Ĕçлес килет, юрлас килет, савăнас килет ун чухне. Кашни çыннăн пĕчĕк музей пулмалла. Ĕлĕкхи çын арча тĕпĕнче упранă ăна. Николай Николаевич ялти культура çуртĕнче музей тунă.
Пуян тесен ытлашши пулĕ, чухăн мар эпир тесен те çиттĕр. Художник та пур пирĕн йышра. Юрий Васильевич Егоров вăл. Педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Çавăнпах ĕнтĕ шкулсенче ытларах ĕçлес тенĕ. Хăйĕн пĕлĕвĕпе ачасене малалла туртни хаклăрах-çке. Пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Сăрăпа та ĕçлет, йывăç та касать. Урăх материалсемпе те ĕç пулсах пырать. Ÿнер шкулĕнче вĕренекенсене пур ĕçе те кăтартмалла. Хăвăн аллупа туса кăтартни витĕмлĕрех. Çак ĕçсемпе пысăк курав тума та пултарĕ халь. Картинăсенче – тăван тавралăх, çывăх вырăнти пурнăç. Куçа курăнать вăл. Хĕрĕх-аллă çул каялла пулнине урăх нимĕнле майпа та кураймăн.
Тепĕр художник та пур пирĕн шутра — Надежда Васильевна Николаева–Таявась. Çапла унăн тулли ячĕ. Ячĕ те вăрăм, ĕçĕсем те нумай тĕрлĕ. Темĕнле ĕçре те пултаруллă вăл. Вăй-халĕ Эçпепе шкулĕнче тымарланнă. Тĕрĕс, хăвăн пуянлăхна çитĕнекен ачасене памалла. Çыру ĕçĕ те тĕрлĕрен унăн. Мĕн курать, çавна тÿрех кăтартас тет. Кăтартăвĕ пулсах пырать. Аваллăхри пулăмсене тĕпченине пĕлетĕп. Ĕç малалла пырать, ку вăл чăнах та паха.
Учительсем сахал мар пирĕн йышра. Вĕсенчен пĕри Надежда Ивановна Петрова. Историпе филологи факультетĕнче пĕлÿ илнĕ вăл. Çырнă ĕçсем кĕнекере те пур.
Вăрмарта вырнаçнă историпе краеведени музейĕ пирĕншĕн тăван кил пекех. Алăкĕ яланах уçă. Уявсем тунă чухне чей ĕçме те меллĕ унта.
Тем пек лайăх пурăнас тесен те – пурнăçăн вĕçĕ пур çав. Пирĕн йышра та çухату пулчĕ. Шел, Владимир Васильевич Толматов пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Шкулта та, хаçат редакцийĕнче те ĕçленĕ вăл. Несĕлсен пурнăç йĕрĕсене тупма пĕлетчĕ. Çырăвĕ питĕ паха унăн. Çырура халăх чĕлхипе калаçатчĕ. Чăваш чĕлхи таса пулнă унăн çырăвĕнче. Сăввисем те питĕ илемлĕ. Хăйĕн юбилейĕ тĕлне кĕнеке кăларма хатĕрленчĕ, ĕлкĕреймерĕ çав. Юрать, çывăх тăванĕсем пур, вĕсем тăрăшнипе пурнăç курчĕ унăн кĕнеки. Владимир Васильевичăн кĕнекине кашни чăваш патне илсе çитерес килет. Чăвашлăха пирĕнте упрама питĕ пысăк вăй пулĕччĕ вăл.
Вăрмар таврапĕлÿçисем Шупашкарта та пур пирĕн. Пĕри, акă, Людмила Аркадьевна Федотова, 60-мĕш номерлĕ шкулта ĕçлет. Вăлах Чăваш наци Академийĕн пайташĕ. Хăй вăхăтĕнче пуян музей туса ĕлкĕрнĕ. Шкулти пĕр класра вырнаçнă вăл.
Пысăк Енккасси хĕрĕ, Ольга Николаевна Тимофеева, яланах пирĕнпе. Пысăк вĕçеври кайăк пек тетĕп ăна. Чăваш Республикин Наци библиотекинче вăй хурать вăл. Çак библиотека хăйех пĕр тĕнче! Пурнăç вĕресе тăрать унта. Мĕн кирли пĕтĕмпех пур.
Вăрмартисен те ĕçĕ нумай. Чăваш краевечĕсен союзĕн правленийĕ çакна курсах тăрать. Пысăкрах ĕç туса кăтартсан тÿрех савăнтараççĕ. Юбилейсенче те парнесĕр хăвармаççĕ. Кăçал пирĕн краеведсем пархатарлă ĕçшĕн вунтăватă хаклă хут илчĕç. Тĕрлĕ грамотăсемпе Тав хучĕсем вĕсем. Çак çыру авторĕн ĕçне те хак пани пулчĕ, «Этнокультурăн тава тивĕçлĕ деятелĕ» ят парса чысларĕç.
Юрий Петров Сантус-Ара, Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн Вăрмарти ушкăнĕн председателĕ
