
Выпускниксем хăйсен тăван шкулне килсе курни вĕсен пурнăçĕнчи çитĕнĕвĕсемшĕн хумханакан вĕрентекенсемшĕн те, шкул ачисемшĕн те çав тери кăмăллă самант.
Çак кунсенче Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ачасен асĕнче нумайлăха юлакан тĕлпулу иртрĕ. Кунта хăнара шкул выпускникĕ, хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакан Роман Сапаркин пулчĕ.
Çакăн пек тĕлпулусем ирттересси шкулта ырă йăлана куçнă. Роман ачасемпе тата вĕренекенсемпе калаçрĕ, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕç тата чăн-чăн патриотлăх, дисциплина тата пĕр-пĕрне пулăшни çинчен сăмах хускатрĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсем çар речĕсене ăнсăртран мар, чĕре туртăмĕпе, чун хистенипе тăнине ăнлантарчĕ. Тĕлпулу чĕрĕ диалог евĕр иртрĕ. Шкул ачисем паттăр ентешĕмĕртен çар службинчи йывăрлăхсем, çакăн пек условисенче шанăçа мĕнле упраса хăвармалли çинчен ыйтса пĕлчĕç.
Роман ачасене пулас профессине мĕнле суйламалли пирки сĕнÿсем те пачĕ. «Выпускник кирек мĕнле çул-йĕре суйласан та, чи пĕлтерĕшли — ĕмĕт хыççăн утăмламалла, тĕллев лартмалла та ăна пурнăçлама тăрăшмалла», — терĕ вăл.
Ачасем СВО участникĕн сăмахĕсене сывламасăр тенĕ пек итлерĕç, тĕлпулу вĕçĕнче салтака çирĕп кăмăл-туйăм, тăван килне Çĕнтерÿпе таврăнма сунчĕç. Педагогсем хăйсен выпускникне çапăçу хирĕнчи хăюлăхшăн та, çамрăксемшĕн тĕслĕх пулнăшăн та тав турĕç.
Валентина ТАБАКОВА, шкул директорĕн заместителĕ
