Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче «Чăваш Ен ачисене — хăрушлăхсăр Интернет» темăпа Хăрушлăхсăр Рунет эрни иртет. Унăн тĕллевĕ — ачасемпе çамрăксене цифра пĕлÿлĕхĕн никĕсĕсене — Интернетпа тĕрĕс усă курма, онлайн-хăрушлăхран сыхланма, харпăр хăйсен даннăйĕсене хÿтĕлеме — вĕрентесси.
Хăрушлăхсăр Рунет эрни шайĕнче Вăрмарти ача-пăча библиотекинче «Усăллă тата хăрушлăхсăр Интернет» темăпа мероприяти иртрĕ. Унта шкул ачисем хутшăнчĕç. Библиотекарьсем вĕсене Интернет туса паракан майсем пирки каласа пачĕç. Анчах Интернет хăрушлăх та кăларса тăратма пултарать, унта йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкме, ултавçăсен серепине лекме пулать. Ачасем троллинг тата кибербуллинг пирки пĕлчĕç. Çавăн пекех вĕсене Интернетпа пĕлсе усă курмаллине, унпа нумай вăхăт хушши усă курса пурнăçран тухса ÿкмелле маррине ăнлантарнă. Мероприятие хутшăнакансем пĕтĕмлетÿ тунă тăрăх, Интернет — интереслĕ тата усăллă майсен тĕнчи, анчах вăл хăрушлăхпа та çыхăннă, уйрăмах ачасен асăрхануллă пулмалла.
Татьяна ПЕТРОВА, Вăрмарти ача-пăча библиотекин заведующийĕ
