«Пари с Сергачевым» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш Енри спорт объектне çĕнетме укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Çĕнтерÿçи — Вăрмар муниципаллă округĕнчи «Аниш» территорири обществăлла хăйтытăмлăх организацийĕ /ТОС/. Обществăлла организацие Пысăк Енккассинчи стадиона çĕнетме укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Конкурс шайĕнче паракан чи пысăк сумма — 400 пин тенкĕ.

«Пари с Сергачевым» проект шайĕнче «Пари и Побеждай» фонд Раççей регионĕсенчи спорт инфраструктурине аталантарма укçа-тенкĕ уйăрать. Проектпа килĕшÿллĕн Михаил Сергачев хоккеистăн результат кăтартакан кашни вăййи хыççăн Раççейри спорт объекчĕсене пулăшу кÿрекен бюджет йĕркеленет.

Пысăк Енккассинчи 30 пин тăваткал метра яхăн лаптăк йышăнакан стадиона комплекслă юсав кирлĕ. Стадион картисемпе спорт конструкцийĕсем япăхланса çитнĕ, паянхи кун ыйтнипе килĕшсе тăмаççĕ. Шăпах çак спорт объекчĕ пулăшу илекенсен шутне кĕнĕ, конкурс пулăшнипе ăна çĕнетме май пулĕ.

Кунта пурте хутшăнма пултараççĕ! Çак проектпа килĕшÿллĕн реконструкци ыйтакан объектсене малалла суйлаççĕ. Обществăлла организацисем, пуçарулăх ушкăнĕсем тата муниципалитетсем хăйсен спорт площадкисем çинчен пĕлтерме, инфраструктурăна çĕнетме укçа-тенкĕ илме пултараççĕ.

Ольга МИХАЙЛОВА,

Пысăк Енккассинчи территори пайĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика