне те вĕри чейпе, «Общепит» тулли мар явап­лă общество пĕçерекен тутлă пĕчĕк кукăльсемпе сăйларĕç. Медицина ĕçченĕсем ăмăртăва хутшăнакансем хăйсене мĕнле туйнине тимлесе тăчĕç. Право хуралĕн сот­рудникĕсем вара мероприятинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерчĕç.

Сăмаха май, спорт мероприятийĕнчи сăн ÿкерчĕксемпе «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн Контактри страницинче туллин паллашма пултаратăр.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика