В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем нумай тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ. Акă çак кунсенче вĕсем оборонăпа массăллă, спорт тата патриотлăх ĕçĕсен уйăхлăхĕ шайĕнче Мăнçырма ялĕн паллă çыннин, Приморье тата Раççей Геройĕн Сергей Юрьевич Ильинăн амăшĕпе Елена Федоровна Ильинапа тĕл пулчĕç. Амăшĕн калаçăвĕнчен вĕсем Сергей Юрьевич çинчен нумай çĕннине пĕлчĕç.
Елена Федоровна — Мăнçырма ял хĕрĕ. Вăл 1961 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. 9 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1982 çулта алла диплом илсен çамрăк хĕре Карăкçырминчи пуçламăш шкула направленипе янă. Унта пĕр çул ĕçленĕ хыççăн Эçпепери пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула куçнă, пуçламăш классенче ĕçлеме пуçланă.
Лăпкă та сăпайлă хĕре хамăр ял каччиех, Юрий Вениаминович Ильин, куç хывнă. 1984 çулхи декабрь уйăхĕнче çамрăк çемье чăмăртаннă. Туслă çемьере пĕр ывăлпа пĕр хĕр кун çути курнă, Сергей асли пулнă.
Училищĕре вĕренсе илнĕ пĕлÿпе çеç çырлахасшăн пулман Елена Федоровна, 1984 çулта вăл Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетне чăваш чĕлхипе литературин уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Аслă пĕлÿллĕ педагог 1991 çултан пуçласа Эçпепе шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă, тăван чĕлхе илемĕпе пуянлăхне ачасем патне çитерме тăрăшнă. Пĕр вăхăт завучра ĕçлеме те тÿр килнĕ унăн.
Çумăр-и, çил-тăманлă çанталăк-и — ним çине те пăхмасăр 22 çул хушши утнă Елена Федоровна ачасене пĕлÿ пама. 2004 çулта Мăнçырмари вăтам шкула куçма май килнĕ — шкул ачисене ют ялсенчен турттаракан автобуспа çÿреме воспитатель кирлĕ пулнă. Елена Федоровна пĕр сăмахсăрах килĕшнĕ. Кунтах вăл пĕр вăхăт директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, хушма пĕлÿ паракан педагог тивĕçĕсене пурнăçланă. Хуть те хăш ĕçре ĕçлесен те Елена Федоровна хăй ĕçĕ çине тимлĕ пăхнипе палăрса тăнă.
Пурнăç яланах пĕр йĕрпе, лайăххипе çеç шумасть, савăнăçĕ те, хурлăхĕ те, телейĕ те, инкекĕ те хăйсем пуррине систерсех тăраççĕ. 2013 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче Ильинсен çемйине пысăк инкек, чăтайми хуйхă пырса кĕрет — кил пуçĕ, Юрий Вениаминович, куçне ĕмĕрлĕхех хупать, юратнă мăшăрĕпе икĕ ачине, çывăх çыннисене тăлăха хăварать.
Пĕр хуйхă та чĕрере суран хăвармасăр иртмест. Тем чухлĕ тÿсĕмлĕ пулас тесен те Елена Федоровна сывлăхĕ кăштах хавшанине туять. 2019 çулта вăл шкулпа сывпуллашать, тивĕçлĕ канăва тухать.
Елена Федоровна ачасемпе тĕл пулнă чухне хăйне тем пекех çирĕп тытма тăрăшрĕ пулин те, вăхăт-вăхăт тăварлă куççулĕ юхса анатех çав. Сăмахĕ унăн пĕтĕмпех ывăлĕ, икĕ хут Герой ятне илнĕ Сергей Юрьевич Ильин çинчен пулчĕ.
Сергей тăван яла, тăван киле, амăшне, йăмăкне питĕ юратнă. Ялтан инçетре пурăнсан та ачалăх çулĕсенче чупса çÿренĕ ял урамĕсене нихăçан та асран кăларман.
Сергей Юрьевич 1985 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче Мăнçырма ялĕнче кун çути курнă. Ачалăх çулĕсем, вăл вăхăтри пур арçын ачасенни пекех, çуллахи вăхăтра сысна е пăру кĕтĕвĕнче çÿресе, колхоз уй-хирĕнче утă-улăм пуçтарнă çĕрте, хăш-пĕр чухне çамрăк выльăх валли вăрманта туратлă апат хатĕрлесе иртнĕ. Пĕр сăмахпа, нимле хура ĕçрен те ютшăнса тăман. Кунта, паллах, ашшĕпе амăшĕ çирĕп воспитани парса, ĕçе юратма вĕрентсе ÿстерни курăнать.
Сергей ачаранах спортпа туслă пулнă. Шкулта иртекен пĕр ăмăрту та вăл хутшăнмасăр пулман. Çамрăк каччă пуçĕнче мĕн пĕчĕкрен çирĕп шухăш тĕвĕленнĕ: çар çынни пулмалла. 2003 çулта Мăнçырмари вăтам шкултан вĕренсе тухсан çак тĕллевпех Сергей Юрьевич Хусанти командирсем хатĕрлекен аслă çар училищине заявлени парать, пĕр чăрмавсăрах курсант пулса тăрать. Пултаруллă курсант кунта та ыттисенчен лайăх енĕпе уйрăлса тăнă. Вĕренме кĕрсен тепĕр çулĕнчех ăна кĕçĕн сержант званийĕ парса отделени командирĕ пулма çирĕплетнĕ. 2006 çулта черетлĕ çар званине — сержант ятне илнĕ. 2007 çулхи июль уйăхĕнче училищĕне лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернипе пĕрлех лейтенант званине тивĕçет вăл. Çак кунран вара çамрăк офицер Приморск крайĕнчи Владивосток хулине çар тивĕçне пурнăçлама кайма направлени илет, тинĕс пехотин 165-мĕш полкĕнче десантпа штурм батальонĕнче взвод командирĕнче тăрăшма пуçлать. Дисциплинăна çирĕп пăхăннине, ĕçе чунтан парăнса тунине аслăрах чинлисем асăрхамасăр тăма пултарайман: çултан-çул Сергей Юрьевич çÿлерех та çÿле хăпарнă, унпа пĕрлех çар званийĕсем те ÿссех пынă. 2012 çулта Лăпкă океан флочĕн тинĕс пехотин 155-мĕш бригадин штаб начальникĕн заместителĕ, 2014 çулхи октябрь уйăхĕнчен — десантпа штурм батальонĕн командирĕн заместителĕ пулнă вăл.
Сергей Юрьевич Сирире иртекен хирĕç-тăрусене икĕ хутчен хутшăннă. Иккĕмĕш хут 2019 çулхи февральтен пуçласа августчен пулнă вăл, «Ветеран боевых действий» медале тивĕçнĕ.
2020-2022 çулсенче Сергей Юрьевич Мускавра çар Академийĕнче вĕреннĕ, ăна чи лайăх паллăсемпе /с отличием\ вĕренсе пĕтернĕ. Ку вăхăтра çемйи те унпа пĕрлех пурăннă. Академирен вĕренсе тухсан, подполковник званипе каллех Владивостока кайнă, ăçта кирлĕрех, ăçта хушнă — унта каймалла.
2022 çулхи июнь уйăхĕнчен Сергей Юрьевич ятарлă çар операцине хутшăннă. 2024 çулта отпуск вăхăтĕнче яла килсен вăл ачасемпе тĕл пулнă чухне ятарлă çар операцине хутшăнакан Раççей салтакĕсен паттăрлăхĕ çинчен чуна витермелле каласа кăтартрĕ.
Лăпкă океан флочĕн Жуков тата Суворов орденĕсем ячĕллĕ тинĕс пехотин 155-мĕш бригадин командирĕ С.Ю. Ильин 2023 çулта полковник званине тивĕçнĕ, кунпа пĕрлех ĕçĕ те, тивĕçĕ те палăрмаллах хутшăннă.
Владивостокра службăра тăнă чухне Мăнçырма ялĕн пултаруллă каччи пысăк наградăсене сахал мар тивĕçнĕ, парашютпа сикессипе спорт мастерĕн ятне илнĕ, «Парашютист-отличник» паллăна тивĕçнĕ. Ывăлне тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕшĕн ашшĕпе амăшĕ темиçе хутчен те Тав çырăвĕсем илнĕ.
Питех те шел, 2025 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче С.Ю. Ильин, унпа пĕрлех ун юлташĕсем те, çар тивĕçĕсене пурнăçланă чухне паттăррăн пуç хунă.
Ятарлă çар операцине хутшăнса Сергей Юрьевич пур енлĕн паттăр салтак, паттăр командир пулнипе палăрса тăнă. Çавăнпа вăл çÿллĕ шайри наградăсене тивĕçнĕ: «За заслуги перед Отечеством» II степеньлĕ хĕçлĕ орден медальне, Паттăрлăх орденне /икĕ хутчен/, вилнĕ хыççăн — «За заслуги перед Отечеством» IV степеньлĕ хĕçлĕ ордена.
2025 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче тухнă Указпа килĕшÿллĕн Сергей Юрьевича Приморье Геройĕн ятне, 2025 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче тухнă Указ тăрăх тинĕс пехотин командирне С.Ю. Ильин полковника Раççей Геройĕн ятне панă /вилнĕ хыççăн/.
Сергей Юрьевич черетлĕ отпуск кунĕсене кашни çулах тăван ялта ирттерме кăмăлланă. Килсен вара пĕрре те пушă ларман: е юлташĕсемпе, ял çыннисемпе, ачасемпе тĕл пулса тăван чĕлхепе калаçса чунне пусарнă, е кил-тĕрĕшре арçын тумалли ĕçсене туса хăварма васканă. Юратнă амăшĕ килте пĕччен пурăннипе кĕске вăхăтлăха та пулин савăнăç саманчĕсемпе тултарма тăрăшнă. Тумаллисем, палăртса хунисем, ĕмĕтленнисем татах та нумай пулнă Сергей Юрьевичăн. Унăн чĕрин пĕр пайĕ яланах тăван енре, тăван килте, юратнă амăшĕпе юнашар пулнă.
2025-мĕш çул амăшĕшĕн, Елена Федоровнăшăн, тăванĕсемшĕн, юлташĕсемшĕн, ял-йышшăн, Сергейăн çемйишĕн чи йывăр çул, чĕре суранĕ тÿрленми, нихăçан ÿт илейми çул пулчĕ.
Зоя ИЛЛАРИОНОВА
Мăнçырма ялĕ
